Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ хӗрӳ иртнӗ.
Оппозици шутланакан депутатсем ку хутӗнче, сӑмахран, «Платон» тытӑмпа усӑ курса пысӑк тиевлӗ машинӑсене инҫе ҫула тухнишӗн укҫа тӳлеттерессине хирӗҫ хатӗрленӗ ҫыру проекчӗ ҫухални пирки хӗрсе калаҫнӑ. Пысӑк тиевлӗ урапа хуҫисене кӑна мар, ахаль ҫынсене те (ҫавна пула апат-ҫимӗҫ хакланать теҫҫӗ те) калаҫтаракан тӳлев вырӑнлӑ мар тесе хут хатӗрленӗ пулать.
Хута малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтне те вырнаҫтарнӑ-мӗн. Проекта парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков ертсе пыракан комитет пӑхса тухса ырланӑ имӗш. Анчах паян президиум ун пек документа курман-илтменҫи тытнӑ. Коммунистсен партийӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев хут ӑҫта ҫухални пирки темле кӑсӑклансан та ку хурава вӑл илтеймен.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр уйӑхра ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Хальхинче ҫак должноҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Андрей Макушева лартнӑ. Вӑл ҫын Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Приволжское» (чӑв. Атӑлҫум) вӗренӳ хуҫалӑхӗнче пуҫлӑхра ӗҫлетчӗ. Пуҫлӑх пуканне ӑна учхоза унччен ертсе пынӑ Георгий Егоров Шупашкар район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн шанса пачӗҫ.
«Приволжское» акционерсен уҫӑ обществи (паян унӑн харпӑрлӑх форми ҫавнашкал-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл федерацин унитарлӑ предприятийӗ шутланатчӗ) — Ял хуҫалӑх академийӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ. Вӗренӳ заведенийӗнче ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ректор тивӗҫне пурнӑҫлама уйӑх каярах Александр Акимова лартнӑ, темиҫе кун каялла — Илья Царевскине.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика правительствин тытӑмне черетлӗ хутчен улшӑну кӗртме шухӑшланӑ. Кун пирки калакан Указа Элтепер виҫӗм кун алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи Указра Михаил Игнатьев Элтепер правительство тытӑмне Министрсен Кабинечӗн председателӗн икӗ ҫумне кӗртесси пирки пӑхса хӑварнӑччӗ, анчах вӗсем министр пулаймастчӗҫ.
Халӗ вара Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ тата министрсен, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи икӗ ятлӑ пулайрассине палӑртса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне правительство пуҫлӑхне пулӑшса пыракансен йышне те ылмаштарма пултараҫҫӗ. Виҫӗм кунхи Указ хайхи портфельлисен йышне ӳстерме май парать.
Юпа уйӑхӗнченпе Чӑваш Енре Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса пачӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку министерствӑра вакансиллӗ вырӑнсене ҫынсене ӗҫе илесси малалла пырать темелле. Унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова асӑннӑ министерствӑра министр ҫумне лартни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ министрӑн тата тепӗр ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Елена Сапаркинӑна лартнӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ.
Ӗнер ҫершыв Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Кремль сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта каймашкӑн 1,4 пин журналист аккредитаци илнӗ.
Пресс-конференцие пирӗн республикӑри калем ӑстисем те хутшӑнни пирки асӑннӑ май унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тата «Наци телекуравӗн» журналисчӗсем кайнине хыпарланӑччӗ.
Чӑн та, унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Наци телекуравӗпе радиокомпанийӗнчен Надежда Яковлева корреспондентпа Андрей Шоклев оператор тата pg21.ru сайт редакторӗ Роман Павлов кайнӑ. Чӑваш Енри журналистсене ыйту партарттарнӑ-ши е ҫук-ши — кӑна хальлӗхе калама пултараймастпӑр.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Ун патне пыракансенчен кашниех тӗрлӗ ыйту хускатнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял старости, Шалти ӗссен тытӑмӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Юрий Петров ялта клуб ҫуккишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Энтузиастсен урамӗнче пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне уҫтарттарасшӑн. Алькешра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй пурӑнакан тӑрӑхра ача-пӑча нумай, вӗсене валли пахча кирлӗ тесе каланӑ.
Муркашри Колесниковсен ҫемйи йышӑнӑва ултӑ ачаран виҫҫӗшне ертсе пынӑ. Малтан вӗсем хӑйсене район центрӗнче 72 тӑваткал метрлӑ хваттер уҫҫине ҫывӑх вӑхӑтра парассине пӗлтерсе тав тунӑ. Аслисемпе йышӑнӑва пынӑ ачасем хӑйсене ЧР Элтеперӗн ёлкине билет пама ыйтнӑ та йышӑнура вӗсене билетлӑ тунӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ВТБ банк правленийӗн пайташӗпе Ч.Л. Зентаипе тӗл пулнӑ. Республикӑн влаҫ орагӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «пӗр-пӗринпе малашлӑхра килӗшсе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ». Михаил Игнатьев республика территорийӗнче вырнаҫнӑ ВТБ банк ӗҫӗпе кӑмӑллине пӗлтернӗ ҫав хыпарта.
«ВТБ банк питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Сире коммерци организацийӗсем шанаҫҫӗ, пуласлӑхра бизнесменсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме эсир витӗм кӳрессине те ӗненетӗп», — тесе каланӑ Элтепер. Банкӑн правлени ертӳҫине Андрей Костина «Ҫӗнӗ хула» проекта пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн ырласа тав тунӑ-мӗн. Чаба Зентаи хӑйӗн сӑмахӗнче регионсене кредит уйӑрса парассипе активлӑ ӗҫлесси пирки каланӑ. «Ытларах ял хуҫалӑх пайӗнче ӗҫлекенсене витӗм кӳме шутлатпӑр. Ку енӗпе эпир ҫине тӑрсах ӗҫлеме тӗллев лартнӑ», — тесе пӗлтернӗ хӑйсен планӗсем пирки ВТБ банк правленийӗн пайташӗ.
Республикӑра ЧР Элтеперӗ ҫумӗнче Ваттисен канашне йӗркелесси пирки хушӑва чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Анчах унӑн йышӗнче кам пулассине халӗ тин татса панӑ.
Раштавӑн 11-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче пӗрремӗш тӗлпулу иртнӗ. Тӗрлӗ организаципе орган сӗннӗ 60 кандидатурӑран 18-шне канаш пайташне суйланӑ. Вӗсем пурте — ӗҫ ветеранӗсем, пурте патшалӑх е общество, экономика, ӑслӑлӑх, социаллӑ тытӑм тата ӳнер ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн наградӑна тивӗҫнӗ.
Канаш председательне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн унчченхи ректорне Лев Куракова суйланӑ. Унӑн ҫумӗ вара Петр Ивантаев пулӗ.
Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ.
Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ.
РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра та, республикӑра тем тӗрлӗ Уполномоченнӑй та пур. Вӗсенчен пӗри этем прависене хӳтӗлекенни шутланать, тепри — ачасене, виҫҫӗмӗшӗ — усламҫӑсене.
Этем правин кунӗ (вӑл куна раштавӑн 10-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) умӗн Мускав облаҫӗнчи Аносинӑра РФ Президент Администрацийӗ регионсенчи Уполномоченнӑйсемпе виҫӗ кунлӑх семинар-канашлу ирттерни пирки Чӑваш Енӗн этем прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Ҫавӑн чухне РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Володин Уполномоченнӑйсен координаци канашлӑвӗсенче тата ларусенче ларса вӑхӑта ирттермелле маррине палӑртнӑ.
«Сирӗн пата иртен пуҫласа каҫчен шӑнкӑравлаҫҫӗ. Эсир ҫав вӑхӑтра общество ӗҫӗпе аппаланатӑр», — палӑртнӑ шухӑшне Вячеслав Володин. Унсӑр пуҫне вӑл уполномоченнӑйсен суйлавҫӑсен интересӗсене хӳтӗлессипе те ӗҫлеме тытӑнмаллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |