Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳкӗн 18-19-мӗшӗнче Чӑвашри пур муниципалитетра та депутатсен пухӑвӗ иртнӗ, халӑх суйланӑ ҫынсем сити-менеджерсене ҫирӗплетнӗ. Чылай район-хулара лару-тӑру улшӑнман — пуҫлӑха малтанхи ҫынсенех суйланӑ. Йышӑнакан должность ячӗ ҫеҫ вӗсен улшӑннӑ. Тепӗр енчен кирлех пулнӑ-ши вӑл, таҫти мериккан-европ енчен килнӗ термина усӑ курасси? Пушӑ ӗҫ туни кӑна мар-ши?
4 администрацин пуҫлӑхӗ вара улшӑннӑ: Сӗнтӗрвӑрри районне малашне Юрий Моисеев, Канаш хулине — Родион Мясников, Ҫӗмӗрле хулине Андрей Броницин, Шупашкар районне — Виктор Михайлов ертсе пырӗҫ.
Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхне вара суйлайман, тесе пӗлтерет Чӑваш наци радиовӗ. Чӑваш Ен президент администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ку районта ертӳҫӗне ҫирӗплетес ӗҫе халӗ пӗтӗмпех ҫенӗрен тума тивӗ — уйӑх ытла иртме пултарӗ. Конкурс пуҫармалла, комисси йӗркелемелле, районти депутатсен пухӑвӗнче кандидата ҫирӗплетмелле.
Асилтеретпӗр, хальхи влаҫ ҫӗнӗлле йӗрккеленет — малашне муниципалитет пуҫӗнче ун ертӳҫипе администраци пуҫлӑхӗ тӑрӗҫ. Районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсем депутатсен пухӑвӗн председателӗсем пулӗҫ. Администраци пуҫлӑхне вара маларах суйланӑ комисси пайташӗсем суйлаҫҫӗ, вӗсем сӗннӗ кандидата вара депутатсен пухӑвӗ ҫирӗплетмелле. Улшӑнусене 2003 ҫулхи кӗркуннех кӗртнӗ, халӗ вара вӗсене пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Экспертсен шучӗпе ку пулӑм влаҫӑн вертикальне ҫирӗплетме май парать имӗш.
