Элӗк районӗнчи Кӑраклав ялӗнче ҫуралнӑ Валентина Владимирова сумлӑ юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл та, Чӑваш автономи облаҫӗ пекех, 100 ҫул тултарнӑ.
Кинемее РФ Президенчӗ Владимир Путин тата вырӑнти тӳре-шара саламланӑ. Владимир Владимирович ун патне саламлӑ открытка янӑ.
Валентина Владимирова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшӑнӑ, фронт валли ӑшӑ тума пуҫтарнӑ. Ун хыҫҫӑн Элӗкри ронора, Шупашкарти 2-мӗш АТПра ӗҫленӗ.
Валентина Владимровна мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ кинемей 5 мӑнукӗпе, вӗсен 10 ачипе савӑнать.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл 5 сехетех тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен Владимир Владимирович ҫӗршыври ҫемьесене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне тӑвассине пӗлтернӗ.
Президент каланӑ тарӑх, 7 ҫул тултарман ачасемшӗн Ҫӗнӗ ҫулччен 5 пин тенкӗ куҫарса парӗҫ. Ӑна унчченхи пекех, 10 пин тенкӗ панӑ пек, куҫарса парӗҫ.
«Эпир калаҫса татӑлтӑмӑр, эпир – ҫӗршыв, патшалӑх – пирӗн ачасене парне тӑвӑпӑр. Пысӑках мар. Ҫапах 7 ҫул тултарман ачасемшӗн 5 пин тенкӗ парӑпӑр», - тенӗ Владимир Путин пресс-конференцире.
Сирӗн раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ ҫулта, ӗҫлес килет-и? Ахӑртнех, ҫук. Анчах календарьте вӑл ӗҫ кунӗ шутланать.
РФ президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлессипе ӗҫлемессине регионсене татса пама ирӗк панине каланӑ. Эппин, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫула канмалли кун тума пултарать. Ҫавна май вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче сасӑлав ирттерет: раштавӑн 31-мӗшӗнче канмалла-и е ҫук-и?
Паянхи кун тӗлне унта хутшӑннисен 90 проценчӗ ҫак кун канасшӑн пулнине пӗлтерсе сасӑланӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене кӑшӑлвирусран массӑллӑ вакцинаци тума хушнӑ. Ку хушӑва вӑл РФ премьер-министрне Татьяна Голиковӑна панӑ. Кун пирки «РИА Новости» пӗлтерет.
Путин хушнӑ тӑрӑх, масштаблӑ вакцинацие тума тепӗр эрнерен тытӑнӗҫ. «Пӗлетӗп, пирӗн 2 миллион ытла доза туса кӑларнӑ е ҫитес темиҫе кунра кӑларма палӑртаҫҫӗ. Тӗнчере кӑшӑлвирусран тумалли пӗрремӗш регистрациленӗ "Спутник V" прививкӑна ку шая ҫитӗ. Ку пире массӑллӑ мар пулин те, масштаблӑ вакцинаци ирттерме май парать. Унччен калаҫса татӑлнӑ пекех, малтан хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене – тухтӑрсене тата вӗрентекенсене – тӑвӗҫ», - ҫапла каланӑ Владимир Путин РФ Хӳтӗлев министерствин нумай функциллӗ медцентрӗсене уҫнине халалланӑ видеоконференцире.
Раҫҫейре класс ертӳҫисене 5-шер пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Ку хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ку тӗллевпе 180 миллион тенкӗ килӗ. Ку тӳлеве класс ертӳҫисем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен илме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: класс ертӳҫисене регионта компенсаци пама йышӑннӑ саккунсем те вӑйра пулӗҫ.
Класс ертӳҫисене укҫа хушса тӳлессине РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ. Ку тӗллевпе ҫӗршыври регионсене 24,73 миллиард тенкӗ ярӗҫ.
Чӑваш Енри министрсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки декларацисем тӑратнӑ. Чи нумай ӗҫлесе илекен министр Дмитрий Краснов пулнӑ, вӑл экономика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Вӑл 2019 ҫулта 4 843 271 тенкӗ илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара 10 миллион та 600 пин тенкӗ тупӑш тунӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр РФ президенчӗ Владимир Путин 9 726 595 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамоновӑн тупӑшӗ 3 773 366 тенкӗпе танлашнӑ. Урӑх тупӑш – 5 601 132 тенкӗ.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта – строительство, архитектура тата ЖКХ министрӗ Александр Героев. Вӑл декларацире 3 674 756 тенкӗ тупӑш кӑтартнӑ.
Чӑваш Енри юрист Сергей Ванюков РФ Президентне хирӗҫ Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева должноҫран кӑларнӑ чухне унӑн прависене пӑснӑ.
Анчах юрист тавӑҫ тӗлӗшпе ҫав кунах хурав илнӗ: суд йышӑнма хирӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл харпӑр ҫӑхав панӑ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче суд ансатлатнӑ формӑпа иртнӗ. Суд унӑн заявленине пӑхса тухман.
«Эпӗ кун пеккине кӗтнӗ, кун валли хатӗрленнӗ. Малашнехи утӑмсем пирки хальлӗхе пӗлтерместӗп», - тенӗ Сергей Ванюков юрист.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Владимир Путина хирӗҫ панӑ тавӑҫа Аслӑ суд утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ыран, пӑхса тухӗ.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.
Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.
Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.
Паян Республика тӳремӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева халалласа баннер ҫакнӑ. Ҫакна Денис ятлӑ арҫын тунӑ. Вӑл унта паян 10 сехетренпе пулнӑ.
Денис ҫак баннера Михаил Васильевича дожноҫран кӑларнӑ хыҫҫӑнах тунӑ-мӗн, анчах унпа халӑх ҫине тухма хӑюлӑх ҫитереймен. Халӗ вӑл экс-Элтепер вилнӗшӗн хурланса баннера Ленин палӑкӗ умне вырнаҫтарнӑ. Унта «Михаил Васильевич! Эсир пирӗн, эпир сирӗнпе!!! Михаил Васильевич! Народ Чувашии Вас благодарит, уважает и ценит за выполненный труд!» тесе ҫырнӑ.
Денисӑн шухӑшӗпе, Михаил Васильевича должноҫран кӑларни – тӗрӗсмарлӑх. Вӑл Аслӑ суда Владимир Путин тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратса ҫынсен хӑйсен правишӗн кӗрешмеллине кӑтартнӑ тесе шутлать.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Конституци сасӑлавӗ. Ун чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин кану кунӗ пулассине пӗлтернӗ.
Ҫапах хӑшӗ-пӗри ӗҫе тухӗ. Вӗсене вара сак куншӑн пысӑкрах тӳлӗҫ. Ыттисен вара ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех сыхланса юлӗ. «Ҫынсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫ укҫи чакмалла мар», - тенӗ Федераци канашӗн социаллӑ комитет пуҫлӑхӗ Инна Святенко. Вӑл канмалли тата ӗҫлемелли мар кунсенче шалу тӳлессине РФ Ӗҫ кодексӗн 153-мӗш статйинче палӑртнине каланӑ.
Аса илтерер: Конституци сасӑлавӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула сасӑлава каярах куҫарма тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |