Паян, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницинче мачча ҫине ҫыпӑҫтарнӑ плитка хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ҫакӑ ҫумӑра пула пулнӑ имӗш. Ҫынсем пульницӑра ҫакна видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Палӑртмалла: пульницӑн ҫак ҫӗнӗ корпусӗ икӗ ҫул каялла кӑна уҫӑлнӑ. «Юрать, никама та пуҫран лекмен. Кун пекки пӗрре кӑна мар пулнӑ. Пациентсене пӗр тухтӑр анчах йышӑнать. Ҫынсем кӑкӑр ачисемпе, 38,5 температурӑпа, 2-3 сехет кӗтсе лараҫҫӗ», — кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницинче чӗре чирӗпе йывӑр чирлекен ача ҫуралнӑ. Тухтӑрсем ӑна васкавлӑ операци кирлине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен тухтӑрӗсем Пензӑри чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн федераци центрӗпе ҫыхӑннӑ. Ачан сывлӑхне кӑшт йӗркене кӗртсен ӑна Пензӑна илсе кайма хатӗрленӗ. Пӗчӗкскере реанимобильпе илсе кайнӑ, реанматологсем пӗрлех пулнӑ. Вырӑна ҫитсен ачана унти кардиохирургсен аллине панӑ.
Ача 6 кунра чухне операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ача халӗ килтех, Чӑваш Енрех.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-19-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра пурӑнакан 20 ҫынна йытӑ ҫыртнӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — пӗр кунта — республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан 6 ҫынна йытӑ ҫыртнӑ, ҫав шутра 4 ача шар курнӑ.
Маларах асӑннӑ 20 тӗслӗхрен 8 тӗслӗхӗнче килти йытӑсем ҫыртнӑ. Вӗсене пула 7 ача тата 1 ҫын шар курнӑ. Кӳршӗсен йыттисем 3 ачапа 1 ҫынна ҫыртнӑ. Урам тӑрӑх хуҫасӑр чупса ҫӳрекен йытӑсем 3 ачапа 5 ҫынна тапӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи 8 ҫулти хӗрачана тухтӑрсем Республикӑн ача-пӑча больницине илсе килнӗ. Пӗчӗкскере килти йытӑ ҫыртнӑ. Хуҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл унччен килти ҫынсене ҫыртман.
Чӑваш Енре ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Юлашки кунсенче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин реанимаци уйрӑмне 8-ти тата 10 ҫулти ачасем лекнӗ.
Пӗри 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Ача пуҫне, ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Вӑл килте аппӑшӗпе ҫеҫ пулни паллӑ.
Тепри 2-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл та вӑйлах аманнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн 3 сехет ҫурӑ кӗрешнӗ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ачасен 90-95 проценчӗ реанимацие лекет. Кӑҫал 14 шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Телее, пурте чӗрех.
"Лиза Алерт" хастарӗсем пульницӑран тухса тарнӑ 2 ҫынна шыранӑ.
Утӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 79-ти пациент тухса тарнӑ. Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пульницӑран 56 ҫулти арҫын тухса кайни пирки пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна урамра пӗлӗшӗсемех асӑрханӑ та киле илсе кайнӑ. Вӑл тупӑнсан хастарсем Шупашкарти арҫынна ҫине тӑрсах шыранӑ. Ӑна таксист ӑнсӑртран асӑрханӑ та киле илсе ҫитернӗ.
Шупашкар районӗн тӗп пульницин поликлиники ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе пӗлтӗр раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ-ха, анчах УФАСа ҫӑхав ҫитнипе срока каярах куҫарма тивнӗ.
Поликлиника тӑррине, фасадне улӑштарнӑ, электросете, вентиляци тытӑмне ҫӗнетнӗ. Шалта та улшӑнусем пулнӑ: кашни уйрӑма урӑхла тӗспе илемлетнӗ. Сӗтел-пукана та йӑлтах улӑштарнӑ. Поликлиникӑна хӑтлӑх кӗртес тесе ытти ӗҫе те пурнӑҫланӑ.
Ку ӗҫсене «Стройремсервис» тулли мар яваплӑ общество 98 миллион тенкӗпе тунӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем 5 ҫулти Даниилӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Вӑл самокатпа ӳксе суранланнӑ.
Ача мороженӑй илме самокатпа кайнӑ та ӳкнӗ, пуҫӗпе ҫапӑннӑ. Килте унӑн темӗн ыратма пуҫланӑ. Анчах амӑшне мӗн ыратнине ӑнлантарайман.
Амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫав вӑхӑталла ача хӑсма пуҫланӑ. Пульницӑра снимок тусан медсестрасене ачана часрах шакла хырма хушнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайма пуҫланӑ иккен. Данила часрах операци тунӑ. Нейрохирургсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Шупашкарти тухтӑрсем 14 ҫулти хӗрачан самай пысӑкланнӑ шыҫҫине касса кӑларнӑ. Операци вӑхӑтӗнче Мускаври специалистсем те пулнӑ.
Шыҫӑ 6 ытла килограмм тайнӑ. Ҫамрӑк пациентка операцие аванах чӑтса ирттернӗ. Халӗ вӑл больницӑра вӑй пухать.
Сӑмах май, Мускаври ача-пӑча хирургӗсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Тӑватӑ кунра хирургсем опытпа ылмашӑнаҫҫӗ.
Мина хунӑ тесе ӗнер Чӑваш Енре пилӗк пульницӑна эвакуациленӗ. Кун пек ҫырусем электронлӑ почтӑна килнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Вырӑна тивӗҫлӗ службӑсем, кинологсемпе йытӑсем килнӗ. Пульницӑра ӗҫлекенсене, пациентсене эвакуациленӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн ку суя хыпар пулни палӑрнӑ. Ҫынсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Халӗ пульницӑсем ахаль режимпах ӗҫлеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть мина хунӑ тесе Правительство ҫуртне эвакуациленӗччӗ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 660 грамм таякан, 30 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Вӑл 24-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна хӑйех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирлени лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ.
Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, пӗчӗкскере 2 операци те тума тивнӗ. Ачана Президент пепкелӗх центрӗнчи тухтӑрсем пӑхнӑ, унӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр уйӑх ҫурӑ кӗрешнӗ. Кӑштахран ача хӑй сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ.
Ачан чӗрипе, куҫӗпе кӑлтӑксем пулнӑран ӑна икӗ операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн пепке пульницӑра тепӗр пӗр уйӑх ҫурӑ выртнӑ. Киле кӑларнӑ чухне вӑл 2200 грамм тайнӑ, 46 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |