Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть Зоя Нестеровӑн калавӗсемпе повеҫӗсем «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ» кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ.
Зоя Алексеевна Нестерова 1925 ҫулта Красноармейски районӗнчи Кушарта ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чылай ҫул Чӑваш Енре тата Магадан облаҫӗнчи шкулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ют арӑма ан чупту» (1998), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (2003), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2006), «Пурҫӑн пӗлӗт айӗнче» (2009).
Ҫыравҫӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ?» кӗнекинче калавсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хӗррипе» ятлӑ повеҫсем пичетленнӗ. Кунтах унӑн «Ӑҫта-ши эсӗ халӗ», «Кунта пулман хӑна», «Шурӑ кайӑк» фантастикӑллӑ калавӗсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сӑнарсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсене ҫӑлаканӗ, йывӑр вӑхӑтра пулӑшма алӑ тӑсса параканӗ те юнашарах тӑрать.
УТӐ | 26 |
Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ.
Унта кӗнӗ повеҫсемпе калаври ӗҫ-пуҫ паянхи улшӑнса тӑракан саманари пӑтӑрмахлӑ ҫаврӑмсенче пулса иртет. Этем чунӗ тата сипечӗ темле йывӑрлӑха та ҫӗнтернине, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсен телейне яланах тупнине автор пурнӑҫри кӑткӑс самантсем, геройсен характерӗ витӗр ӗнентерӳллӗн те туйӑмлӑн кӑтартать. Шӑпа тени ют ҫынсенчен е кӗтменлӗхсенчен мар, этемрен хӑйӗнчен кӑна килнине кӑсӑклӑ сюжет йӗрӗсем уҫҫӑн та курӑмлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӗнекери тӗп харкамҫӑ — паянхи хӗрарӑм, вӑл элекпе суяна, тӗрлӗ пӑтӑрмаха ҫӗнтерсе чунӗпе ҫирӗпленсе тухма вӑй ҫитерет. Ҫыравҫӑ чӑваш ялӗ сывлӑш ҫавӑрса илсе ҫӗнӗрен мӑнаҫлӑн чӗрӗлсе тӑрассине, халӑх кун-ҫулӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнассине чунтан ӗненет.
«Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» повесть пуҫласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кӗнекене тепӗр хут кӗртнӗ.
Кӗнекене Шупшкарти «Книжные новинки» лавккасенче туянма пултаратӑр.
Нумай пулмасть Тутарстанӑн Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗн ертӳҫи Владимир Григорьевич Вериялов ҫӗнӗ кӗнеке кӑларчӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет. 100 экземплярлӑ «Чувашские населенные пункты. Тетюшский муниципальный район Республики Татарстан» кӗнекене Теччӗ районӗ 80 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх академикӗ Теччӗ тӑрӑхӗнчи мӗнпур чӑваш ялӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ: Пухтел, Аслӑ Ӑнӑ, Ивански, Кӑнна Кушки, Ҫӗньял, Победа, Таяпа, Чакӑлтӑм, Хупкӗпер, Таркан Пуҫ, Юккел, Кушкуй, Шанчӑ, Кивьял, Ҫармӑс, Чӑваш Чураппанӗ. Кашни яла сӑнланӑ чух автор малтан ялӑн географилле вырӑнне илсе кӑтартать. Хусантан миҫе ҫухрӑмра вӑл, Пӑваран.
Н.И. Ашмарин пухса хатӗрленӗ Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки пичетленсе тухнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет.
Тӗнчипе паллӑ 17 кӗнекеллӗ словарӗн пӗрремӗш томӗ 1910 ҫулта тухнӑ. Ӑна Хусанти император университечӗн типо-литографийӗнче ҫапса кӑларнӑ пулнӑ. Кӗнекене Хусанти вӗренӳ округ управленийӗ ҫумӗнчи Куҫару комиссийӗ хатӗрленӗ пулнӑ. Хусан университечӗн паллӑ тюркологӗ Н.Ф. Катанов та ӑна хатӗрлеме ун чухне самай пулӑшнӑ. Умсӑмахӗнче ҫавӑн пекех латинла Ф.Е. Корш академике тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекен И.Я. Яковлева ырӑ сӑмахпа асӑннӑ. 160 старницӑра вара чӑваш пурнӑҫне пур енчен те ҫутатса паракан «А» саспаллирен пуҫланакан сӑмахӗсем вырнаҫнӑ пулнӑ. Иккӗмӗш томӗ 1912 ҫулта ҫеҫ тухнӑ. Чӑваш культурине тӗрлӗ енчен ҫутатса паракан словарӗн 17-мӗш томне 1950 ҫулта кӑларнӑ. 1994-2000 ҫулсенче Ашмарин хатӗрленӗ словаре ҫӗнӗрен репринт мелӗпе пичетлесе кӑларнӑ.
Пурӗ 3000 экземплярпа пичетленӗ 17 томлӑ словаре кӗнеке лавккисенче халӗ те тупма пулать. Хакӗ те ҫыртмасть — пур томне те туянма 500 тенкӗ те ҫитет.
Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ.
Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать.
«Хыпар» РИА пӗлтернӗ тӑрӑх Чечня Республикин Аслӑ сучӗ паян, ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче, 2006 ҫулта 62 кӗнекен тухнӑ Пысӑк энциклопедин статьинче экстремизм пуррине ҫирӗплетнӗ. Маларах кӑна Грозный хулин Савут район (Заводской район) сучӗ йышӑннӑччӗ.
Чечня Республикин Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ, ҫапла май «Терра» издательство кӑларнӑ энциклопедин 58-мӗш томне (чеченсене вӑл томри «Чеченская республика» статья килӗшмен) ҫитес вӑхӑтра федерацири экстремизмлӑ материалсен списокне кӗртмелле пулать. Сутлӑхран та кӑларса илме тивет. Издательство ҫавах та ал усасшӑн мар, малалла сутласасшӑн.
Пысӑк энциклопедин тӗп редакторӗ Сергей Кондратов ку суд ӗҫне политикӑллӑ тесе шутлать, статьяна ҫырнӑ чухне авторитетлӑ ҫалкуҫсемпе ҫеҫ усӑ курнӑ тесе пӗлтерет.
Пысӑк энциклопедие «Терра» 2006 ҫулта 150 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ӑна актуаллӑха ҫухатнӑ Пысӑк совет энциклопедине улаштарма хатӗрленӗ тесе пӗлтернӗ.
Элӗкре пурӑнакан Никита Ларионович пӗр самант та ӗҫсӗр ларма пултараймасть. Е йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртать, е унӑн чунне хевтеллӗ туйӑм тыткӑна илет.
Кӑҫал юратнӑ ҫыравҫӑн «Ват ӑшши» сӑвӑсен пуххи пичетрен тухрӗ. Кӗнекене тӗрлӗ ҫулсенче шӑрҫа евӗр ӑсталанӑ мерчен сӑвӑсене пуҫтарнӑ. Ҫав тери тарӑн чун сисӗмлӗ Никита Ларионович проза витӗмлӗхӗпе те («Олимп каҫалӑкӗ», «Йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю», "Хӗр тупри"), сӑвӑ ҫивӗчлӗхӗпе («Чӗре тапнӑ чух», сӑвӑсен пуххи) те вулавҫӑсене илентереччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ сӑвӑ кӗнекине уҫакан Элӗк ен ҫепӗҫ лирикӗн чунӗ иксӗлми хӗрӳве упраса пынине ӑнкартса илме пултарать. Ветерансен ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнать пулсан та, Н. Ларионов чун хӗлхемӗпе тавра ҫут тӗнчене пархатарлӑ ӑшӑтать, унпа калаҫса илни чӗрене пурнӑҫ утӑмӗнче вӑй-хал парать.
Малашне те тӑван халӑха савнӑҫ кӳрекен ӗҫ-пуҫра автора Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр.
Ҫӗнтерӳ Кунне 65 хут уявлас умӗн кӗнеке лавккисене ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ — «Алӑкран тухрӑм — тайӑлтӑм...» юрӑсен пуххи. Ӑна пухса кӑлараканӗ — Светлана Лаврентьева. Кӗнекене пӗлтӗр пуш-ҫертме уйӑхӗсенче ирттернӗ Республикӑри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юрлакан юрӑсен I фестиваль тӑрӑх хатӗрленӗ.
Кӗнекене тури, анатри тата анат енчи чӑвашсен салтак юррисем кӗнӗ. Ҫавӑн пекех унта тӑлӑха юлнисен, упӑшкисене ҫухатнисен юррисем те пур. Юрӑсене республикӑри 14 районта, Тутарстанӑн Пӑва районӗнче, Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карапулак районӗнче ҫырса илнӗ.
Кӗнекепе Чӑваш наци музейӗнче ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче паллаштарчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн Министрӗ Роза Лизакова, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев тата ыттисем пулчӗҫ. «Уяв», «Валинке» тата Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин студенчӗсем кӗнекене кӗнӗ юрӑсене шӑрантарчӗҫ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа Красноармейски район хаҫачӗн тӗп редакторӗ, нумай ҫул хушши журналистикӑра ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен публицист, Раҫҫей журналисчесен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ И.А. Прокопьев (Чураль) ҫӗнӗ кӗнеке, «Ҫӗньял Упи салтакӗсем», кӑларчӗ. Кӗнекене Ҫӗньял Упи ялӗнчен фронта тухса кайнӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Автор хӑйӗн таврапӗлӳ ӗҫӗнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вӑрҫӑ ветеранӗсен сӑнарне уҫса панӑ. Шел пулин те, вӗсенчен пӗри те пирӗнпе юнашар ҫук.
Сӑмах май, ҫак пӗчӗк ялтан Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине 70 ытла ентеш тухса кайнӑ, вӗсенчен 43-шӗ вӑрҫӑ хирӗнчех юлнӑ.
Кӗнекере Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен те сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпе суйласа илнӗ професси ҫыннисем ҫинчен те материал тупма пулать.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомол премийӗн лауреачӗн Юрий Семенович Сементерӗн «Ӗмӗрсем параҫҫӗ алӑ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн IV курс студенчӗсемпе преподавателӗсем те пулчӗҫ. Малтанах Юрий Сементер сӑвӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнӑшӑн Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене, килнӗ хӑнасене тав турӗ. Хӑйӗн тӑватйӗркелӗхӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне ҫутатма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Кӗнекене чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыннисем хакларӗҫ. Университет студенчӗсем вара хӑйсене интереслентерекен тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Галина Шадрина вара поэтӑмӑр сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗ, пухӑннӑ халӑха савӑнтарчӗ. Уяв каҫӗнче Сементер сӑввисене вуланине илтме те май пулчӗ, пире вара, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсене, ҫав сӑвӑсене хамӑр патра ӑс пухнӑ, халӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӑн сотрудникӗ пулса ӗҫлекен Елена Толмасова вулани уйрӑмах савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |