Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Академиксем информациллӗ пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.03.2011 12:14 | 2723 хут пӑхнӑ
Пухура. В. Милютин сӑнӗ
Пухура. В. Милютин сӑнӗ

Ӗнер, пушӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче академиксем пухӑнчӗҫ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту хушшинче академие ҫӗнетни, унӑн ҫӗнӗ уставӗпе паллашни тата пайташсене ҫӗнӗлле регистрацилесси пулчӗ. Академи ячӗ те ҫӗнелнӗ — халӗ вӑл Чӑваш халӑх ӑсхакӑлӗпе ӳнер академийӗ ятлӑ.

Академиксен пуш уйӑхӗн ирформациллӗ пухӑвӗнче ытти чылай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, тунӑ ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Академипе патшалӑх хушшинчи юлашки вӑхӑтри хутшӑнусем пирки каласа пачӗҫ, обществӑлла пӗрлешӳн ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Уйрӑмах академи ӗҫӗсен шайне ӳстересси пирки тӗплӗ калаҫрӗҫ. Редакци уйрӑмӗ йӗркелесе ун пуҫлӑхне Эдиссон Патмара лартрӗҫ. Хӑш-пӗр кӗнекесен (уйрӑмах Иван Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекене сӳтсе яврӗҫ) шайӗ пӗчӗк пулни хӑш-пӗрисене чӑн та пӑшӑрхантарать. Ӳстерес тӗлӗшпе малашне кӗнеке тухиччен рецензи ҫырмалли пирки калаҫса татӑлчӗҫ. Рецензи ҫыракансем кӗнекешӗн авторпа пӗр тан яваплӑ пуласси пирки пӗлтерчӗҫ.

Чӗмпӗртен килнӗ Фёдор Искандеров («Азбука чувашских орнаментов и эмблем» альбом авторӗ) хӑйӗн манифесчӗпе паллаштарчӗ. Итлекенсем вӑл текста улшӑнусем кӗртсе ҫемҫетме тата халӑх патне ҫитерме сӗнчӗҫ.

Пухура 10 ҫӗнӗ пайташа илчӗҫ. Академи пайташӗсен кӑмӑл-сипечӗпе сумлӑхне хӑпартас тӗлӗшпе 11 ҫынна ваттисен канашне суйларӗҫ — Виталий Станьяла, Денис Гордеева, Эдиссон Патмара, Станислав Отрыванова (аттестаци комисси пуҫлӑхӗ) тата ыттисене.

Вӗҫленес умӗн «Атӑлпа Урал таврашӗнчи ҫутҫанталӑка тӗпчеҫ ыйтусем» ятпа дискусси иртрӗ. Итлекенсем нумаях пулмарӗҫ пулин те пирӗн тӑрӑхра виноград е груша епле ӳстересси вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ.

Тепӗр пуху чӳкӗн 26-мӗшӗнче иртмелле.

 

Сӑнсем (23 сӑн, В. Милютин тунисем)

#вулавӑшсем, #Чӑваш халӑх академийӗ, #пухусем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ

 

Комментари:

2011.03.20 22:09
Аçтахар Плотников
В. Милютин панă сăнсене вырнаçтартăм. Хам, шел те, ку пухăва пыраймарăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем