Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: проектсем

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗнче «Салтан патша ҫинчен хунӑ юмах» аудиоспектакль хатӗрленӗ. Ку проекта Раҫҫейри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ.

Авторӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед. «Салтан патша ҫинчен хунӑ юмаха» Георгий Ефимов куҫарнӑ. Вулаканӗсем — Владимир Григорьев, Наталья Ахмед, Альбина Агеева. Ку аудиоспектакль япӑх куракан ачасем валли. Аудиоверси республикӑри тата чӑваш халӑхӗ пурӑнакан регионсенчи библиотекӑсенче тата шкулсенче пулӗ.

Аудиоспектакль хӑтлавӗ раштавӑн 3-мӗшӗнче, Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Республикӑри Л.Н.Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра пулӗ.

 

Республикӑра
Кирилл Степанов архивӗнчи сӑн
Кирилл Степанов архивӗнчи сӑн

Кӑҫал Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер, блогер Кирилл Степанов тата «Чӑваш Енри мӗнпур ял» проект авторӗ Максим Соколов «Айда по деревням» (чӑв. «Атя ялсем тӑрӑх») пӗрлехи проект пуҫарнӑ. Халӗ лайӑх хыпар ҫитнӗ: вӗсен ӗҫӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейре тунӑ» премин шорт-листне кӗнӗ.

Ку – хӑйне евӗр интереслӗ проект: унта хутшӑнакансем Чӑваш Енри хитре вырӑнсемпе, ялти пурнӑҫпа ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ, вырӑнти чӑвашсен апат-ҫимӗҫне тутанса кураҫҫӗ, экзотика чӗрчунӗсен фермине кайса кураҫҫӗ. Ку кӑна мар, сыр та пӗҫерме вӗренеҫҫӗ.

Пирӗн ентешсен проекчӗшӗн ҫакӑнта сасӑлама пулать: vk.cc/cR0V3j.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_261088
 

Вӗренӳ
ЧПУ архивӗнчи сӑн
ЧПУ архивӗнчи сӑн

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.

Ҫак йыша 7 ҫамрӑк лекнӗ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен стартапӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ.

1 миллион тенкӗ тивӗҫнисен йышӗнче – Дарья Тихонова (экономика факультечӗ), Антон Фисунов (ИВТ факультечӗ), Марина Илларионова (управлени тата социаллӑ технологисен факультечӗ), Екатерина Иванова (экономика факультечӗ), Дмитрий Потапов (хушма математика, физика тата информаци технологийӗсен факультечӗ), Евгений Михайлов (юридици факультечӗ), Александра Кармалова (экономика факультечӗ). Вӗсем ҫитес вӑхӑтра ку укҫапа хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.

 

Культура

Пирӗн ентеш Дмитрий Еремеев «Голос. Дети» проекта хутшӑнать. Ку – вокал конкурсӗ. Ӑна халӗ Мускавра хӗрсех ӳкереҫҫӗ.

Проект кӑҫалхипе вун иккӗмӗш сезонта иртет. Хальхинче наставниксен тивӗҫӗсене Аида Гарифуллина, Наталья Подольская, Дима Билан тата Владимир Пресняков пурнӑҫлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта «Пӗчӗк тӑван кӗтесӗн тӑван ячӗсем» проектпа килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 25-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ.

Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Егоров ӳкернӗ. Ӑна ҫак кунсенче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Стена ҫине Совет Союзӗн Паттӑрӗн Александр Боголюбовӑн портретне сӑнланӑ. Вӑл Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ. Паттӑр 1945 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑра тивӗҫнӗ. Вӑл ун чухне генерал-полковник званийӗпе пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78500
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗмӗрлери комплекслӑ центр «Мобильлӗ вулавӑш» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ӑна аслӑ ӳсӗмри вулакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Проектпа килӗшӳллӗн, кӗнекесене ватӑ ҫынсене килех пырса каяҫҫӗ. Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне те кӗнекесем йӑтса пыраҫҫӗ. Паллах, вӗсем куншӑн савӑнаҫҫӗ.

Татьяна Егоровна та ав хӗпӗртет. Вӑл кӗнеке тата тӗн литературине вулама юратать. Халӗ ӑна кӗнекесене килех пырса параҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_14497
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Етӗрнере пӗрремӗш мурала ӳкерсе пӗтернӗ. Ӑна К.Маркс урамӗнчи 95-мӗш ҫурт фасачӗ ҫине ӳкернӗ. Унта Совет Союзӗн Геройӗн Федот Орловӑн портретне сӑнланӑ.

Проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗн гранчӗпе Раҫҫейри студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ пурнӑҫланӑ. Мурала ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Ксения Кокель тата Дмитрий Чапай ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13755
 

Тӗн

Чӑваш Енре ачасене пӗр кунлӑха мӑнастире яма пулать. Ку – ҫӗнӗ проектпа килӗшӳллӗн. Чӑваш Енре «Пӗр кун – мӑнастирте» проект пуҫарнӑ. Унта республикӑри 500 яхӑн ача хутшӑнӗ.

Шӑпӑрлансене Муркаш округӗнчи тата Шупашкарти арҫынсен, Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирӗпе тата Улатӑрти мӑнастирпе паллаштарӗҫ, унти пурнӑҫ пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне чан ҫапма, чиркӳ тумӗсем ҫинче тӗрлеме вӗрентӗҫ. Ачасем кӗлӗсене те хутшӑнӗҫ, тропарь вулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара

Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан Наталья Мельденева «Хӗл королеви — 2025» проект финалне лекнӗ. Халӗ унта вӑл Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ.

Наталья — модель тата телеертӳҫӗ. Унӑн психологи енӗпе аслӑ пӗлӳ пур. Ку таранччен чипер хӗрарӑм чылай илем конкурсне хутшӑнса титул ҫӗнсе илнӗ. Наталья пушӑ вӑхӑтра живопиҫпе, психологипе кӑсӑкланать. Ну, апла хамӑрӑн ентеше финалта ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн писсемистла кӑмӑл. Халӗ таврари ҫынсем сире хирӗҫ, ҫавӑнпа чӑкӑлтӑш ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Агрессирен пӑрӑнӑр, хальлӗхе телевизорпа хыпарсем ан пӑхӑр, интерантра ан вулӑр.

Ҫурла, 21

1934
92
Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2005
21
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та