Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропортра пӗр пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
Минеральные Воды хулинчен Шупашкара вӗҫсе килнӗ самолетра кардиологсен пулӑшӑвӗ кирлӗ 60 ҫулсенчи арҫын пулнӑ. Сывлӑх енчен хавшак пирки ун патне васкавлӑ пулӑшу машини илме пынӑ, мӗншӗн тесен ун пек пациент килессине тухтӑрсем малтанах пӗлнӗ-мӗн. Анчах аэропортри хуралҫӑсем реанимаци машинине территорие кӗртме килӗшмен.
Чирлӗ ҫын урама утса тухнӑ. Ӑна япӑх пулса кайнӑран пульницӑра тӳрех реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.