Халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗршыв Правительстви ҫирӗп тӗрӗслеве илни пирки ӗнер Кировра иртнӗ канашлура Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ пайтаҫи Михаил Бабич каланӑ.
Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес ыйтупа ҫыхӑннӑ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Сергей Краевой, Раҫҫей Генеральнӑй прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев, Наци медицина палатин президенчӗ Леонид Рошаль тата ыттисем пуҫтарӑннӑ.
Пухӑннисем паянхи пурнӑҫра пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсен калӑпӑшӗ вӗсене уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗпе тӳр килменнине палӑртнӑ, хӑш-пӗр пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсене уйрӑммӑн укҫа-тенкӗ уйӑрмалли пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Бабич сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне кирлӗ пек шайра оптимизацилеменнине палӑртнӑ. «Регионсенче харпӑр хӑй йышӑннӑ методикӑпа килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсене оптимизацилеме пуҫланӑ, ӑна пула вара хӑш-пӗр ял пачах та объектсемсӗр тӑрса юлнӑ. Раҫҫей Президенчӗ федераци шайӗнче учрежденисене оптимизацилесси пирки методика йышӑнма тӗллев лартнӑ. Кун пек йышӑну туни шӑпах та йӗркесӗрлӗхе пӗтерме пулӑшать», — тесе уҫӑмлатнӑ Михаил Бабич.