Ҫак сӑмахсене вуласан ӗненмессӗн те пултаратӑр. Раҫҫейре пурӑнакансен 32%-чӗ Хӗвел Ҫӗр тавра ҫаврӑнать тесе шутлать иккен!
Ҫак ыйтӑва 2007ҫулта ҫамрӑксене панӑ пулнӑ. Ун чухне ҫакӑн пек шутлакансем 28% пулнӑ тет. Ку кӑна мар. Ҫӗр ҫынтан вунпӗрӗшӗ радиоактивлӑ сӗте вӗретсессӗн вӑл ӗҫме юрӑхлӑ тесе шутлаҫҫӗ иккен! Микроб е бактери теҫҫӗ пулас. Пӗлтӗр сывлӑша кислородпа ӳсентӑран, йывӑҫ-курӑк пуянлатать тесе 83% шутланӑ тет, кӑҫал вара ҫакӑнпа 78% кӑна килӗшет иккен.
Пирӗн халӑх ҫапла пулса тӑнине ниепле те ӗненес килмест. Раҫҫейе ухмахсем ҫавӑрса илеҫҫӗ-им? Вӑтӑр ҫул каялла эпир кӗнеке лавккисем умӗнче сехетшер черетре тӑраттӑмӑр, халӗ ҫав кӗнекесем лавккасенче тусанланса выртаҫҫӗ. Мӗнле хитре тата хӑйсем, алла тытма минетлӗ! Анчах та шучӗ 2-5 пинрен мала мар. Мӗншӗн? Халӑх вуламасть! Эпӗ шкулта вӗрентетӗп. Шкул программисем тӑнлӑ ҫын тума мар, укҫа шутлама, реклама вулама тата хӑвна хаклӑрах сутма кӑна вӗрентеҫҫӗ! Хальхи ҫамрӑка Хӗвел ӑҫталла тата мӗн тавра ҫаврӑннине пӗлни кирлӗ мар. Ӑна Хӗвелӗ те ӑшӑ е сивӗ чухне кӑна аса килет. Лайӑх канма, тутлӑ ҫиме. Хальхи ҫамрӑк, хулари хытӑрах тӗлӗнтерет: ҫитӗнет, авланать, ача-пача ҫуратса мӑнукӗсемпе савӑнать, анчах та ӗнен тӑватӑ чӗчӗ пулсассӑн унӑн тӑватӑ тӗслӗ шӗвек пулмалла тесе шутлать: сет, турах, йогурт, хӑйма юхмалла тесе шутлать.
Чӑваш Наци вулавӑшӗ ҫулсеренех ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнса Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ял вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи лайӑх вуланакан кӗнеке — 2010» ятпа курав йӗркеленӗ. Курава 2010–мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ чӑвашла тата вырӑсла хайлавсене тӑратнӑ.
Конкурс 7 номинаципе иртет:
• «Поэзи жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;
• «Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке;
• «Чи лайӑх ача-пӑча кӗнеки»;
• «Чи нумай вулакан вулавҫӑ»;
• «Кӗнекене вулаттарас енӗпе ирттерекен чи лайӑх мероприяти»;
• «Конкурс йӗркелесе ирттерес енӗпе чи лайӑх вулавӑш»;
• «Чи лайӑх реклама».
Калас пулать, ял ҫынни чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене тем пекех кӗтет. Ҫавна май 2010 ҫулта пичетленсе тухнӑ хайлавсен списокӗнчи Леонид Агаковӑн «Шанчӑк», Ангелина Павловскаян «Саланнӑ кӗлте», Нелли Петровскаян «Ҫил-тӑманлӑ каҫ», Валентина Тараватӑн «Кӗтмен венчет», Николай Теветкелӗн «Пушӑ гильза», Сергей Павловӑн «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях» хайлавӗсене вулавҫӑсем черет тӑрсах вулаҫҫӗ.
Мускаври «ЮниВестМедиа» издательствӑра Лидия Филиппова журналист-публицистӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн директорӗ-тӗп редакторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн «Ректор — это призвание» ятлӑ кӗнеки 1 пин тиражпа кун ҫути курнӑ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
704 страницӑран тӑракан сумлӑ кӗнекере университета 1990-2009 ҫулсенче ертсе пынӑ паллӑ экономист, политика тата общество ӗҫченӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫинчен, ҫав тапхӑрта аслӑ шкул мӗнле аталанни ҫинчен вуласа пӗлме пулать.
Ку кӑларӑм Лидия Ивановнӑн 9-мӗш кӗнеки шутланать. Сӑмах май, кӗҫех Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн аслӑ ҫулти шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсемпе повеҫсен тепӗр кӗнеки — «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» — тухмалла.
«Асран кайми» ятпа вулакан аллине ҫӗнӗ кӗнеке ҫитрӗ. Авторӗсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницӑллӑ ку ӗҫе Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял ӗҫченӗсене сума суса хатӗрленӗ. Ум сӑмахра (ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен перлӗхӗн пайташӗ Гурий Дубров хатӗрленӗ) шӑпах унӑн историне кӗрсе юлнӑ паллӑ вырӑнсем, йӑх-тымарсем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Асӑннӑ кӗнеке виҫӗ тӗп пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ «Туҫара — хӑнара» ятлӑ. Унта 2002 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Красноармейскинчи «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Н. Янкас премийӗн лауреачӗ Н. М. Никоноров) Анат Туҫана пысӑк концерт программипе ҫитсе килни ҫинчен туллин каласа панӑ. Ку ял — кӗнеке авторӗсенчен пӗрин, Юрий Анатольевич Перепелкинӑн — тӑван ялӗ. Унӑн аслашшӗ, Илларион Евдокимович — Социализмла Ӗҫ Геройӗ, ашшӗ, Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивӗҫнӗ. Курав залӗнче халӑх лӑк тулли пулнӑ, красноармейскисен концертне ҫынсем пысӑк хак панӑ.
Иккӗмӗш пайӗ — «Аслисене асра тытса» ятлӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ Л.Г.Петрова хатӗрленӗ «Текст: тишкерӳ ыйтӑвӗсем, ӗҫсем» (Шупашкар: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн издательство центрӗ, 2011. — 143 с.) вӗренӳ кӗнеки пичетлесе кӑларчӗ. Унпа чӑваш шкулӗн 6-9 класӗсенче вӗренекенсем урокра, килте усӑ курма пултараҫҫӗ.
Текстсем содержанийӗпе, тӗп шухӑшӗпе нумай енлӗ — ҫынна хисеплеме, Тӑван ҫӗршыва юратма, ҫут ҫанталӑка упрама т.ыт. те вӗрентеҫҫӗ.
Текстсем ҫумӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхи программипе мӗн вӗреннине аса илме, ҫирӗплетме, текст тӑвас пултарулӑха аталантарма пулӑшаҫҫӗ.
Кӗнекене Институтӑн издательство центрӗнче туянма пулать. Хакӗ — 67 тенкӗ. Инҫетрисем ӑна «СУМ» лавкка урлӑ туянайраҫҫӗ — кунти хак 72 тенкӗ (почта урлӑ).
АВН | 15 |
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Вӑтаел — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Унта 189 кил шутланса тӑрать. Ҫынсен шучӗ — 527. Ҫапах та ял историйӗ пуян. Кам кӑна ҫуралса ӳсмен пулӗ кунта! Нумай пулмасть Вӑтаел ялӗн кун-ҫулӗпе ҫыннисем пирки «Пӑла шывӗ хӗрринче» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке тухрӗ. Хатӗрлекенӗ — Вӑтаелте ҫуралса ӳснӗ Валентина Яковлева. Хальхи вӑхӑтра вӑл кӳршӗ ялта, Туҫара, ачасене пӗлӳ парать.
Кӗнекере кашни йӑх ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, сӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, ял историне тӗплӗн тишкернӗ. Вӑтаелти кашни ҫын унта хӑйне валли мӗн те интересли тупасса шанатпӑр!
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть ҫӗнӗ кӗнеке, «Янавар юмахӗсем», пичетрен тухнӑ. Ку вӑл — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрлекен нумай кӗнекеллӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмӑн 8-мӗш томӗ.
«Янавар юмахӗсем» кӗнекере, ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ, чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ юмахсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче пирӗн ума тискер кайӑксен — тилӗ, упа, кашкӑр, килти выльӑхсен — качака, сурӑх, кушак, йытӑ, тата ытти сӑнарсем тухса тӑраҫҫӗ. Пурӗ 250 яхӑн юмах. Ку таранччен янавар юмахӗсене ыттисемпе пӗрле пухса кӑларнӑ пулсан, хальхинче вӗсене уйрӑм кӗнекен хатӗрленӗ.
Тӗпрен илсен, юмахсене пухма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан алҫырусемпе усӑ курнӑ. Кӗнекене 1000 экземплярпа кӑларнӑ.
Туянас текенсем ӑна СУМ лавккара илейреҫҫӗ — хакӗ 170 тенкӗ.
Трак Ен тӑрӑхӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакан ывӑнма пӗлмен тата тараватлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ Антонина Герасимовна Львова 2009 ҫулта вулакансене хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине «Манӑҫми сӑнарсем» ятпа парнелерӗ. Кӑҫал вара унӑн иккӗмӗш пысӑк ӗҫӗ — «Сувар сӑмахӗ» кӗнеки 1 пин экземпляр тиражпа кун ҫути курчӗ.
Ку хутӗнче А.Г. Львова халӑха хӑйӗн 1975—1995 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисемпе юррисене тата пурнӑҫ пирки шухӑшланисене сӗнет.
Сӑмах май, ӗҫчен те пултаруллӑскер, кӑҫалхи майӑн 5-мӗшӗнче 82 ҫул тултарчӗ. Вӑл шкулсенче ҫамрӑк ӑрӑва чылай вӑхӑт чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, чи маттуррисене явӑҫтарса кружок та йӗркеленӗ. Ялсен, шкулсен историне тӗпченӗ, вырӑнти ҫынсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе интересленнӗ.
Ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑвӑ-юрӑсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтри паттӑрсемпе тылра вӑй хунӑ хӗрарӑмсен пурнӑҫӗпе таччӑн ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен автор хӑй те ҫав тапхӑрти йывӑрлӑха ялта тӳсӗмлӗн чӑтса ирттернӗ. Ҫавӑнпах пуль Антонина Герасимовнан ыттисене каласа памалли темӗн чухлех.
Кӗнекене мӗншӗн «Сувар сӑмахӗ» ят панӑ-ха? А.Г. Львова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, суварсем историлле ята ялан сӑвапланӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 66 ҫул тултарнӑ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви паха парне хатӗрлерӗ — Николай Максимовӑн «Пӗр хӗрес айӗнче» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Унта кӗнӗ хайлавсенчи ӗҫ-пуҫ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ ҫулсенче чӑваш ялӗнче пулса иртет.
Эпир халӗччен фронтри юнлӑ ҫапӑҫусемпе, вутри юратупа, совет салтакӗсен тыткӑнри пурнӑҫӗпе нумай паллашнӑ, анчах тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсемпе чӑваш ҫыннисен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен ҫырнине астумастӑп.
«Пӗр хӗрес айӗнче» повеҫри Силемпи госпиталь комиссарӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе хӑй кӑмӑлне хирӗҫлесех унта ӗҫлеме килӗшет. Малтанах, паллах, питӗ йывӑр килет хӗре. Вӑхӑт иртнӗ май нимӗҫ салтакӗсем пурте фашист пулманнине, вӗсен хушшинче таса чӗреллисем те пуррине ӑнланса илет. Силемпи тыткӑнри Курт Шаговецпа туслашать. Майӗпен туслӑх юратӑва куҫать. Австри ҫӗрӗ ҫинче фермер ӗҫӗпе пурӑннӑ Курта та вӑрҫӑ пачах кирлӗ мар. Совет ҫыннисем умӗнче хӑйне парӑмлӑ туйнӑран вӑрҫӑ пӗтсен те чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлесе пурӑнасшӑн вӑл, халӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.
Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.
Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.
Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |