4 ҫул каялла Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнчи постанци стени ҫине Нарспие ӳкернӗ. Ӗҫ авторӗ - паллӑ художникӑн Алексей Кокелӗн тӑванӗ Ксения Кокель. Ун чухне вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ. Халӗ ҫав ӳкерчӗк ҫук. Ӑна сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа сӑрласа лартнӑ.
Ксения Кокель ку ӳкерчӗке Крымра иртнӗ "Тавридӑра" ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе ӳкернӗ. Анчах ҫав 100 пин тенкӗ ҫитмен, хӑйӗнне те хушнӑ.
Стена ҫинчи Нарспи мӗншӗн ҫухалнӑ? Паллӑ мар.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх.
Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.
Ӗнер республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: книга года 2022» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2022 ҫулхи кӗнеке) фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттернӗ.
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова». Вӗренӳ пособийӗсенчен чи лайӑххине палӑртман.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Унта ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
«И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ», — хыпарланӑ вулавӑшра. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – тенӗ тӗпчевҫӗ.
И.Я. Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пынӑ. Унта пахчисемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Конкурса Чӑваш Енри, Тутар Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи 173 ача хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене дипломсемпе чыслама, конкурса хутшӑннисене сертификат парса хавхалантарма йышӑннӑ.
Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи федераци округӗсенчи хӑйсем тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен фестиваль-конкурсӗн зонӑри иккӗмӗш тапхӑрӗ пысӑк гала-концертпа вӗҫленнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ «Йӑла-йӗрке» номинаципе иртнӗ, унта Раҫҫейӗн 9 регионӗнчи 14 коллектив хутшӑннӑ.
Фестиваль-конкурсра 5 коллектива лауреат ятне панӑ. Сумлӑ ҫав йыша халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ (Шупашкар) те лекнӗ. Коллектив лауреат ятне тата «Культура» наци проекчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗн республикӑна Карелинчи ансамбль концертпа килӗ. Артистсем Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗн сцени ҫине 19 сехетре тухӗҫ.
Карели Республикинчи «Кантеле» юрӑпа ашӑ ансамблӗн концерт программи ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи регионӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗ.
Ансамбль ячӗ карелсемпе финсен кантеле музыка инструменчӗн ятне пӗлтерет. Асӑннӑ инструмент вырӑссен кӗслипе пӗр тӑван теме юрать. Пултарулӑх коллективне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Коллективра — оркестр, кантелистсен ансамблӗ, ташӑ ушкӑнӗ тата «Айно» вокал ушкӑнӗ.
Программӑра тӗрлӗ жанрлӑ халӑх юррисем кареи рунисемпе балладисем, вокалпа хореографи композицийӗсем тата инструмент номерӗсем пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ӑсталӑх класне Шупашкар районӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳҫи, халӑх юррин ӑсти, педагог, фольклорист Наталия Арсентьева ирттернӗ.
Пултарулӑх лабораторине (мероприяти пирки хыпарланинче ҫавӑн пек каланӑ) культурӑпа кану учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем, «Телей» тата «Эткер» (ку коллектив вулавӑш ҫумӗнче ӗҫлет, унӑн ертӳҫи Земфира Яковлева) ансамбльсен солисчӗсем пухӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн солисткин Ольга Кириллован пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ тата вӑл ӗҫлекен пултарулӑх коллективӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинче ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ.
Юрӑҫӑн репертуарӗнче чӑваш классик-композиторӗсен юррисем йышлӑ. ов-классиков. Хальхи вӑхӑтрисенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа туслӑ ҫыхӑну тытать.
«Чӗлхи чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ», — ҫакӑн пек хакланӑ Людмила Сачкова ҫыравҫа пултарулӑхне Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Австрийская. «Чӑн-чӑн профессионал писатель пек ӑста ҫырать вӑл», — ырланӑ калем ӑстине И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова.
Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине нумаях пулмасть Республикин Наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗнче тишкернӗ.
Унта Раиса Воробьева, Анатолий Кипеч, Василий Кервен, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |