Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗн актёрӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Кукин 80 ҫул тултарнӑ.

Пултарулӑхри ӗҫ-хӗлне 1964 ҫулта Чӑваш АССРӗн Радиовещани комитетӗнче диктортан пуҫланӑ. Пулас артист 1968 ҫулта Сартури И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Барнаулти Ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 1971 ҫултанпа тӑрӑшать.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫуртӗнче паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑнти ял халӑхӗ концерта пуҫтарӑннӑ.

Культура учрежденийӗн сцени ҫине Шупашкар муниципалитет округӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те, чӑваш эстрадин артисчӗсем те тухӗҫ.

18 сехет те 30 минутра пуҫланакан концерта Хачӑкри «Ямпах» вокал ансамблӗ тата Етӗрнекассинчи ял клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» ансамбль те хутшӑнӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш романсӗ» ятпа лекци ирттернӗ.

Лекторӗ – Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнер институчӗн кафедри доценчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алиса Агакова.

Пухӑннисене вӑл чӑваш музыкин хӑйне евӗрлӗхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, чӑваш романсӗпе паллаштарнӑ. Малтанхи чӑваш романсӗсене Александр Пушкинпа Михаил Лермонтов хайлавӗсене чӑвашла куҫарса йӗркеленӗ.

Лекцие Филипп Лукинӑн, Григорий Хирпӳн, Виктор Ходяшевӑн, Олимпиада Агакован, Григорий Анчиковӑн, Аристарх Орлов-Шуҫӑмӑн хайлавӗсем пуянлатнӑ.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чаваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Геннадий Медведева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Пулас артист 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑранпах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.

 

Культура
Светлана Белова. ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Светлана Белова. ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.

Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Шурҫамка» спектакль кӑтартӗҫ. Унӑн премьери пуш уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче пулӗ. Кӗҫнерникун спектакль 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ, эрнекун — 18 сехет те 30 минутра.

Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра коллектив ҫӗнӗ спектакле хатӗрлесе пӗтерессипе ҫине тӑрать.

Спектакле Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев лартать. Иртнӗ сезонта вӑл «Куккук куҫҫулӗ» спектакль хатӗрленӗ.

 

Чӑвашлӑх
чӑвашла юрлакан Ахмед.  vk.com/cheb121 ушкӑнри пабликран илнӗ скриншот
чӑвашла юрлакан Ахмед. vk.com/cheb121 ушкӑнри пабликран илнӗ скриншот

Сиринче пурӑнакан икӗ яш чӑвашла юрлаҫҫӗ.

Ҫав видеона халӑх тетелӗнчи «Новостная барахолка» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.

Ахмед ятлӑ арҫын ача тата унӑн тусӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантараҫҫӗ. Вӗсен репертуарӗнче — «Ҫумӑр ҫӑвать», «Сан ҫуралнӑ кун паян» тата ытти хит иккен.

Чӑваш эстрадипе вӗсене пирӗн ентешӗмӗр паллаштарнӑ-мӗн.

«Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи сарӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ», — шӑрантарать, сӑмахран, Ахмед.

 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-54381767_227707 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall-54381767_227707 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ иртӗ. Кунта сӑмах ача-пӑчапа валли ӳкернӗ ӗҫсем пирки пырать.

Чӑваш мультфильмӗсен фестивалӗ Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Унта ҫитсе курас тесен Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «а» ҫурта ҫитмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_227707
 

Культура
ТНТ видеовӗнчен илнӗ скриншот
ТНТ видеовӗнчен илнӗ скриншот

Чӑваш Енри юрӑҫа федераци каналӗпе кӑтартнӑ. «ТНТ» телеканал эфирӗнче кӑтартакан «Конфетка» шоура асӑннӑ ушкӑн юрӑҫи Денис Иванов пулнӑ.

«Конфетка» шоура комеди-клаб продюсерӗсемпе тӑван ҫӗршывӑн шоу-бизнесӗнче ҫӑлтӑрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем питех паллӑ мар юрӑсене хита ҫавӑраҫҫӗ.

Шоуна «Апельсин каччисем» ушкӑн солисчӗ Денис Иванов хутшӑннӑ. Ертӳҫӗсемпе экспертсем ушкӑнӑн 2000-мӗш ҫулӗсенче паллӑ пулнӑ юррине ҫӗнетнӗ. Дениса ҫавӑ килӗшнӗ.

Куракансен сасӑлавӗ тӑрӑх ҫав юрӑ финала лекнӗ, анчах тӗп парнене – 300 пин тенке – ҫӗнсе илеймен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_227807
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсене чысланӑ. Культура учрежденийӗнче нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӗҫ коллективӗн пухӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ. Пухӑннисен умӗнче ҫавӑн пекех учреждени директорӗ Максим Матросов тухса калаҫнӑ.

Филармонин Хисеп грамотипе Татьяна Васильева солист-вокалиста, Павел Козырев юрисконсульта, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗн артисчӗсене Иван Томбачева, Николай Еремеева тата Сергей Ререкина чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, [58], 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, ... 437
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ