Регион управленийӗн центрӗ Канашри пысӑк кӳлленчӗке пӗтернине пӗлтернӗ. Асӑннӑ органа пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркеленӗччӗ. Вӑл кӑлтӑксем пирки ҫынсем тӗнче тетелӗнче хыпарланине сӑнаса тӑрать, яваплӑ органсене евитлет.
Маларах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенчен пӗринче Канашри пӗр хастар Пушкин урамӗнчи 46-мӗш ҫурт тӗлӗнче шыв кӳлленчӗкӗ тӑнине хыпарланӑ. Ҫав вырӑна шапасем килӗштернӗ, унта васкаса иленнӗ.
Регион управленийӗн центрӗ кӳлленчӗк пирки Канаш хула администрацине систернӗ, ыйтӑва татса памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Унтисем вӑрах кӗттермен — кӑлтӑка пӗтернӗ.
Регион управленийӗн центрӗ Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Канашри шапасен урӑх вырӑн шырама тивӗ.
Чӑваш Ен каллех кая юлса пыракан регион пек 1 миллиард тенкӗ пулӑшу илӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр пирӗн республикӑна ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрса панӑччӗ. Ӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма янӑ.
Кӑҫал та республикӑна 1 миллиард тенкӗ килӗ. 650 миллион тенки усламҫӑсене ҫӑмӑллӑхпа тивӗҫтерме, 200 миллион тенки ҫурт-йӗр строительствин инженери инфратытӑмне проект тата строительство тума кайӗ. 150 миллион тенки ипотека кредичӗсене субсидилеме юлӗ.
Палӑртмалла: 2019 ҫулта Раҫҫей правительстви экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ 10 региона палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – Чӑваш Ен те.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул хӗрринче выртакан ҫынна пулӑшнӑ. «Пулӑшу кирлӗ ҫынсенчен пӑрӑнса ан иртӗр», — чӗнсе калаҫҫӗ вӗсем.
Патрульпе ҫула тухнӑ инспекторсем ҫул хӗрринчи тротуар ҫинче ҫын выртнине асӑрханӑ. Пакунли машинӑна чарнӑ та ҫуран ҫӳрекен патне пынӑ, мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утайманни палӑрнӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫулпа иртсе пыракан тепӗр машина та чарӑннӑ. Унӑн водителӗ васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ.
Инкеке лекнӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.
100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.
Васкавлӑ пулӑшу паракан службӑн тухтӑрӗсене смс-ҫыру ярса чӗнсе илме пулать. Анчах ку пулӑшупа врача телефонпа чӗнсе илейменнисем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ. Сӑмах хӑлха илтменнисемпе чӗлхесӗррисем пирки пырать.
Смс-ҫырура чирлӗ ҫыннӑн тулли адресне, хушаматне, тухтӑра мӗн сӑлтавпа чӗннине пӗлтермелле. Чир паллисене те кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Ун пек тусан оперативлӑ пай ӗҫченне ҫӑмӑл пулӗ, мӗншӗн тесен хӑш бригадӑна чӗнсе илесси унран килет-ҫке.
Смс-ҫыру ямалли номере пур ҫынна каламаҫҫӗ. Ӑна социллӑ учрежденисем е ҫавӑн пек службӑсем хӑйсем пӑхса тӑракансене пӗлтереҫҫӗ.
Хӑлха илтменнисемпе чӗлхесӗррисем валли васкавлӑ пулӑшӑва унчченхилле йӗркепе те (васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн телефонӗпе шӑнкӑравласа) чӗнме май пур.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин счечӗ ҫине 435 пин те 548 тенкӗ укҫа куҫса килнӗ. Вӑл — ҫӗнӗ кӑшӑлвирусӗллӗ пациентсемпе ӗҫлекенсен тухтӑрсене тӳлеме икӗ депутат хӑйсен кӗсйинчен уйӑрнӑ укҫа.
«Кӗмӗле» Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Игорь Моляков уйӑрнӑ. Вӗсем хӑйсен шалӑвӗн пӗр пайне Чӑваш Енре COVID-19 амакпа кӗрешме пулӑшас тӗллевпе парас тенине федераци шайӗнчи тӗрлӗ МИХ тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче унчченех хыпарланӑччӗ. Халӗ депутатсен укҫи пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енре «Пӗрле» ыркӑмӑллӑх фончӗ те йӗркеленӗ. Ҫавӑн тӗллевӗ — кӑшӑлвирус саманинче ыр кӑмӑлтан пулӑшакансене пӗр ҫӗре пухасси, пулӑшу кирлисене йывӑр саманара тӗрлӗ енлӗн пулӑшасси.
Кӑшӑлвирус алхаснӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех килте ларма тивнӗрен хастарсем пуҫарӑвӗпе Виталий Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫпе пулӑшма тӗв лартрӑмӑр. Пурӗ 11 707 тенкӗ пухӑнчӗ.
Апат-ҫимӗҫе вӗсем патне паян ҫитерсе пама пуҫласшӑн. Ку ӗҫ мӗнле пыни пирки онлайн хыпарласа тӑрӑпӑр.
ru.chuvash.org/news/5095.html — Тимӗр Акташ вырӑсла хыпар ҫырса пачӗ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче тата темиҫе ҫын куҫарса пачӗ. Ҫапла май пӗтӗмӗшле сумма 14 207 тенке ҫитрӗ (эрнекунччен ҫеҫ йышӑнатпӑр тесе пулин те ҫавах куҫарусем килеҫҫӗ-ха..).
Чи малтанах Николай Иванович Егоров патне ҫитнӗ. Пирӗн паллӑ тюрколог хальхи вӑхӑтра чирлекелет. Ҫавна май эпир ӑна сывлӑх сунатпӑр.
Атнер Петровичпа Николай Иванович патне нимеҫӗсем паян ҫеҫ ҫитме пултарчӗҫ. Ытти кунсенче май пулмарӗ. Сӑнӳкерчӗкре вара паян ҫитернӗ апат-ҫимӗҫе куратӑр.
Ыран ҫак акципе Атнер Петрович Хусанкайпа Николай Иванович Егоров патне кайса килме палӑртаҫҫӗ.
Апат-ҫимӗҫе ҫитернӗ хыҫҫӑн эпир сире пӗлтерӗпӗр.
Сӑмах май, медицина маскипе те тивӗҫтерес шухӑш пурччӗ, анчах шел те аптекӑсенче ку япалана тупма питӗ хӗн. Ахаль перчаткӑсем те ҫук.
Юрать-ха Елчӗксен чӑнкӑ ачи Николай пулӑшрӗ, Кушкӑ ялӗнчен. Владимир Агеев патне ҫитме вӑхӑт чылай иртни шӑп ҫавӑнпа ҫыхӑнчӗ — маскӑсем илсе килсе парасса кӗтме тиврӗ.
Виталий Станьялпа Праски Витти патне апат-ҫимӗҫ илсе ҫитернӗ вӑхӑтӗнчи тепӗр самант.
Вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫуртрах пурӑнаҫҫӗ. Эпир ҫитнӗ вӑхӑтра Виталий Петрович уҫӑлма тухнӑччӗ — ҫурт картишӗнче хаҫат вуласа ларатчӗ. Кайран вара унтах Праски Виттине тухма чӗнтӗмӗр.
Кӑшӑлвируса пула, паллах, ҫурт картишне тирпей-илем кӗртме ӗлкереймен — ҫавна май тавралӑх ытла та ҫуп-ҫаплӑччӗ.
Телефонри «Яндекс.Клавиатура» самаях чӑрмав кӳчӗ — хӑш-пӗр сӑмахсене хӑй ӑнланнӑ пек ҫырнӑ..
Пирӗн пакетсем тата та юлчӗҫ. Вӗсене Тимӗр малалла валеҫӗ. Эпӗ вара киле таврӑнатӑп.
Чӑваш журналистикин ветеранне — Тимӗр Акташа — апат-ҫимӗҫпе пулӑшас терӗмӗр.
Малалла кайрӑмӑр. Лавккана кӗтӗмӗр.
Праски Виттине кӗтетпӗр.
Ҫиччас Праски Витти тухӗ.
Станьял шӑп та лӑп уҫӑлма тухнӑ.
Ҫавра сӗтел вӗҫленчӗ. Халь ӗнтӗ ку ӗҫе пурнӑҫлӑпӑр.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе видеоканашлу майӗпе «Язык как средство и фактор сохранения национальной культуры» ҫавра сӗтел иртӗ. Манӑн унта хутшӑнма тивӗ.
Станьяла тата ыттисене апат-ҫимӗҫе ҫав ҫавра-сӗтел хыҫҫӑн илсе ҫитерме палӑртатпӑр.
//нимеҫӗсем ытлашшиех тупӑнмаҫҫӗ те хамӑнах ҫак ӗҫе хутшӑнмалла тесе шутлатӑп.
Чӑваш халӑх сайчӗн ертӳҫине Аҫтахар Плотникова,
Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпуҫлӑхне Тимӗр Тяпкина
Чӑваш сайтӗнче ватӑ ҫынсене Чӑваш халӑх хуралӗ ячӗпе апат-ҫимӗҫ парса пулӑшасси ҫинчен хыпар вуласан, пӗрре савӑнтӑм, тепре хытӑ пӑшӑрханса илтӗм.
Мӗншӗн пӑшӑрхантӑм? Мӗншӗн тесен эпӗ хама, сывлӑхпа хуҫӑлтӑм пулсан та, кӑшӑлвируса пула пулӑшу памалли ҫын теместӗп. Выҫӑ лармастӑп, Пенси вӑхӑтра илетӗп. Кил-йышра мана сывӑ чухнехинчен те тимлӗрех — пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Ача чухне хирти ҫӗрӗк ҫӗрулми крахмалӗпе, серте-вӗлтренпе, ҫӑка ҫулҫи-турачӗпе ӳсрӗм, ҫапах кӗлмӗҫе каймарӑм. Халӗ вара ҫук ҫын вырӑнӗнче пулас-и?
Мана вӑй-хал сунса пӗр ҫаврӑм хура ҫӑкӑр, пӗр-ик панулми, тепӗр хӑмпӑ тӑварлӑ шыв килсе панине пысӑк хисеп вырӑнне йышӑнӑп.
Халӑх ӗҫӗшӗн пуҫ хума хӑрамасӑр тӑрӑшакан хӑюллӑ ҫынсене тата вӗсем тӑвакан пулӑмсене (сӑмахран, Аҫтахар, эсӗ тытса пыракан сайта) тӗкӗ парса тӑрсан вырӑнлӑрах пулӗ тесе шутлатӑп.
Мӗншӗн савӑнтӑм?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |