Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври демографи политикине лайӑхлатассипе татӑклӑ утӑмсем тӑвасси ҫинчен ҫак кунсенче МИХсем тупӑшса тенӗ пек пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова Пӑлапа Юхма тӑрӑхӗнче реформӑна ырласа йышӑннине пӗлтернӗ.
«Ҫакӑншӑн районта пурӑнакан кашни ҫемье, ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен кашни мӑшӑр хӗпӗртерӗ, савӑнчӗ тесе шутлатӑп. Пӗрремӗш ачашӑнах ҫулталӑк ҫурӑна ҫитиччен тӳлекен укҫа хальхи вӑхӑтра кашни ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ. Амӑшӗн капиталне 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗчченех тӑсма палӑртни те Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, ҫемье тӗрекне ӳстерме пулӑшӗ. Шанас килет, ҫывӑх вӑхӑтра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ тата ытларах ӳсӗ. Сӑмах май каласан, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн районта 315 пепке ҫуралнӑ. Вӗсенчен пӗрремӗш ачана алла илекенсем 85, иккӗмӗшӗне ҫуратакансем 98, виҫҫӗмӗшне хапӑл тунисем 91 мӑшӑр. Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш, улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш пепкесем ҫемьене пуянлатни те савӑнтарать. Ҫӗнӗ ҫулта ҫак кӑтартусем тата ытларах ӳсессе ӗмӗтленетпӗр», — тенӗ вӑл.
Кино фончӗ 500 пин ҫын таран пурӑнакан ялсемпе хуласенчи кинотеатрсене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ку конкурс кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 1-мӗшӗччен иртнӗ.
Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ Чутай районӗн культура ҫурчӗ те каялла тавӑрса памалла мар субсидие илме тивӗҫ учрежденисен йышне лекнӗ. Унчченхи ҫулсенчи пекех, халӗ те ял-салари культура учрежденийӗсене 5 миллион тенкӗ таран парса пулӑшаҫҫӗ. Анчах ҫав кинозалсенче кайран хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене 50 процент таран кӑтартмалла.
Палӑртса хӑварар, 2015 тата 2016 ҫулсенче Кино фончӗ ял-салари тата пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсене цифра оборудованийӗпе тивӗҫтерме, залсене ҫӗнетме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енри 12 учреждени пӗтӗмпе 60 миллион тенкелӗх субсиди илнӗ, унпа усӑ курнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ укҫа-тенкӗ пухма «Ниме-купонсем» кӑларчӗ. Вӗсем 100, 200, 300 тата 500 тенкӗлӗх.
Ниме-купонсене туянма питӗ ҫӑмӑл: «Спонсорлӑ пулӑшу» текен вырӑнта «+100», «+200», «+300», «+500» каҫӑ ҫине пусмалла та сире тӳрех тӳлев форми ҫине ярӗҫ. Тӳлеме вара темле май ту пур: электронлӑ енчӗксенчен те, карточкӑсенчен те, телефонсенчен те. Ята пӗлтерсен сирӗн хушамат спонсорсен списокӗнче пулӗ.
Пӗтӗм пухӑннӑ укҫана эпир сайта тӗрлӗ енчен аталантарма ярӑпӑр — конкурссем ирттерме, проектсене тӗкӗ пама.
Сӑмах май, сайта тытса тӑма хальхи вӑхӑтра эпир уйӑхсерен 20 пин тенкӗ ытла тӑкаклатпӑр.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Ананьевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вырӑнти влаҫ нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт икӗ хутлӑ, унта пилӗк пӳлӗм. Ӑна тума 2 миллион та 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫурта 3 уйӑхра хӑпартнӑ. Унччен Ананьевсем 46 тӑваткал метрлӑ пӳртре хӗсӗнкелесе пурӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫурт вара пысӑк – 94 тӑваткал метр.
Ҫемье ҫӗнӗ ҫуртшӑн питӗ савӑннӑ. Вӗсем йӑлана тӗпе хурса пӳрте малтан кушака кӗртнӗ. Хӑйсем унта ҫак кунсенче пурӑнма куҫасшӑн. Ананьевсен хуралтӑ таврашӗ ҫӗклесси, пахчана йӗркене кӗртесси ҫеҫ юлнӑ.
Сӑмах май, Йӗпреҫ районӗнче нумай ачаллӑ 13 ҫемье черетре тӑрать.
«Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑсем ҫырма укҫа малалла пухаҫҫӗ. Халӗ 30 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗне яхӑн кирлӗ.
«Чӗлхене вӗренмелли уроксенче юрӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа май килнӗ таран ӑна ӗҫе кӗртмелле. Вӗренӳ министерстви укҫа ҫук тесе пулӑшмарӗ. Анчах эпир ӗҫе тӑсатпӑр, юрӑсене халех хатӗрлетпӗр. Аудифайлсем валли те укҫа кирлӗ. 100 тенкӗрен ытларах уйӑрнӑ кирек епле пулӑшу та пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ку ӗҫпе тӑрӑшакансем. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кала-ха» страницӑна ҫыру ҫырма пулать е 68-50-51 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хальлӗхе ҫак ҫынсем пулӑшнӑ: Алексей Осипов (Шупашкар), Александр Ковалев (Мускав), ятне кӑтартман ҫын (Шупашкар), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Евгений Никитин (Етӗрне), Ольга Николаева (Ульпи, Париж), Анатолий Миронов (Швеци), Марина Андреева (Шупашкар), Николай Иванов (хӑй ӑҫтанне кӑтартман).
Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать.
1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ.
Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ.
Раҫҫейре виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Ене ҫемьери виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн федераци укҫи илсе тӑма пуҫлӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи «Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла вара ҫемьере 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн регионсене федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрмалли никӗс шутланакан критерисене улӑштарнӑ. Финанса тивӗҫекен регион шутне малашне ача ҫуратаслӑхӑн суммарлӑ коэффициенчӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкреххи мар, ҫуратаслӑх коэффициенчӗ иккӗрен иртменни кӗрет.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен112 тытӑм Чӑваш Енре те туллин ӗҫлесе кайнӑ. Ҫапах та ҫакна палӑртмалла: пушар сӳнтерекенсен, йӗрке хуралҫисен, васкавлӑ пулӑшӑвӑн, газ службин кӗске номерӗсем те (01, 02, 02, 04 — стационарти телефонсенчен, 101, 102, 103, 104 — карас телефонӗсенчен) малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
112 тытӑм Шупашкарти Калинин урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Пӗлменнисене пӗлтерер: 112 тытӑм Раҫҫейри васкавлӑ службӑсемпе ҫыхӑнтарать. Инкек, пушар, обществӑри йӗркелӗхе пӑссан ҫав номерпе хыпарлама пулать. Унтисем тивӗҫлӗ службӑсене хыпарлӗҫ.
СИМ-карттӑ лартнӑ телефонпа шӑнкӑравласан тытӑм ҫын ӑҫтине те палӑртать. СИМ-карттӑ пулмасан та инкек пирки хыпарлама май пур. Диспетчер инкек пирки тӗплӗн ыйтнишӗн кӳренме ыйтмаҫҫӗ, ку вӑл лару-тӑрӑва хаклама кирлӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем федераци трасси ҫинче ытти водительсемпе пассажирсене тата ҫуран ҫӳрекенсене ӳсӗр хӗрарӑмран ҫӑлнишӗн тав тӑваҫҫӗ.
Патшалӑхӑн автоинспекцийӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра ҫулпа енчен енне сулланса пынӑ машина видеокадра вырнаҫтарнӑ. Урапа ҫулӑн ик енне те туха-туха каять. Хыҫалтан пыракан машинӑри видеокамерӑра сӑнланнӑ хӑрушӑ ӳкерчӗке автомобильти хӗрарӑм: «Мӗн тӑваҫҫӗ унта?! Машинӑра ҫапӑҫаҫҫӗ-им?» — тесе тӗлӗнсе сӑнани илтӗнет.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем руль умӗнчи ӳсӗрсем пирки 62-00-22 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
«Федераци трасси ҫинчи ҫак ӳсӗр хӗрарӑмран чӑннипех ҫӑлнисене пысӑк тав!» — тенӗ халӑх тетелӗнче республикӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |