Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче чӑваш композиторӗсен тата вӗсем илемлетнӗ халӑх юрри-ҫемми янӑрарӗ. Ӑна Раҫҫей композиорсен союзӗ йӗркеленӗ «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивальне хутшӑнса ирттернӗ.
Асӑннӑ каҫа институтра чӑваш композиторӗсен ӳнерӗн энциклопедийӗ тесе хакланипе килӗшмелле. Концерт программинче 10 авторӑн музыки янӑрарӗ. Ҫав шутра классиксен, ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен, хальхи вӑхӑтри авторсен хайлавӗсем пулчӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева Чӑваш Енӗн музыка культурипе туллин паллаштарса пычӗ.
Концертра республикӑри паллӑ солистсемпе, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Хусанти Дарья Мальцева фортепиано музыкипе килентерчӗ.
Шуашкарти культура эткерлӗхӗн ҫурчӗ шутланакан объетсенчен пӗрне кӗҫех юсаса пӗтерӗҫ.
Республикӑн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, телеграфпа «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) госиница ҫуртне 1962 ҫулта тунӑ. Ӑна малтанласа комплекслӑ сооружени тесе палӑртнӑ. Вӑл ҫыхӑну ҫуртӗнчен, 300 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗпе ресторантан, телеграфран, 50 хватретен тата ача пахчинчен тӑмалла пулнӑ. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килмен. Ҫурт хӑна ҫуртӗнчен тата телеграф ҫуртӗнчен (унта почта тата «Ростелеком» вырнаҫнӑ).
Юсав ӗҫне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сцена ҫинче те — пурнӑҫ» ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта 10 ҫыравҫӑ пьесине кӗртнӗ. Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Культура министерстви регионсем хушшинче ирттернӗ конкурсран суйласа илнӗ.
Кӗнекене 5 авторӑн (Александр Пӑртан, Николай Сидоровӑн, Рита Артин, Надежда Кириллован, Арсений Тарасовӑн) ҫитӗннисем валли ҫырнӑ пӗрер пьеси кӗнӗ. Ҫавӑн чухлех пьеса — ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисем. Вӗсен авторӗсем — Александр Пӑртта, Марина Карягина, Николай Сидоров, Левтина Марье, Владислав Николаев.
Ӗнер «Варкӑш» литература клубӗнче ҫамрӑк ҫыравҫӑн Ирина Кошкинӑн пӗрремӗш кӗнекине, «Уйӑх юлташне ҫӑлни» ятлӑскере,сӳтсе явнӑ.
Ирина – «Хыпар» Издательство ҫурчӗн кӑларӑмсемшӗн яваплӑ редакторӗ. Паллах, ӗҫлекен ҫыннӑн пушӑ вӑхӑчӗ сахал. Ҫапах вӑл калавсем ҫырма ӗлкӗрет. «Шупашкартан Патӑрьеле кайнӑ чухне автобусра телефонри блокнота ҫырса пытӑм. Киле ҫитсен те телефонран хӑпмарӑп, малалла ҫыртӑм та ҫыртӑм», - тет ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Унӑн кӗнекинчи калавсем ырӑ туйӑмпа тулнӑ. Сӑнарсем хӑйсем йӑнӑш тунине ӑнланса тӳрӗ ҫул ҫине тӑраҫҫӗ. Ирина Кошкинӑн хайлавӗсем – ӳсекен ӑру валли.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем Чӑваш тӗррин музейне ҫӳресе хавхаланаҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ центрта пӗлтереҫҫӗ.
Пирӗн халӑхӑмӑрӑн тӗрри чӑннипех те илемлӗ, унӑн кашни эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне час-часах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлӗнче вӗсем кунта каллех кайнӑ. Музей ертӳҫи Надежда Сельверстрова экспонатсемпе хавхалантарса паллаштарнӑ.
Кинемейсене XVIII ӗмӗрти хӗрарӑм кӗпи хӑйӗн илемӗпе тыткӑланӑ. «Кӑкӑр ҫине ҫакмалли те питӗ илемлӗ», — , тенӗ втатисем.
Паян Шупашкарти Трактор тавакансен культура керменӗн пысӑк залӗнче тӳлевсӗр концерт иртӗ. Ӑна Чӑваш Енри композиторсен союзӗ йӗркелет.
17 сехетре пуҫланакан концерта Чӑваш Енри хуткупӑсҫӑсен оркестрӗ, ача-пӑчан музыка тата ӳнер шкулӗсенчи ҫамрӑк юрӑҫсен тата инструментсен ансамблӗсен коллективӗсем, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ, вӑтам тата професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен ансамблӗсемпе солисчӗсем, клубсемпе кану учрежденийӗсен халӑх коллективӗсем хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Никита Бичурин ҫинчен спектакль хатӗрлени ҫинчен эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫӗн премьерипе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Спектакльти тӗп сӑнар — Раҫҫее Китайпа паллаштарнӑ ӑсчах, Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ Никита Бичурин.
Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, писателӗн тата драматургӑн Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Художник-постановщикӗ – Татарстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Булат Ибрагимов, тумсене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова хатӗрленӗ. Музыки — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лолита Чекушкинан, хореографийӗ – Андрей Петровӑн.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавательне республикӑн Культура министерстви юбилейпа саламлать. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Галина Смирновӑн ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ.
Ҫамрӑк музыкантсен пултарулӑхне туптама пулӑшассипе Галина Ивановна ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Вӑл Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ, 1968 ҫулта диплом илнӗ. Галина Смирнова — флейта ӑсти. Пӗр вӑхӑт вӑл Чӗмпӗрти симфни оркестрӗнче ӗҫленӗ. 1985 ҫултанпа Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшать. Училищӗри ӗҫ стажӗ — 38 ҫул, пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 55 ҫул.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакансем паян ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тумпа пынӑ. Ятарлӑ ҫипуҫ ҫуккисем хӑйсен тумне тӗрленӗ алшӑллисемпе илемлетнӗ.
«Ӗҫе тӗрӗпе» республика акцине эпир хаваспах хутшӑнатпӑр. Ҫипуҫ ҫумне илемлӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗчӗк сӑмса тутри те илем кӳрет, сӑн ҫуталсах каять», — тенӗ центрта ӗҫлекен Татьяна Ильина.
Унсӑр пуҫне центра куравсем те уҫӑлнӑ. Унта учреждение ҫӳрекен кинемейсемпе мучисем ӑсталанӑ хитре япаласемпе паллаштараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалласа питӗ лайӑх акци шухӑшласа кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, театрта «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль кӑтартӗҫ. Ӑна курма чӑваш кӗпине е чӑваш тӗрриллӗ тумтире тӑхӑнса кайсан тепӗр спектакле ҫур хакпа кӗртӗҫ. Асӑннӑ спектакль — премьера. Унӑн ячӗ — «Ӗмӗр сакки сарлака».
Ҫапла-ҫапла. Шӑпах ҫавӑ. Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх ӑна Чӑваш Республикин халӑх артистки, Наталия Сергеева режиссёр хатӗрленӗ. Премьерӑна раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |