Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӗнӗ машинӑпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Чӑваш Ене «Шкода Октавия» тата УАЗ «Патриот» машинӑсем ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 42 «тимӗр урхамах».
Паян кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине тыттарнӑ. Транспорта «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Виҫӗ УАЗран иккӗшне паян района янӑ. Теприсем ӗҫрен кӑларнӑ техникӑна улӑшарӗҫ.
«Ҫӗнӗ транспорт республикӑри йӗркене лайӑхрах пахса тӑма пулӑшасса шанатӑп», - тенӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов.
Чӑваш Енре ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламан подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӗннӗ.
Кӑҫал «Хулана хӑтлӑх кӗртесси» регионти проектпа килӗшӳллӗн, ҫуртсен картишӗсене, общество вырӑнӗсене хӑтлӑлатма 362,3 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах 47,6 миллион тенкипе ҫеҫ усӑ курнӑ. 340 объектран 103-шӗнче ҫеҫ ӗҫсем вӗҫленнӗ. Кая юлакансен йышӗнче – Ҫӗрпӳ, Елчӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсем. Ку подрядчиксем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем мӗншӗн вӑхӑтра пурнӑҫланманнинне пӗлтӗр тесе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемен подрядчиксен реестрне тӑвӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна пурте кӗрсе пӑхма пултарӗҫ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.
Шупашкарта хӗрарӑмсен предпринимательлӗхне пулӑшакан «Анне-усламҫӑ» федераци вӗренӳ проекчӗ вӗҫленнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Олеся Кузьмина йышӑннӑ, вӑл «Lovelyberry» шӑккалат мостерскойне уҫас шухӑшӗпе паллаштарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ хайӗн проектне пурнӑҫлама 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Проекта хутшӑнакансем 5 кун лекцисене, ӑсталӑх класӗсене ҫӳренӗ, хӑйсен бизнес-проекчӗ тӗлӗшпе ӗҫленӗ, профессионал усламҫӑсене сӗнӗвӗсене итленӗ.
Жюри Олеся Кузьминан проектне пысӑка хурса хакланӑ. Хӗрарӑм шӑккалатран наборсем, чечек ҫыххисем тата композицисем туса кӑларасшӑн. композици тӗпӗнче – Бельги шӑккалачӗ ӑшӗнчи ҫӗр ҫырли.
Республикӑри пултарулӑх коллективӗсене 2021 ҫулта пурнӑҫа кӗртмелли проектсем валли Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Кашни коллектива 2 миллион та 800 пин тенкӗшер лекӗ.
«Кӗмӗле» тивӗҫнӗ организацисен шутӗнче – Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи – Юрий Васильев). Вӑл «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» (чӑв. Сӑр чикки. Асту. Пӗл. Ан ман) театрализациленӗ концерт программи хатӗрлӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Наталия Сергеева режиссер ертсе пынипе Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакль лартӗ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗ (ертӳҫи – Николай Казаков) «Очень добрая сказка про очень серого волка» – интерактивный мюзикл для детей и взрослых» проекта пурнӑҫа кӗртӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалалса БРИО мультстуди 12 ҫул тултарман ачасене «Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем – ачасен куҫӗпе» анимаци проектне хутшӑнма чӗнет.
Ачасем Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем пирки 5 мультфильм хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ ҫынсен биографийӗсемпе паллашӗҫ. Проекта хутшӑнакан ачасем чӑн-чӑн мультфильм хатӗрлеме вӗренӗҫ. Вӗсене пурне те стоп-моушен техникӑна тӗпе хурса ӳкерӗҫ.
Проект дистанци мелӗпе ӗҫлӗ. Кӑшӑлвирус чарӑвӗсене пӑрахӑҫласан ачасем студирех тӗл пулма тытӑнӗҫ. Проекта 89083050874 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Электронлӑ почта: e-mail: info@briostudio.ru.
Чӑваш Енре «Таса сывлӑш» экотехнопарк тӑвасшӑн. Кластер йышши экотехнопарк пирки, чӑннипе, 2018 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Халӗ ку тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрӗҫ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти промышленноҫ зонинче тата Шупашкар агломерацийӗнче вырнаҫӗ. Унӑн йышне халӗ ӗҫлекен «Управление отходами» АУ /ҫӳп-ҫап уйӑрать/ кӗрӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, резин, полиэтилен япаласене, пленкӑна, йывӑҫ каяшӗсене, Tetra Pak упаковкӑсене тепӗр хутчен хута ярасшӑн. Вӗсенчен тротуар тата мачча плиткисем, ӑшӑ тытакан хатӗрсем, полимер тарӑсем тата ытти япала туса кӑларасшӑн.
Ку проект 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Енри социаллӑ экономикӑна аталантармалли проекта кӗнӗ. Раҫҫей правительстви кун вали ака уйӑхӗнче 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫан пӗр пайӗ шӑпах экотехнопарк тунӑ ҫӗре кайӗ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ. Вӑл авалхи чӑваш рунисен пӗлтерӗшӗпе тата мӗнле вуланнипе паллаштарать.
[В] саспалли чӑваш руна ҫырулӑхӗнче «V» латин саспаллийӗ евӗр курӑннӑ. Вӑл паллӑ Вӑ, Вӗ, Ву тата Вы сыпӑксене пӗлтернӗ. [Вӑй] V руна тӑнӑҫлӑха, вӑя, паттӑрлӑха тата чӑтӑмлӑха пӗлтернӗ. Вӑл пахалӑха тотем чӗрчунсем (вӗсене авалхи ҫынсем хӑйсен йӑхне пуҫлаканӗ тесе хисепленӗ) пама пултарнӑ.
V-евӗр паллӑ мӑйракаллӑ вӑкӑра кӑтартнӑ. Сӑвар-пӑлхарсем ҫветтуй чӗрчун тесе шӑпах ҫав чӗрчуна шутланӑ. Вӑл хӳтӗлевҫӗ тата хӳтлӗхҫӗ шутланнӑ.
«Изучаем руны вместе» (чӑв. Рунӑсене пӗрле вӗренетпӗр) проектӑн пӗр пайне, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев шӑматкунсерен пичетлет.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1,4 пин ача валли ача пахчисенче вырӑн ҫитмест. Темиҫе ҫултан халь хута каякан шкулта та вырӑн ҫитмӗ. Сӑмах май, вӑл Шупашкарти чи пысӑк шкул пулӗ – 1600 ача валли. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Микрорайонта 9 пин ытла ҫын пурӑнать, вӗсенчен 3,2 пинӗшӗ – ачасем.1-7 ҫулсенчи ачасем – 2300 ытла. Унта хальлӗхе 4 ача пахчи хута янӑ, пӗтӗмпе – 810 вырӑнлӑх. Эппин, 1,4 пин ача валли хальлӗхе вырӑн ҫук.
Ҫавна май микрорайонта тата ача пахчисем тӑвасшӑн. Застройщик тепӗр икӗ ача пахчи тӗлӗшпе проект хатӗрлеме палӑртнӑ. Ку кӑна мар, тепӗр шкул валли те проект тӑвӗҫ. Палӑртмалла: халӗ хӑпартакан шкула ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли уҫмалла.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн проекчӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Современное краеведение» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри таврапӗлӳ) конкурса хутшӑннӑ «Литературные Чебоксары» (чӑв. Литературӑллӑ Шупашкар) проекта музей ертӳҫи Ирина Оленкина хатӗрленӗ.
Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче (Литература музейӗ асӑннӑ учрежденин подразделенийӗ шутланать) хыпарланӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Шупашкар» чӑваш литературин классикӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, вӗсен вилӗмсӗр хайлавӗсенчи Шупашкарпа ҫыхӑннӑ сӑнарӗсемпе паллаштарать.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чух тӑван хуламӑр кун-ҫулне урӑхларах, тарӑнрах, хаклама май пур. Маршрут Литература музейӗнчен пуҫланать. Ленинград, Дзержинский, К. Маркс урамӗсемпе, Ленин проспекчӗсемпе иртет. Экскурсие хутшӑнса паллӑ ҫыравҫӑсем пурӑннӑ вырӑнсемпе паллашма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |