Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Пушкин картти» проект вӑя кӗнине эпир унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.
Проекта пирӗн республикӑри 15 культура учрежденийӗ хутшӑнӗ. Вӗсем ҫамрӑк куракансене авӑн-юпа уйӑхӗсенче кӑна 180-а яхӑн экскурсипе куравпа, ӑсталӑх сехечӗсемпе, концертсемпе спектакльсемпе савӑнтарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн икӗ эрнинче «Пушкин картти» проектпа килӗшӳллӗн 1100 ытла билет илнӗ те.
Ҫӗнӗлӗхпе ытларах ҫынна паллаштарас тата усӑ куртарас тесе Шупашкарти чарӑнусенче стендсем вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Проекта хутшӑнакан пулӑмсемпе организацисен списокӗпе ЧР Культура министерствин сайтӗнчи ятарлӑ баннерта паллашма май килӗ.
Пяан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Художество музейӗ ҫумӗнчи Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «САВНӐ ШУПАШКАР» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Енри Художниксен союзӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене тата Шупашкар хулин кунне асӑнса уҫма палӑртнӑ.
Экспозицие Чӑваш халӑх художникӗсен Праски Виттипе Николай Енилинӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Георгий Алексеевпа Петр Пупин ӗҫӗсем уҫӗҫ.
Театрпа декораци искусствине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Валентин Федоровӑн тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Шведовӑн ӗҫӗсем тӑрӑх хаклама май килӗ. Курав ытти нумай художникпа скульптор пултарулӑхӗпе те паллаштарӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ та паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗрин, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Музейҫӑсем Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑста живопиҫре, графикӑра, ӳкерессипе ӗҫленӗ. Ӑна карикатурист пек те аван пӗлеҫҫӗ. Кашни ӗҫрех «агеев» стилӗ палӑрать.
Владимир Агеевӑн пултарулӑхӗн биографийӗнче мифологие, легендӑсене тата халӑх юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ ӗҫсем сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗн фондӗнче 20 живопись ӗҫӗ упранать. Курава ҫав ӗҫсенчен йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче 14 ҫулти яшӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
«Я дарю вам свой мир» (чӑв. Хамӑн тӗнчене сире парнелетӗп) ят панӑ ӑна.
Куравра Федор Багановӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав ача керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталать. Тӑмӗ — Чулхула облаҫӗнчи Дивеево ялӗ патӗнчен илсе килнӗскер иккен.
Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ҫамрӑк ӑстан ку куравӗ — пӗрремӗш, анчах юлашки мар».
Федор Баганов Куславккари ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренет. Ача тӗрлӗ шайри конкурсра унччен пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ. Курав авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Александр Химушин паллӑ этнофотограф ЮНЕСКОн штаб-хваттерӗнчи курава хатӗрленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «The World in Faces» куравра 170 ӗҫпе паллашма май килӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫынсемпе паллаштарӗҫ. Таймырпа Ҫӗнӗ Гвинейӑри Папуаран тытӑнса Етӗрне районӗнчи Орапакасси таранах. Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ курава Тӗнчери тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне (кун пирки Пӗрлештернӗ Нацисен организацийӗн Ассамблейи хӑйӗн 74-мӗш сессийӗнче йышӑннӑ. Ҫав тапхӑра 2022 ҫултан 2032 ҫулччен тесе йышӑннӑ) халалланӑ.
Курав авторӗ Александр Химушин юлашки 9 ҫулта тӗнчери 85 ҫӗршывра пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулла вӑл Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ.
Курав уҫнӑ чухне чӑваш наци юррисем шӑранна. Вӗсене «Diva Ethno Future Sound» ушкӑн янӑратнӑ. Этно-ушкӑнӑн ертӳҫи — Руслан Соловьев музыкант. Вӑл Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл хӑйӗн маттур та пултаруллӑ, талпӑнуллӑ та ӑста ушкӑнӗпе чӑваш халӑх юррисене ҫӗнӗлле янӑратать.
Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн тата халӑх ӑстинсен маҫтӑрӗн Зинаида Воронован «Кӗмӗл тенкӗсен ялтравӗ» куравӗ уҫӑлӗ.
Унта Зинаида Воронован нумай ҫул хушши хӑй аллипе шӑрҫа-тенкӗрен пуҫтарнӑ чӑваш тумӗн капӑрлӑхӗсене курма май килӗ. Чӑваш наци музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ӑста «авалтан килекен йӑлана пӑхӑнса ӑсталанӑ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй те мӗн те пулсан ҫӗннине кӗртме тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑш-пӗр ӗҫӗсенче XIX ӗмӗрти капӑрлӑхсене ҫӗнетсе улӑштарса туни те сисӗнет».
Хальхи вӑхӑтра Зинаида Ивановна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсене хӑйӗн ӑсталӑхне вӗрентет. Ҫавӑнпа та курава вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратӗҫ.
Зинаида Ивановна ытти регионти чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн 26 регионне ҫитсе хай аллипе тунӑ чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. З.И. Воронова тӑрӑшнипе «Чӑваш халӑх тумӗ – халах эткерӗ» конкурс иртет.
Александр Химушин паллӑ этнофотограф ЮНЕСКОн штаб-хваттерӗнчи курава хатӗрленет.
«The World in Faces» куравра 170 ӗҫпе паллашма май килӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакансем ҫынсемпе паллаштарӗҫ. Таймырпа Ҫӗнӗ Гвинейӑри Папуаран тытӑнса Етӗрне районӗнчи Орапакасси таранах.
Кӑшӑлвируса пула ҫул ҫӳреме май килмен вӑхӑтра этнофотографа тусӗсем Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ. Шупашкарта вӑл Наци музейӗнче тата Кӗмӗл управҫӑра пулса курнӑ. Унтан «Мир в лицах» (чӑв. Тӗнче сӑнӗсем) фотопроект сӑнарӗсене шырама районсем тӑрӑх тухса кайнӑ.
«Кунта питӗ лайӑх ҫынсем. Ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Эпир ялта тата Сӑр юханшывӗн хӗрринче пулса куртӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ Александр Химушин.
Парижра Юлия Еремкина чӑваш фольклор управҫине мӑнукӗпе Настя Морозовӑпа тата Дарина Богоявленскаяна кӑтартӗҫ. Даринӑна «Ясна»этнокомплексра ӳкерсе илнӗ.
Кӳршӗллӗ Мари Элӑн тӗп хулинче, Йошкар-Олара, Чӑваш Енрен тухнӑ генерал лейтенантӑн Станислав Вороновӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Курав Историпе археологи музейӗнче ӗҫлет.
Пултаруллӑ ҫав ҫын 1957 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тури Хурасанта ҫуралнӑ. Хусанти университетра юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Унӑн ӗҫ биографийӗнче район прокуратуринчи, Чӑваш Ен прокуратуринчи должноҫсем те пур. 1982 ҫулта ентешӗмӗр патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ӗҫлеме тытӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине те ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗ Йошкар-Олара художникпа тӗл пулнӑ. Ҫав йышра Тимӗр Тяпкин та пулнӑ. Вӑл К. Иванова халалласа 1991 ҫулта СССР банкӗ кӑларнӑ юбилей укҫине Археологипе истори музейне парнеленӗ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Порохом пропахнувшие строки» (чӑв. Тарпа пиҫӗхнӗ йӗркесем) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫыравҫӑсен ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Кашни ҫыравҫӑн хӑйӗн кун-ҫулӗ. Кӗске те пархатарлӑ. 1905 ҫулта ҫуралнӑ Марк Аттай (Терентьев) 1942 ҫулта леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унӑн хайлавӗсем 1924 ҫулта пичетленме пуҫланӑ. Унӑн «Хӗрлӗ сӑнӑ» пуххинче — сатира тата юмор. Сержант званине тивӗҫнӗскер фронтра пуҫ хунӑ.
Иван Викторов (1901-1944) партизан отрячӗсенчен пӗрин разведчикӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне пурнӑҫланӑ чух фашистсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Минск облаҫӗнчи Борисов хулинчи концлагере ӑсатнӑ. 1944 ҫулхи кӗркунне нушалантарса вӗлернӗ. Иван Викторов — чылай публикаци авторӗ, унӑн кӗнекисем: «Ялти кӗвӗсем», «Ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫакансем», сӑввисемпе калавӗсем «Чӑвашӑн илемлӗ литератури» тата ытти кӑларӑма кӗнӗ.
Куравпа вулавӑшӑн Электрон вулав залӗнче, 212-мӗш пӳлӗмре, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен паллашма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |