Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫулталӑкри отчёт пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Союзӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен общество организацийӗн председателӗ Ольга Куликова каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗрлешӗвӗн хастарӗсене Тав хучӗсемпе тата Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.
Ольга Куликова Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне тивӗҫлипе ирттерсе ямалла тата ҫамрӑк авторсемпе ӗҫлессине лайӑхлатмалла тесе шухӑшать.
«Тӑван Атӑл» литература журналӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Арсений Тарасов редактор паллаштарнӑ, вӑл журналта пичетлеме кӑсӑклӑ хайлавсем ярса пама сӗнсе каланӑ. Владимир Степанов Чӑваш кӗнеке издательстви тата 2024 ҫулхи тематика планӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.12.18 02:14 | |
Agabazar // 1167.43.1814
2023.12.21 23:58 | |
Мĕн çырни тÿрех курăнтăр тесен, регистрациленес пулать. | |
Тăрăшса Вулакан // 1882.19.6164
2023.12.23 16:40 | |
Туркай юлташ, сан арăму вăл хăй йĕркеллĕ çыравçă, прозаик, драматург, çавăнпа та пухăва вăл сан вырăнна мар, хăй вырăннех пынă. Ав, мĕнле хитре ларать йăмăх кĕрен свитерпа сăнÿкерчĕк çинче. Эс вара, шанман упăшкалла,"пычĕ-и вăл?" тесе ыйтса çырса ларан пĕтĕм халăх умĕнче. ЧНК ĕçĕсемпе арпашса, арăмна палламиех ан пул-ха)) | |
Agabazar // 2835.01.2992
2023.12.24 14:26 | |
Ку ӗнтӗ «шӳт» пекки пулчӗ пуль. Ҫавнашкал «шӳтлеҫҫӗ» паянхи «классиксем». |
Каçар, эп пыраймарăм -- ман ЧНК Мăн Канашĕн ларăвне кайма тиврĕ.
Эп хам вырăна пухуна арăма ятăм. Пычĕ-и вăл?..