Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре деклараци кампанийӗ пынине эпир пӗлтернӗччӗ. Налукҫӑсем ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тарӑхри 15 ҫын декларацире 10-100 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнине палӑртнӑ. 987 ҫыннӑн вара тупӑшӗ 1-10 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Халӗ тата ҫӗнӗ хыпар пӗлтерер. Пуянсем хушшинче республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем те пур. Тупӑш самай илнисем - "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин пайташӗсем, пӗчӗк тупӑшлисем - коммунистсем.
Пӗлтӗр пуринчен ытла ӗҫлесе илни - парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков. Иртнӗ ҫул унӑн тупӑшӗ 22,2 миллион тенкӗ пуҫтарӑннӑ, унӑн арӑмӗн - 11 миллион. Укҫа-тенкӗсӗр пусне Олег Мешковӑн ҫӗр лаптӑкӗ самай, урапасем нумай, ытти пурлӑх та пур. "Акконд" кондитер хапрӑкӗн директорӗ Валерий Иванов та юрлӑ пурӑнмасть. Унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ – 14,7 миллион тенкӗ. "Элара" савут гендиректорӗ Андрей Углов 13,5 миллион, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн пуҫлӑхӗ Елена Бадаева 11,9 миллион ӗҫлесе илнӗ. Юрий Попов спикер тупӑшӗ – 2,6 миллион тенкӗ, Николай Малов вице-спикерӑн, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин регионти секретарӗн Николай Маловӑн – 2,2 миллион тенкӗ.
Либерал-демократсен партийӗн пайташӗсенчен Андрей Кулагин 1,2 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ, Юрий Шлепнев – 14,2 миллион.
"Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти пайташӗсенчен Владимир Михайлов 7,9 миллион ӗҫлесе илнӗ, Сергей Семенов – 612 пин тенкӗ, Олег Николаев – 2 миллион, Леонид Лукин – 2,3 миллион, асӑннӑ фракци ертӳҫи Игорь Моляков – 1,2 миллион.
Коммунистсенчен Дмитрий Евсеев 1,2 миллион тенкӗлӗх тупӑш курнӑ. Ку партири Виктор Ильин, Татьяна Старева тата Олег Князькин – 306,8, 270,9 и 263,8 пиншер тенкӗ.
