Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗмӗрле шӑпӑрланӗсем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 08.05.2018 09:55 | 1240 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗмӗрле хулинче вырӑнти шкулсенчен пӗринче тӑваттӑмӗш класра вӗренекен шӑпӑрлансем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Ҫак маттурсем — хулари 6-мӗш шкулти 4-мӗш «в» класра пӗлӳ пухакансем.

Ҫӗмӗрле хулинчи Халӑха туллин пулӑшу кӳрекен центрӑн «Восточный» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) участокӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ волонтерсен центрӗ ӗҫлет иккен. Ҫав йыша хулари 6-мӗш шкулта вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Центрта ӗнентернӗ тӑрӑх, волонтерсем ҫулталӑкӗпех хастар ӗҫлеҫҫӗ, аслӑ ҫулхисене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.

4-мӗш «в» класра вӗренекенсем Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарнӑ май А.В. Васина социаллӑ ӗҫченпе Николай Чугунов вӑрҫӑ ветеранӗ патне кайнӑ. Вӗсем ватӑн килӗ умӗнчи кивӗ ҫулҫа шӑлса пуҫтарнӑ, вак-тӗвек хӑрӑк-турата тата ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.

Ӗҫ вӗҫленсен Николай Федорович вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илнӗ. Ачасем ӑна хӑйсен аллипе ӑсталанӑ Георгий лентине парнеленӗ.

#уявсем, #ваттисем, #ачасем, #шкулсем, #Ҫӗмӗрле, #пулӑшу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

владимир // 3957.56.0551
2018.05.09 00:08
Ачасене, вĕсен "статусне" аяла антарса, тĕрлĕ калаçура "шăпăрлансем" тени йĕкĕлтенĕ пек килсе тухать. Аслисем чылай ăслăрах тесе хăйсене. Çакăн пек "çил вĕртерсе" калаçни темле "урам калаçăвĕ" пекех вĕт. Кун пек сăмахшăн пыра-киле сутра "за моральный вред" та лайăх кăна "çыпăçтаракансем" те "вăранма" пултараççĕ... Ман шухăшпа("шутпа" мар), ку тĕрĕс те пек. Ыттисем мĕн тейĕç-ши? Хурав илесчĕ. Хуравсăр, кунта "бисер салатни" - чĕлхесĕр вăрманпа калаçни пек çеç. Сĕре те "апитнă" пулса пырать-ха...Вырăссен: "В устах младенца - истина" тенине аса илсен лайăх пулĕччĕ пире. Çакнашкал халăх сăмахĕ чăвашли те пуртăр-ха. Астăваймарăм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем