Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш тетелӗн хастарӗсем пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.04.2010 21:31 | 1824 хут пӑхнӑ

Паян Лапсарта чӑваш тетелӗн хастарӗсем тӗл пулчӗҫ. Нумайӑнах пухӑнаймарӗҫ пулин те, ыйтусем сахал мар сӳтсе яврӗҫ. Пухӑва Admin (Николай Плотников), allboru (Александр Блинов), ned (Эдуард), alex-net (Алексей Михайлов), mixaj_58 (Виталий Михайлов) килчӗҫ, ыттисем тӗрлӗ сӑлтава пула килеймерӗҫ.

Чӑваш тетелне аталантармалли мелсем чылай пулчӗҫ: пӗрисем влаҫа пӑхӑнмасӑр, халӑха йӗркелесе ӗҫлеме сӗнчӗҫ (тӗслӗхрен, студентсене явӑҫтарса), теприсем вара, влаҫри ҫынсемсӗр аякка кайма ҫукки пирки пӗлтерчӗҫ — вӗсенпе тачӑрах ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ. Чӑваш тетелне малалла аталантармашкӑн ҫӗнӗ организаци тумалли пирки нихӑшӗ те хирӗҫлемерӗ — ку ыйтӑва Атӑл леш енче ирттерме палӑртнӑ ҫуллахи лагерьте татса пама тӗв турӗҫ.

Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне тишкерчӗҫ — канашлура калаҫу сӳнме пуҫлани, ыйтусене сахалрах сӳтсе явни халӑх ывӑннинчен килет тесе палӑртрӗҫ. Сайтра хӑнасене тытса тӑмашкӑн ытларах хыпарсем пичетлеме, курмасем (видео) вырнаҫтарма сӗнчӗҫ. Хыпарсене рассылка урлӑ пӗлтерсен те япӑх пулмӗ терӗҫ.

Хыпарсене сӳтсе явассине сайтран канашлӑва куҫарма сӗнчӗҫ — ку канашлӑва та, сайта та усӑ парӗ терӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме тытӑннӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ май ун кӗпине, дизайнне кӑшт улӑштарсан питӗ усӑллӑ пулӗччӗ тесе палӑртрӗҫ. Сайт ӗҫлеме пуҫланӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ тӗле конференци е ҫавра сӗтел йӗркелеме сӗнчӗҫ.

Ачасене чӑваш чӗлхипе интереслентересси пирки те калаҫу пычӗ — чӑваш ачисем чӑвашла калаҫчӑр тесен компьютер вӑййисем тусан питӗ лайӑх пулӗччӗ терӗҫ. Вӑйӑсене тума студентсем хушшинче конкурс ирттерсен меллӗ пулнине палӑртрӗҫ. Малтан вӑййи пӗчӗк пулсан та хӑрушӑ мар — пысӑкраххине каярах, вӑй илсен тума сенчӗҫ. Мульфильмсене чӑвашла куҫарни те ачасене чӑваш чӗлхи патне туртӑнма пулӑшӗ тесе палӑртрӗҫ. Ҫапах та куҫарнӑ чухне вырӑсла куҫарӑвӗ ҫуккине ҫеҫ чӑвашлатмалла терӗҫ — унашкал темиҫе мультфильма суйласа та илнӗ иккен, куҫару ӗҫӗ пырать.

Ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн хӑнасем килӗсенелле саланчӗҫ.

#тӗлпулусем, #пухусем, #Лапсар

 

Комментари:

ned // 9981.0.4450
2010.04.30 08:33
пуху питĕ туллин иртрĕ, çивĕч ыйтусем те пулчĕç
малашне нумайрах çын пухăнĕ пуль тесе шутласшăн
тавах Плотникова çак пухăва йĕркеленĕшĕн

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем