Google.Translate сервиса чӑваш чӗлхине кӗртес тӗлӗшпе пулӑшу эпир сирӗнтен унччен те ыйтнӑччӗ. Шел те, хыпарне вырнаҫтарнӑ чухне кӑна пулӑшакансем хастаррӑн хутшӑнчӗҫ, каярах вара ҫак ӗҫ пирки пачах та манчӗҫ. Ҫавна май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ сире ку ӗҫе тепӗр хут хутшӑнма йыхравлать!
Пулӑшма кӑмӑл пур пулсан ҫак ӗҫ пӗрре те йывӑр мар. Ҫакна унччен хутшӑннисем те ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Пулӑшас текенсен мӗнле утӑмсем тумаллине ятарлӑ статьяра ҫырса кӑтартрӑмӑр. Кӗскен каласан, сирӗн Google.Translate сайта уҫмалла та, «Предложить перевод» пускӑч ҫине пусса ятарлӑ пая кӗмелле. Кунта чӑваш чӗлхине суйламалла та («английский–>чувашский» мӑшӑра) е куҫарусем сӗнмелле, е ыттисем куҫарнине тӗрӗслемелле. Пулчӗ те.
Ку пулӑшӑва акӑлчанла пӗлмесен те ним йывӑрлӑхсӑр тума пулать. Google е Яндекс пулӑшнипе ним мар акӑлчанларан вырӑсла (Яндексӗ вара тӳрех чӑвашла та куҫарма пултарать!) куҫарма пулать. Вырӑслине чӑвашла куҫарма вара йывӑр мар. Кӑмӑл кӑна пултӑр!
Сӑмах май, чӑвашсем «ҫывӑрнӑ» хушӑра пушкӑртсем те, яккутсем те пирӗнтен иртнӗ. Чеченсем пирки каласси те ҫук.
Шупашкарта пурӑнакансем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсенчен хӑраса кӑҫал пӗрре кӑна мар шӑнкӑравланӑ. Нумаях пулмасть хулари Гастелло урамӗнчи тата Эгер бульварӗнчи ҫуртсене асӑннӑ хурт-хӑмӑр иленнӗ. Вӗсем хваттерсен чӳречи патне йӑва ҫавӑрнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе йӑвасене пуҫтарса кайнӑ та вӑрмана илсе кайса янӑ.
Сӑпсасемпе вӗлле хурчӗсем ӑшӑ вырӑнсене юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫурт-йӗр патӗнче йӑва ҫавӑраҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ специалистсем.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӳрнери ҫӗрре хывайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Тӑвӑр ҫӗрре вӑл те хитрине кура ытарайманнипе тӑхӑннӑ ӗнтӗ — кӑштахран унӑн пӳрни шыҫса ларнӑ. Ҫӗрре хывас тенӗ — май килмен. Аптӑраса ҫитнӗ хӗрарӑм Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн инкекӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ аппарат пулӑшнипе ҫӗрре хывнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тем пекех тав тунӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем таксипе тӳлевсӗр ҫӳрееҫҫӗ. Социаллӑ таксипе усӑ курас тесен Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне 51-27-80 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Вӑл номер ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет. Специалистсем заявкӑна йышӑнӗҫ те кирлӗ ҫӗре машина ярса парӗҫ.
Центр директорӗ Ренада Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ таксипе ҫулсерен 50-а яхӑн ветеран усӑ курать.
Машинӑна ветерансем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран, пульницӑна кайма, чӗнсе илееҫҫӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗпе пӗрле ҫула тӑванӗ е социаллӑ ӗҫчен тухма пултарать.
Чӑваш Енре 7 тата ытларах ҫул ҫитмен ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене анлӑлатасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Кунашкат ҫемьесене хваттер илме е ҫурт ҫӗклеме субсиди пама тытӑнасшӑн. Анчах ҫемьен ҫурт-йӗр илмелли черетре тӑмалла.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал пулӑшупа республикӑри 85 ҫемье усӑ курма пултарӗ.
Ятарлӑ операци пуҫланнӑ хыҫҫӑн акӑ тепӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Ӑна мӗнле пӗтӗмлетме пулать, малашлӑхра мӗнлерех улшӑнусем?
Пӗрремӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эсир самай пулӑшрӑр. 9 573 тенкӗлӗх пулӑшу кӳтӗр. Малтанхи уйӑхрисемпе хушсан пурӗ 55 373 тенкӗ пулать. Ҫак укҫаран паянхи куна 47 400 тенкӗ тӑкакланӑ. Иртнӗ уйӑхра 5 пин вырӑсла-чӑвашла словарьшӗн тӳлерӗмӗр, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн, 7 пин — Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххисен кӗнекин 3-мӗш томӗшӗн. Пурӗ 17 100 пулса тухать.
Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир планланинчен те нумайрах ӗҫ турӑмӑр. Ашмарин словарӗн 3-мӗш томне те туллин турӑмӑр (2/3 пайне ҫеҫ мар), тата унсӑр пуҫне Петр Осиповӑн «Элкей таврашӗнче» романа та йӗркелесе ҫитертӗмӗр (корпуса кӗртеймен те ҫавӑнпа укҫине тӳлемен-ха). Халь вара малалли пайӗпе ӗҫлес шутлӑ. Унсӑр пуҫне Александр Гринӑн 5-мӗш томӗпе те ӗҫ пӗтнипе танах (ҫур кӗнекене кӗртнӗ ҫеҫ мар, мӑшӑрласа та пӗтернӗ!) — кӑшт кӑна юлнӑ. Унта ӗҫлекене 5100 куҫарса памалла пулӗ. Ҫавӑн пекех эпир Юлия Силэмӑн «Юр ҫинчи кӑвайт» повеҫне юсаса корпуса кӗртрӗмӗр.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ йӗркеленӗ «Электронлӑ сӑмахсар» сайтра Николай Ашмарин хатӗрленӗ словарӗ тинех тулса ҫитрӗ. Халӗ кунта пӗтӗм 17 томпа паллашма пулать.
Ашмаринӑн сӑмах пуххине электронлӑ вариантра тупма йывӑр мар. PDF форматпа ӑна тӗрлӗ сайтсенчен уҫласа илме май пур. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программа та пуррине пӗлетпӗр — вӑл ҫак словарь тӑрӑх шырама пӗлет. Шел те, ӑна хатӗрлекенӗсем унта тӗслӗхсене кӗртмен. «Электронлӑ сӑмахсара» кӗртни вара ҫак сӑмах пуххинче тулли шырав тума май парать. Ҫав шутра, тӗслӗхсенче те!
Ашмаринӑн сӑмах пуххине туллин электронлӑ варианта куҫарас ӗҫе эпир 2018 ҫулта пуҫӑнтӑмӑр. Ӗҫлекенсем: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников тата ыттисем. Ку ӗҫе эпир паллӑ ӑсчахӑн юбилейӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Йӑлт туса ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, 3-мӗш том кӑна юлнӑччӗ (пӗри хӑйӗн ҫине илнӗ ӗҫе вӗҫлеменнине пула). 3-мӗш томран та 1/3 пайне тунӑччӗ ӗнтӗ (тепӗр ҫын). Кайран пирӗн урӑх ӗҫ тупӑнчӗ: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫак хушӑра 3-мӗш томӑн тунӑ 1/3 пайӗ те таҫта ҫухалнӑ... Шыраса вӑхӑт ирттерес мар тесе хальхинче пӗтӗмӗшле тӑвас терӗмӗр. Тавах Алина Ивановӑна, вӑл ҫак ӗҫе хӑвӑрт туса пачӗ!
«Чӑваш халӑх сайчӗн» малашлӑхӗ пирки малалла пӗлтеретпӗр. Пуш уйӑхӗ йывӑр пулчӗ тенӗччӗ те, ака уйӑхӗнче лару-тӑру тата та йывӑрланчӗ. Тӗплӗрех аяларах ҫырса кӑтартатӑп.
Пӗрремӗшӗ. Эсир пулӑшни сая кайман. Мӗн куҫарса пани йӑлт ӗҫ валли кайрӗ. Акӑ нумай пулмасть кӑна, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 1971 ҫулта тухнӑ И.А. Андреевпа Н.П. Петров редакциленӗ Вырӑсла-чӑвашла словарьне туллин кӗртсе пӗтертӗмӗр. Пурӗ 41 479 статья (сӑмах) пулчӗ. Халӗ ҫак сӑмахсарпа пурте туллин усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку пӗтӗмпех йӑлт эсир пулӑшнӑ укҫа-тенкӗпе пулчӗ. Унсӑр пуҫне 5 томпа тухнӑ Александр Грин хайлавӗсен пуххин 3-мӗш томне юсаса пӗтертӗмӗр, 4-мӗш томпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр.
Иккӗмӗшӗ. Иртнӗ уйӑхра пурӗ 3100 тенкӗ пухӑнчӗ. Малтанхи уйӑхрипе шутласан пӗтӗмӗшле 45 800 тенкӗ пулать. 15 200 пуш уйӑхӗнче тӑкакларӑмӑр, 15 100 — ака уйӑхӗнче (10 000 словаре юсанӑшӑн, 5 100 — Александр Гринӑн 3-мӗш томӗшӗн). Тата 5 000 словарьшӗн тӳлеме выртать [куҫаракансем пуррине кура пурӗ 20 пин тӳлеме йышӑнтӑм] (шел те, паспорт улӑштарнине пула СБП урлӑ куҫараймастӑп; ҫак кунсенче банка кайса паспорт даннӑйӗсене ҫӗнетмелле).
Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ.
Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ.
Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ.
Чӑвш Енре йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсем валли тепӗр центр уҫӑлӗ. Сӑмах май, унашкалли Шупашкарта пур ӗнтӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм Канашри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта пепке кӗтекен хӗрарӑмсем, ачаллисем, упӑшкинчен хур куракансем килме пултараҫҫӗ. Центрта вӗсем валли хӑтлӑ та ӑшӑ вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмсемпе психологсем, тухтӑрсем ӗҫлӗҫ. Кирлӗ пулсан юристсем те пулӑшӗҫ.
Канашри уйрӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти кризис центрне ҫулсерен 1 пин хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пырать. Вӗсенчен 20-шне вырӑнпа тивӗҫтереҫҫӗ. Пулӑшу ыйтма аякри районсенчен те килеҫҫӗ. Пӗлтӗр унашкал центр Улатӑрта уҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |