Шупашкарти больницӑсене пӗрлештересшӗн. Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшенче хула администрацийӗн акт залӗнче ҫав ыйтупа халӑх итлевӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Хулари 1-мӗш клиника больниципе Иккӗмӗш хула больницине тата П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула больницине пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официалӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх итлевне хулара пурӑнакансем, общество организацийӗсен хастарӗсем, тухтӑрсем, депутатсемпе тӳре-шара таранах хутшӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, виҫӗ больницӑна пӗрлештернӗшӗн медперсонал йышӗ чакмӗ, ҫынсене тухтӑрсем унчченхиллех пулӑшӗҫ.
Республикӑри офтальмологи клиника пульницин тӗп тухтӑрне палӑртнӑ. Вӑл - Ирина Васильева. Унччен ку должноҫе Дмитрий Арсютов йышӑннӑ, вӑл халӗ «С.Н.Федоров ячӗллӗ куҫ микрохирургийӗнче» тӗп директорта ӗҫлет.
Ирина Вячеславовна унччен тӗп тухтӑрӑн медицина енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра «Сиплев ӗҫӗ» енӗпе вӗреннӗ. Офтальмологра 2000 ҫултанпа вӑй хурать.
Ирина Васильева – ЧР Сывлӑх сыхлавӗн штатра тӑман тӗп специалист офтальмологӗ, Раҫҫейри офтальмологсен общество пайташӗ.
Кӗҫех Шупашкарти 3 пульницӑна пӗрлештерӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ку улшӑну Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула пульницине, Иккӗмӗш хула пульницине пырса тивет. Вӗсем Хулан 1-мӗш клиника пульниципе пӗрлешӗҫ. Ведомство улшӑнӑвӑн лайӑх енӗсене палӑртнӑ. Пациентсем унччен хӑйсем патӗнче пулман специалистсенчен пулӑшу ыйтма пултарӗҫ.
Пульницӑсене пӗрлештересси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче халӑх итлевӗ пулӗ.
Николай Николаева тухтӑра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Николай Станиславович Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ертсе пырать, асӑннӑ учреждение уҫнӑранпах тӗп врач пулса тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Николай Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те.
Республикӑри икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Вӗсем халӗ Шупашкарти пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Икӗ ача та ҫӗлене пӑхас, тытса курас тенӗ. «Ҫӗлен куртӑм. Медянкӑччӗ. Ӑна тӳрех палларӑм. Сӑн ӳкерме шутларӑм. Алла ҫывӑхрах илсе пытӑм кӑна – вӑл мана сӑхрӗ», - каласа кӑтартнӑ арҫын ача.
Тепӗр ача вара биологи урокӗнче ҫӗленсем пирки вӗренсен тантӑшӗсемпе ӑна шкул картишӗнче тупнӑ, тытса пӑхма шутланӑ.
Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлесси паллӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви график хатӗрленӗ.
Акан 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче медпулӑшу 8-13 сехетсенче параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсем – ӗҫ кунӗсем. Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 8-13 сехетре медпулӑшу илме май пур. Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче те ҫак графикпех ӗҫлӗҫ.
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗнче хырӑм ай пырӗнче усал шыҫӑ пуррипе ҫуккине палӑртма ҫӗнӗ йышши меслетпе усӑ кураҫҫӗ.
Асӑннӑ меслет ультрасасӑпа эндоскоппа ҫыхӑннӑ. Ҫав мел эндосонографи (эндоУЗИ) ятлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ҫав меслетпе 13 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве организма пӗтӗмӗшле наркоз тунӑ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ иккен. Пӗр ҫынна тӗрӗслеме 1,5-2 сехет иртет.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ кану кунӗ пулнӑран пульницӑсем эрне варринче урӑх графикпе ӗҫлӗҫ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, пушӑн 7-мӗшӗнчн, пульницӑсенче кӗскетнӗ ӗҫ кунӗ пулӗ: 1 сехет маларах хупӑнӗҫ. Пушӑн 8-мӗшӗнче тухтӑрсем ӗҫлемӗҫ. 8-13 сехетсенче питӗ васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ. Анчах тухтӑра 12 сехетчен чӗнсе ӗлкӗрмелле. Вакцинаци пӳлӗмӗсем 8-12 сехетсенче ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.
Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ.
Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен.
Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.
Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |