Марина Карягина ертсе пыракан «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра (ӑна «Чӑваш Ен» ПТРК кӑтартать) Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи пултаруллӑ икӗ хӗрарӑм пулнӑ.
Марина Карягина халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, студие Вероника Долматова баянпа, Вероника Иванова купӑспа пырса кӗнӗ.
Икӗ Вероника (вӗсем — иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗпе аппӑшӗ) вырӑнти «Туслӑх» фольклор ушкӑнне ҫӳреҫҫӗ.
Вероника Ивановна профессилле купӑсҫӑ мар, анчах вӑл ҫак инструментпа ӑста калама пӗлет, ҫавна хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
Вероника Юрьевна виҫӗ ача амӑшӗ пулин те студие тухья тӑхӑнса пынӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, хитре чӑваш кӗпипе тухьяна аппӑшӗ, Вероника Ивановна, тӗрлесе панӑ, ҫавна кӑтартас тесе вӑл хӗр тумне тӑхӑннӑ.
Вероника Иванова вырӑнти фольклор ушкӑнне ертсе пырать, ушкӑнри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене те чӑваш тумне тӗрлесе парать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрӗ ӑсталӑхне ачасене вӗрентет.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ара Мишши (Михаил Краснов) ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.
«Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн кирек хӑш ӳсӗмри вулакансем валли те илемлӗ кӑларӑмсем пичетленсе тухрӗҫ. Хайлавӗсенче Михаил Николаевич паянхи куншӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хускатать: тӑван чӗлхене упраса хӑварасси, атте-аннене хисеплесси, асатте-кукаҫи ҫӗрне манса каймалла марри... Чӑваш литературинче хӑйӗн вырӑнне тата вулаканне тупрӗ теме пулать ун ҫинчен», — пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.
Ҫыравҫӑна Чӑваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Юрий Сементер, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Анатолий Кибеч, Юхма Мишши чӑваш халӑх ҫыравҫисем, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ Валентина Тарават, Николай Ларионов тата ыттисем саламланӑ.
Уявра Ара Мишшине Вӑрмар районӗн хисеплӗ гражданинӗ ята тата Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин хисеплӗ паллине парса чысланӑ.
Шупашкарта электробудкӑсенчен ӳнер хайлавӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ сӑн кӗртекенни — Юлия Прокопьева. Унӑн «Вӑййа тухнӑ хӗрсем» стрит-арчӗ ҫинчен эпир унччен каласа кӑтартнӑччӗ.
Хулари тӗрлӗ вырӑнта этно-муралсем хатӗрлеме Юлия ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ҫав ӗҫе хӗр республика гранчӗн шучӗпе пурнӑҫлать. Унӑн «Чебоксары: добавь цвета!» (чӑв. Шупашкар: тӗс хуш) проекта республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствин тата Президент гранчӗсен фончӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Проектпа килӗшӳллӗн художникӑн 10 этно-мурал хатӗрлемелле. Вӗсенчен саккӑрӑшне паянхи кун тӗлне вӑл вӗҫленӗ. Ҫав шутра — «Гастелло урамӗ» чарӑну ҫывӑхӗнчи Нарспи, «Куҫ микрохирургийӗпе» юнашар «Хӗллехи ял», Гагарин урамӗнчи 49-мӗш ҫурт патӗнчи этно-автан.
Шупашкар хулинче урамри художниксен ӗҫӗпе киленме май пур. Киҫтӗк ӑстисем хулари сӑнсӑр будкӑсене, ытти ҫавӑн пек вырӑнсене хӑйсен пултарулӑхӗпе илемлетеҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӗрӗ, сӑн кӗтеҫҫӗ.
Халӗ «Бауман чарӑнӑвӗ» чарӑнупа юнашар «Девушки в хороводе» (чӑв. Вӑййа тухнӑ хӗрсем) стрит-арт пур.
Ӳкерчӗк авторӗ — Юлия Прокопьева художник.
Сӑмах май каласан, Ботаника пахчин картине те урамри художник илемлетнӗ.
Елчӗк ачисем этнос фестивалӗнче пулса курнӑ.
Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Джамиля Савинова тата Диана Максимова Калуга облаҫӗнче иртнӗ «Этноритмы» этнос музыкин фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 18-21-мӗшӗсенче иртнӗ. Ачасемпе инҫе ҫула О.А. Архипова преподаватель тухнӑ.
Этнос музыкн фестивальне Калуга облаҫӗнче ҫулсеренех йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Ӑна унти «Этномир» этнографи паркӗнче – музейӗнче ирттереҫҫӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллашма тата канма май пур.
Калуга облаҫӗнчи фестивале хутшӑннӑ ачасем унччен «Чӑваш Ен ахахӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ачасем чӑвашла виҫӗ номерпе тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ.
Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен каччӑ музыка инструменчӗсем ӑсталать иккен.
«Пӗлесчӗ сирӗн, мӗн таран пултаруллӑ ҫамрӑкпа паллашма тӳр килчӗ мана паян!» —хавхаланса пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Марина Карягина шухӑшланӑ тӑрӑх,
«Даниил Данилов чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ӑсталать, унӑн пуласлӑхӗ пысӑк».
Пултаруллӑ каччӑпа тележурнаист
ҫитес вӑхӑтра телекӑларӑмсенчен пӗринче тӗплӗнрех паллаштарма шантарнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виктор Петровӑн сценарийӗпе «Ах, качча каяс килет«» фильм ӳкернӗ. Ӑна «Ҫеҫпӗл» кинозалта хӑтланӑ.
Леонид Петров тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «фильм сценарине чӑн пурнӑҫа тӗпе хурса ҫырнӑ. Фильмра паянхи ял пурнӑҫне сӑнланӑ. Унта пулса иртекен кулӑшла пӑтӑрмахсем ҫамрӑксем тавра аталанса пыраҫҫӗ».
«Хӗрсем лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитеҫҫӗ, телейӗ юнашарах ҫӳренине вара кайран тек ӑнланаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ телесюжетра.
Фильма Чантӑрта ӳкернӗ. Массӑлла сценӑсене вырӑнти фольклор ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вера Кузьмина» кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Аса илтерер: ӑна СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923–2021) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ.
Кӑларӑма А.П. Хузангай, В.В. Степанов, С.В. Журавлев пухса хаӗрленӗ. Редакторӗ – В.В. Степанов. Ҫӗнӗ ӗҫӗн тиражӗ – 1600 экземпляр.
Кӗнекере сцена ӑстин тӗрлӗ ҫулӗсенчи сӑнӳкерчӗкӗсем, артисткӑран илнӗ интервьюсем, статьясемпе рецензисем пулӗҫ.
Пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче канакан ачасемпе Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн заместителӗ Ольга Федорова тӗл пулнӑ. Вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 13 тата 14-мӗшӗсенче пулнӑ май «Как рождается книга» (чӑв. Кӗнеке епле ҫуралать) ӑсталӑх лаҫҫи ирттернӗ.
Ачасене хӑна кӗнеке издательствин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан видеосюжет кӑтартнӑ. Кайран вӑл вӗсене писатель, художник тата издатель евӗр пулса пӑхма сӗннӗ. Пӗр сехетре ачасен пысӑках мар хайлав ҫырса ӑна илемлетме тата пысӑках мар кӗнеке евӗр хатӗрлеме тивнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100-мӗш сезона уҫма хатӗрленет.
Пултарулӑх коллективӗн пухӑвӗнче илемлӗх ертӳҫи Светлана Белова пӗлтернӗ тӑрӑх, юбиейлӑ сезонӑн тӗп пулӑмӗ — «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» театризациленӗ концерт программи. Унта ҫӗнӗ постановкӑсем, ансамблӗн йӑлана кӗнӗ репертуарӗнчен уйрӑлса тӑракан музыка пулӗ. Проектпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллашма май килӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ансамбль «В семье единой» (чӑв. Пӗрлехи ҫемьере), «Я – артист» (чӑв. Эпӗ — артист), «Виртуоз» программӑсене хатӗрлет. Паллӑ чӑваш композиторӗ Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫинине халалласа «Край родной – навек любимый» (чӑв. Тӑван кӗтес — ӗмӗр юратнӑскерӗм) концерт лартасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |