Паян Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвне йӑлана кӗнӗ йӗркепе тӳрӗ эфирта хуравлать. Вӑл 12 сехетре пуҫланчӗ. Владимир Путин халӑх ыйтӑвне епле хуравланине «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» и «Радио России» радиостанцисемпе итлеме пулать.
Ҫӗршыв ертӳҫи патне янӑ ыйтусем, хальлӗхе хускатнисем, социаллӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннисем пулчӗҫ. Ҫынсене ӗҫ укҫи пӗчӗкки, вӑл укҫапа епле пурӑнмалли пӑшӑрхантарни сисӗнет.
Аса илтерер, ыйтусене халӗ те йышӑнаҫҫӗ. Moskva-putinu.ru сайта кӗрсен ыйту памалли тӗрлӗ майпа усӑ курмаллине кӑтартнӑ. 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. СМС-ыйтусене 0-40-40 номерпе йышӑнаҫҫӗ. Анчах унти ыйту 70 палларан вӑрӑм пулмалла мар.
РБК пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин ирттерекен тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче залра пулакансене клеткӑллӑ е йӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма хушман. Тепӗр кунхине мухмӑрпа аптӑрасран малтанхи кун эрех ӗҫме те сӗнмен имӗш. Шыв нумай ӗҫме те каламан — кӑларӑм вӑраха тӑсӑлма пултарать.
Тӳрӗ линие хутшӑнакансене «Петрово-Дальнее» пансионата пухнӑ имӗш. Ку пансионат РФ Президенчӗн ӗҫсен управленийӗн «Рублево-Успенский» сывлӑх комплексӗн пӗр пайӗ шутланать. Пансионата 100-е яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ-мӗн. Вӗсем — тӗрлӗ регионтан пухӑннӑ ҫынсем. РБК ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен ыйтӑвӗсене итлесе пӑхнӑ. Пурин те ыйтма май килмесси пирки те асӑрхаттарнӑ.
Тӳрӗ лини паян 12 сехетре пуҫланать. Ыйтусене moskva-putinu.ru сайтра хӑварма пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те.
Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ.
Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла.
Президент администрацийӗ, Федераци Канашӗн министрӗсем 2016 ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче Николай Федоров тата Вадим Николаев пур.
Чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха? Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев вара — 11 миллион ытла тенкӗ. Чӑваш сенаторӗсем иккӗшӗ те РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Путин пӗлтӗр 8 858 432 тенкӗ тупӑш тунӑ. 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ку 33 пин тенкӗ сахалрах. Путинӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ хваттер, 15 сотка ҫӗр, гараж, гараж тумалли ҫӗр лаптӑкӗ пур. Декларацие ӗненес тӗк, унӑн Раҫҫейре туса кӑларнӑ виҫӗ машина пур.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗр 8,58 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тупӑшӗ 300 пин тенкӗ чакнӑ. Медведевӑн харпӑрлӑхӗнче 367,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, Раҫҫейре туса кӑларнӑ икӗ машина пур.
Канаш районӗнчи Шӑхасанти Геннадий Редьков ялта Культура ҫурчӗ тутарассишӗн РФ Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмне ҫитнӗ. Мускава кайма тивмен-ха ӑна: видеоконференц-ҫыхӑну мелӗпе унта ӗнер йышӑну ирттернӗ. Хальхинче халӑх ыйтӑвне ҫӗршыв ертӳҫин пулӑшуҫи Игорь Щеголев итленӗ.
Чӑваш Ен ҫыннин ыйтӑвӗпе Президент пулӑшуҫи республика Элтеперне Михаил Игнатьева, РФ культура министрне Владимир Мединские, РФ ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачёва ӗҫлеме хушнӑ. Вӗсене мероприятисен планне хатӗрлеме каланӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче финанс министрӗ Светлана Енилина Шӑхасанти Культура ҫурчӗн проект документацийӗ патшалӑх экспертизи тухнине пӗлтернине палӑртнӑ. Хутсене ырласан проектпа федераци программине хутшӑнасшӑн, республика хыснинчен укҫан пӗр пайне уйӑрма хатӗр тесе хыпарланӑ. Ӗҫе килес ҫул пуҫӑнас шанчӑк пур.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксаринти Агентий ФАПшӑн пӑшӑрханнине, ҫав ыйтупа вӑл кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Общество телевиденийӗн тӳрӗ эфирта пыракан «Отражение» кӑларӑмне шӑнкӑравланине пӗлтернӗччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ рабочи ӗҫнӗ тивӗҫлипе хакланӑ. Вӗсене награда пани пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ савутӑн пиротехника производствин пуҫлӑхӗн ҫумне Леонид Воробьева тата хатӗр-хӗтӗре юсакан, техноснастика тата инструмент хатӗрлекен цехӑн слесарьне Сергей Зюкина Владимир Путин ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларас, ҫӗннине хатӗрлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чысланӑ.
Леонид Волкова II степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Сергей Зюкина «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ» хисеплӗ ята панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пысӑк награда илме тӑратнӑ. Ку хыпара пуринчен малтан тем те пӗр илтекен «Правда ПФО» интернет-хаҫатри журналистсем ӗнер пӗлтернӗ. МИХ хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх ҫырнине ӗненсен, документсене Раҫҫей Президенчӗн Администрацине ярса панӑ. «Правда ПФО»-ри хыпарта каланӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысласшӑн.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Пӗрисен шучӗпе, Михаил Игнатьевшӑн, ӑна орден парас шанчӑк пурришӗн савӑнмалла, унпа хӑпартланмалла. Теприсем вара пысӑк шайри наградӑсене пуҫлӑхсене ӗҫрен каяс умӗн тыттараҫҫӗ тесе тӑрӑхласарах та шӑл йӗрсерех пуплеҫҫӗ. Хӑшӗсем тӗрӗссине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ.
Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ.
Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать.
Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ҫӗршыв ертӳҫи патне черетлӗ, виҫҫӗмӗш, ҫыру ӑсатнӑ. 15 страницӑран тӑраканскерте «ӑссӑрла» самантсене палӑртса хӑварнӑ.
Аса илтеретпӗр, Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Леонид Волкова саккуна пӑсса 2 миллион тенкӗ преми илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӗр вӑхӑтра ӑна килтен тухмалла мар тунӑччӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Леонид Волков майлӑ йышӑну тунӑ. Следстви унӑн арестне тӑсма ыйтса тавӑҫ тӑратнине тӳре тивӗҫтермен.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑччӗ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ.
Хальхи ҫырура Леонид Волков, сӑмахран, Мускаври обществӑпа культура мероприятийӗсене ирттерме тӑкакланине растрата тенипе килӗшесшӗн мар. Ҫырура, тӗслӗхрен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура центрӗ уҫма 10 пин янӑ, Андрей Эшпая саламлама 5 пин, Геннадий Айхин юбилей каҫне ирттерме 4 пин, К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асӑнса уяв ирттерме 5 пин тенкӗ уйӑрнине тата ытти ҫавӑн йышшине пустуй тӑкак евӗр хакланине ҫырура «абсурд» (чӑв.
Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |