Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Станислав Юхтарӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Ольга Туркай радиожурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Чуна ҫӗклекен, шухӑшлаттаракан, тыткӑнлакан ӗҫсем. Юхтар — космос!» — тесе ҫырнӑ вӑл.
Аса илтерер: Станислав Юхтар — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Вӑл – республикӑри паллӑ иллюстраторсенчен пӗри пулнӑ май чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекине хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре ҫӗрулми куравӗ хӑҫан иртӗ? «Агро-Инноваци» сайтӗнче ҫакна палӑртнӑ.
Регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2024» курав ҫитес ҫул нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫӗленӗ. Ҫав вӑхӑтра ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ те иртӗ.
Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, хамӑр патра тата ют ҫӗршывсенче туса илнӗ сортсен экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанма май пулӗ.
Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ.
Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ.
Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республикӑн Культура министерстви брифинг ирттернӗ. Вӑл 11 сехетре Константин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра иртӗ.
Брифинга «Три шедевра Левитана в Чувашии» курава халаллӗҫ.
Унта республикӑн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова, РФ Патшалӑх Думин VIII созыври депутачӗ Алла Салаева хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн филиалӗнче юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче XIX ӗмӗрти паллӑ вырӑс художникӑн Исаак Левитанӑн Патшалӑх Третьяков галерейинчи виҫӗ ӗҫе куравӗ иртӗ. Ун чухне «Свежий ветер. Волга», «Весна. Большая вода», «На Волге» ӗҫсене кӑтартӗҫ.
Экспонатсемпе раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен паллашма май килӗ.
Чӑваш Енри 40 делегат Мускавра иртекен курава тухса кайӗ.
Раҫҫейӗн «Ылтӑн кӗркунне-2023» 25-мӗш ял хуҫалӑх куравӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен иртӗ.
Ял хуҫалӑх куравӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи пултаруллӑ аграрисен опычӗпе паллашма май килӗ.
«Пирӗн те ырӑ енсем пур. Республикӑра пӗрремӗш агромаркет уҫӑлӗ», — тенӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Ҫи-пуҫ туса кӑларакан Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. Хӑйсен продукцийӗпе виҫӗ компани паллаштарнӑ: «Острая Роза» предприяти, «Пике» ҫӗвӗ фабрики, В.В. Мельникова уйрӑм усламҫӑ.
Курава хутшӑнма вӗсене Экспорта аталантарма пулӑшакан центр май туса панӑ.
«Экспоцентр» курав центрӗнче арҫынсен, хӗрарӑмсен, ача-пӑча, туй ҫипуҫӗн, тӗнчери « CPM — Collection Première Moscow» 40-мӗш куравӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри «Острая Роза» пальто, ҫиелтен тӑхӑнмалли ытти тумтире ҫӗлет. «Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет.
Екатерина Малинина ҫамрӑк дизайнер этнотум хатӗрлет. Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ.
«3 ҫул каялла пуҫа кӗнӗ шухӑшран курав таран ҫитме чылай тӑрӑшмалла пулнӑ ӑстан. Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ. Апла пулин те «Хитре» бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина. «Ҫӗвӗ ӗҫӗ — пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх», — тет дизайнерӑн амӑшӗ», — хыпарлать «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани.
Екатерина Малинина хӑйӗн лавккине чӑваш эрешӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать иккен.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман.
Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Анатолий Силовӑн «Вихри цивилизации» (чӑв. Цивилизаци ҫил-тӑвӑлӗ) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава музей директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Вӑл залри ӳкерчӗксенче вӑрттӑн символ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Портретсенче вара араб тӗнчин пайташӗсем, вырӑс, нимӗҫ, хрантсус ученӑйӗсем сӑнарланнӑ.
Сӑмах май каласан, Анатолий Силова «Иконописец Крылов Николай Иванович (1850-1900)» ылтӑн медальпе наградӑлама йышӑннӑ. Ку пирки Раҫҫейпе Палестина халӑхӗсен туслӑхӗн обществин культура комитечӗн наградӑсемпе ӗҫлекен комисси председателӗ Андрей Крылов академик видеоҫыхӑну мелӗпе пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Песни мудрости народов Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисем) курав ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫинчен вулавӑшӑн «Вулав центрӗ» секторӗн заведующийӗ Светлана Гордеева хавхаланса та кӑсӑклантарса ямалла каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вулавӑшра «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |