Ҫӗнӗ Республика пульницинче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта тума палӑртнӑ. Унӑн строительстви валли ҫитес ҫулти бюджетран укҫа уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пульницӑра 1400 койка пулмалла. Хальлӗхе проектированин техника заданине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетмен-ха.
Аса илтерер: малтанах пульницӑна «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта, унтан «Садовый» микрорайонта тума палӑртнӑ. Кайран Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнчи вӑрман вырӑнне тӑвасшӑн пулнӑ. Халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пульница «Солнечный» микрорайонта вырнаҫӗ.
Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ.
Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Анастасия Белова ҫынсене суя сертификатсемпе тивӗҫтернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑма Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2 уйӑхлӑха СИЗОна ӑсатнӑ.
Шур халатлӑскер кӑшӑлвирусран вакцинаци тунӑ пек сертификат илме 10 пациента пулӑшнӑ теҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ахальтен «ырӑ туман» вӑл. Укҫалла. Суя сертификат хакӗ 5 пин тенкӗ тӑнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Асӑннӑ тухтӑр Сӗнтӗрвӑррине «Земство тухтӑрӗ» программӑпа лекнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 2007 ҫулта вӗренсе тухнӑ, Пирогов ячӗллӗ медицина университетӗнче квалификацие ӳстернӗ. Анастасия Белова — анестезиолог-реаниматолог, невролог. Шупашкарта Пепкелӗх центрӗнче, Хулари иккӗмӗш больницӑра, 7-мӗш больницӑра ӗҫленӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм арҫын ачана тупнӑ. Ача ҫиелти тумсӑр пулнӑ.
Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ. Мессенджерсенче Винокуров урамӗнче ачана тупни пирки, унӑн сӑнне сарма тытӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ.
Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе кайнӑ. Арҫын ачана 14 ҫулти аппашӗн ача пахчине илсе каймалла пулнӑ. Пӗчӗкскер ашшӗ-амӑшӗ хыҫҫӑн урама тухса кайнӑ. Ҫакна аппӑшӗ сиссе юлман.
Президент перинаталь центрне ҫӗнӗ ҫын тӗп врач пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян коллектива республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ.
«Президент перинаталь центрне паянтан ҫӗнӗ ҫын, Евгений Юрьевич Дубнер, ертсе пыма пуҫлӗ. Медицина организацийӗ профессин Ҫӗнӗ шайне тухтӑр тесе ӗҫе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Тӗп тӗллев – паха медпулӑшу парасси», – тенӗ Владимир Степанов.
Евгений Юрьевич Мускаври патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Н.И. Пирогов ячӗллӗ 1-мӗш пульницӑра акушерствӑпа гинекологи енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Сывлӑх сыхлав сферинче Евгений Дубнер 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав шутран юлашки 5 ҫулӗнче – административлӑ должноҫсенче.
Кӑшӑлвирус сарӑлма пуҫласанах вӑл чир ачасене шар кӑтартмасть, амак ерсен те вӗсем чире ҫӑмӑллӑн ирттереҫҫӗ тесе калатчӗҫ. Халӗ, ав, кӑшӑлвиурсӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ штамӗсем сарӑлса пыраҫҫӗ, шӑпӑрлансем те ковидпа аптӑрама пуҫланӑ. Ҫӗнӗ штампа чирлекен ачасем реанимаци уйрӑмӗсене те лекеҫҫӗ.
Иртнӗ уйӑхра Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне 3 уйӑхри пепкене илсе пынӑ. Унӑн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ. Пӗчӗкскере тӳрех реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Пӗчӗк пациент пурнӑҫӗшӗн врачсем виҫӗ эрне кӗрешнӗ. Ачана пӗрмай кислородпа сывлаттарнӑ. Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министертствин штатра тӑман специалсичӗпе — анестезиолог-реаниматологӗпе Дмитрий Лукояновпа, Мускаври специалистсемпе телемедицина мелӗпе канашлама тивнӗ. Тӗрлӗ шайри тухтӑрсем ҫине тӑнипе ачана вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Халӗ ачан амӑшӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн, вӗсен тӑванӗсен те кӑшӑлвирусран прививка тутармаллах тесе шухӑшлать. Ачасене хальлӗхе ковидран прививка тумаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти художник, Анастасия Степанова, кӑшӑлвируса пула пульницӑри кӑшӑлвирус уйрӑмӗнчи реанимацинче пиллӗкмӗш кун ӗнтӗ выртнине Ирина Павлова журналист ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Вӑл хӑйӗн постӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, « Настя Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Пултаруллӑ, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ хӗр».
Ӗнерхи постра палӑртнӑ тӑрӑх, тухтӑрсем хӗре кардиодиспансера ЭКМО аппаратпа сывлаттарма куҫарасшӑн. Анчах ун пек аппарат Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре иккен те унта лекме йывӑр.
Паян Настьӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Кун пирки те Ирина Павлова пӗлтернӗ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницине васкавлӑ медпулӑшупа арҫынна илсе килнӗ. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хутаҫ тата ручка стерженьне ҫӑтса янӑ.
Тухтӑрсем рентген тунӑ та хырӑмлӑхра чӑнах та темле япаласем пуррине асӑрханӑ. Дежурнӑй хирург тата эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ пӗр тӑхтамасӑр операци ирттерме йышӑннӑ. Арҫынна вырӑнти наркоз туса операци тунӑ, хырӑмлӑхӗнчен хутаҫ тата стержень кӑларнӑ.
Операци хыҫҫӑн пациента кӑшт сӑнаса тӑнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхла вминистрӗ Владимир Степанов республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен паянхи планеркӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки темиҫе кунра пирӗн тӑрӑхри пульницӑсенче койка фончӗ енӗпе лару-тӑру ырӑ енне кӑштах улшӑнма пуҫлани сисӗнет. Кунта сӑмах кӑшӑвируспа чирлисем пирки пырать.
Пульницӑна вырттарассипе Улатӑрти район пульницинче, Шупашкарта вырнаҫнӑ вӑрҫӑ ветеранӗсен госпиталӗнче тата Хулари клиника центрӗнче лару-тӑру йывӑртарах. Министр ӗнентернӗ тӑрӑх, ытти учрежденире сипленсе тухакансем пульницӑна выртакансенчен йышлӑрах.
Эрнекун тӗлне илсен, ковид-госпитальсенче пушӑ койкӑсем 9,8 процент таран пулнӑ. Кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме мӗнпур койка фондӗнчен 35,7 процентне уйӑрнӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлине Чӑваш халӑх сайчӗ те вӗҫӗмех пӗлтерсе тӑрать. Паян республикӑн оперштабӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская кӑшӑлвируспа чирлисене ҫеҫ мар, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памаллине пӗлтернӗ.
Луговская каланӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тата Ӗҫ министерствин, ҫавӑн пекех Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пӗрле пулса тишкермелле.
«Больничнӑй панин хисепӗ чирленисен тата вӗсемпе хутшӑннисен йышӗнчен сахалтарах пирӗн», – тенӗ Луговская.
Роспотребнадзор хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирленисемпе ҫыхӑннӑ ҫынсене те больничнӑй памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |