Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче виҫӗмкунтанпа тата тепӗр канаш йӗркеленӗ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев юпан 3-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ, канашӑн тӗллевӗпе паллаштаракан хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пичетленӗ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен канаш тӗллевне ятӗнченех ӑнланма пулать. Канашӑн тӑван республикӑмӑра аталантармалли сӗнӳсем хатӗрлемелле, тӗп задачӑсене палӑртмалла, вӗсене хӑш тапхӑрта тата епле пурнӑҫламалине кӑтартмалла. Ҫак тӗллевпе влаҫ органӗсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тыттарасси те ҫӗнӗ канаш яваплӑхӗ пулса тӑрать.
Стратегилле аталану тата приоритетлӑ проектсем енӗпе ӗҫлекен ушкӑн йӗркеленине кура Наци проекчӗсем енӗпе ӗҫлекен канаша пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнче те стратегилле аталану тата наци проекчӗсем енӗпе тимлекен канаш пур.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Дмитрий Медведев премьер-министра ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн президиумӗн Керчь хулинче иртнӗ ларура Николай Овчинниковӑн «В цеху» (чӑв. Цехра) ӳкерчӗкне парнеленӗ.
Чӑваш художникӗ 1975 ҫулта пир ҫине ӳкернӗ оригиналлӑ ҫак ӗҫе Президент премьер-министра ҫуралнӑ кун ячӗпе (Дмитрий Медведев 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ленинградра ҫут тӗнчене килнӗ) тыттарнӑ.
Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗ «Цехра» ӳкерчӗкре Шупашкарти трактора сӑнланӑ. «Ку вӑл Дмитрий Анатольевичӑн паянхи ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшсе тӑрать», — тенӗ Владимир Путин.
Ҫӗршыв ертӳҫи парнесене пӗлтерӗшне кура хатӗрленине кура «Цехра» ӳкерчӗкпе мӗн каласшӑн пулнине ҫынсем тӗрлӗрен тӗшмӗртеҫҫӗ, ҫав шутра трактор тӑвакан савутсен концернӗ ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулнине аса илекен те пур.
Вадим Антонов текех министр мар.
Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министрӗнче 1997 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Красноярск крайӗнче ҫак тытӑма ертсе пырать. Анчах юлашки вӑхӑтра ун пирки: «Ӗҫрен каять», — сӑмах-юмах ҫӳреме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Следстви комитетӗн тӗрлӗ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан сакӑр генерала ӗҫрен хӑтарма РФ Президенчӗн 435-мӗш номерлӗ паянхи указӗпе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫуралнӑ, Чӑваш Ен ШӖМне ертсе пынӑ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин Красноярск крайӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2011 ҫултанпа тӑрӑшрӗ.
Паян ҫӗршывӗпех Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне уявлаҫҫӗ. Флот ҫывӑхӗнчи хуласенче ку уява уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Питӗрте, ав, паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫар ҫыннисене саламларӗ. Эстрада артисчӗсен концертне те йӗркеленӗ унта.
Елчӗксем те ку уява палӑртнӑ. Хӗсметре тӑнисенчен хӑшӗсем моряк пулнӑ-ҫке. Ҫавсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне аса илсе паян пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Район центрӗнче лартнӑ моряксен палӑкӗ умне 50 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсене «Елчӗк районӗнчи тинӗсре пулнисен тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Головин саламланӑ. Раҫҫей ялавне хӑпартма тинтерех кӑна ҫар службинчен таврӑннӑ Илья Григорьева шаннӑ. Исампай ялӗнчи 87 ҫулти Ананий Захаров моряк-ветерана вара Хисеп грамотипе чысланӑ.
Чӑваш Енри вунӑ учитель Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн премине тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑваш чӗлхи учителӗ те пур.
200 пин укҫа илекенсен спискоӗнче ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ гимназири историпе обществознани вӗрентекен Ленина Жукова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Нелли Краснова, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире географи вӗрентекен Надежда Мазилкина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Мельникова тата унти математика учителӗ Елена Сенькова, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти биологи учителӗ Альбина Михайлова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри математик Елена Михайлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейра хими вӗрентекен Надежда Мокеева, Красноармейскинчи вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Галина Никифорова, Шупашкарти 4-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Алевтина Филиппова.
Вӑйӑ оборудованийӗн "Romana" савучӗн электрогазосварщикне Владимир Захарова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй тав тунӑ.
Хисеплесе ҫыракан ҫав хута 62 ҫулти арҫын ахальтен тивӗҫмен. Ку предприятире вӑл
11-мӗш ҫул тӑрӑшса ӗҫлет. Пысӑк квалификациллӗ та ӑста специалиста савутра яваплӑ пулнишӗн те хисеплеҫҫӗ. Вӑйӑ оборудованийӗ кӑларакан бригадӑра тӑрӑшаканскер ҫулленхи плана пурнӑҫлама хӑй тӳпине хывнине, оборудовани нумай-нумай ҫӗршыва ӑсаннине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ аталанӑвӗн министерствинче Владимир Захарова ырӑпа палӑртнӑ май вӑл электрогазосварщик сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пынине, 2015 ҫулта "Ҫӑлтӑрпа зарядка" массӑллӑ акцине хастар хутшӑннине асӑнса хӑварнӑ.
Ӗнер, Екатеринбургра Раҫҫейре пуҫласа президент центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл - Борис Ельцин центрӗ.
Ҫк пулӑма ҫӗршывра ҫӗнӗ политика йӑли-йӗркине йӗркеленӗ евӗр хакласа ҫырнӑ асӑннӑ центр сайтӗнче.
Борис Ельцин президент центрне уҫма 3ур пин ытла ҫын пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче Б. Ельцина пӗрле ҫӗршыва ертсе пынисем, паллӑ политиксем, культура ӗҫченӗсем. журналистсем пулнӑ.
Борис Ельцина ҫывӑх пӗлнисем те ку мероприятие хутшӑннӑ. Вӗсем - Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗпе пӗрле вӗреннисем, Президент командинчи ҫынсем, тӑванӗсем.
Ӗнерех Борис Ельцинӑн президент центрне Белоруҫпа Украинӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ертсе пынӑ Станислав Шушкевичпа Леонид Кучма пырса ҫитнӗ. Паллӑ ытти ҫынсен шутӗнче - Геннадий Бурбулис, Андрей Нечаев, Эдуард Россель, Минтимер Шаймиев, Михаил Швыдкой, Евгений Ройзман, Александр Волошин, Игорь Сечин, Анатолий Чубайс, Ирина Хакамада, Артур Чилингаров, Владимир Познер, Светлана Сорокина, Георгий Франгулян, Андрей Смирнов, Андрей Макаревич, Ирина Ясина тата ыттисем.
Центра саванӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тата Дмитрий Медведев премьер-министр хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен Президенчӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин укҫа-тенкине перекетлӗ усӑ курас тата коррупциллӗ ӗҫ-пуҫран сыхланас тӗлӗшпе Михаил Игратьев 2010 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин Министрасен Кабинечӗ кӑларнӑ 316-р № распоряженине пӑрахӑҫланӑ. Ун тӑрӑх Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ вырӑнне йышӑнакан Вадим Валентинович Антонов республика бюджетӗнчен уйӑхсерен хушма укҫа илсе тӑмалла пулнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин финанс министерствине асӑннӑ распоряженипе тӑкакланӑ укҫана бюджета каялла тавӑрма хушнӑ.
Чӑваш Республикин президенчӗн интерактивлӑ кун кӗнекийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи влаҫри органсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Хальлӗхе унта пурӗ 8 уйрӑм. Президент Администрацийӗн пресса хӗсмечӗ шантарнӑ тӑрӑх унти информаци пуянлансах пырӗ.
«Хамӑн сӑмаха тухса каланӑ чухне эп Чӑваш Енри влаҫ уҫӑ пулмалли пирки пӗрре мар каланӑ, калатӑп та. Министерствӑсемпе ведомствӑсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органсем хӑйсене пирӗн республикӑра епле кӑтарнине, хӑйсен ӗҫне епле ҫутатнине эп сӑнасах тӑратӑп — ӳсӗмсем пирки ҫеҫ мар пӗлтереҫҫӗ, йӑнӑшсем пулсан та хӑвӑрт тӳрлетме тӑрӑшаҫҫӗ» (куҫарӑвӗ — манӑн, Николай Плотниковӑн), — ҫырать Михаил Игнатьев кун кӗнекин пуҫламӑш страницинче. Малалла Чӑваш Ен Президенчӗ влаҫ уҫӑмлассине хӑйӗнчен пуҫлани пирки пӗлтерет, пурне те конструктивлӑ диалога хутшанма чӗнет. Калаҫу усӑллӑ пуласса шанать.
Тӗнче тетелне усӑ куракан пур ҫын та ҫак интерактивлӑ кун кӗнекинче хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пултарать.
Шел те, кун кӗнекине вырӑсла ҫеҫ калӑпланӑ.
Ҫурлан 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Енӗн президенчӗ улшӑнчӗ — Николай Васильевич вырӑнне Михаил Васильевич йышӑнчӗ. Чаплӑ церемоние нумай ҫын килнӗччӗ — Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей президенчӗн полномочиллӗ представителӗ Григорий Рапота та пурччӗ.
Ҫӗнӗ президентӑн сайчӗ те ҫӗнӗ — вӑл ҫурлан 29-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Николай Васильевичӑн сайчӗпе (ӑна хӑварнӑ — кунта тупма май пур) танлаштарсан вӑл ҫӗнӗлле курӑнать — хальхи вӑхӑтра усӑ куракан дизайн мелӗсене унта чылай усӑ курнӑ. Движокӗ малтанхиех пулас, ҫӗнӗ сӑрӑсем ҫеҫ кӗртнӗ. Шел те, Михаил Васильевич валли те пулин чӑвашла верси туса паман — вырӑсла ҫеҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |