Красноармейски салин культура ҫуртӗнче, Ҫемье ҫулталӑкне тата Хӗрарӑмсен кунне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ.
Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухнӑ. Хӗрсем чӑваш нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне ятарлӑ жюри хак панӑ.
Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2024» ята Анастасия Ершова (Трак вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2024» — Анна Жидова (Упи вӑтам шкулӗ). «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» - Ирина Степанова (Красноармейски вӑтам шкулӗ), «Сӑпайлӑ пике» - Карина Родионова (Еншик Чуллӑ территории пайӗ), «Хӳхӗм пике» - Инна Андреева (Алманч вӑтам шкулӗ), «Тарават пике» - Агния Егорова (Чатукасси территори уйрӑмӗ), «Пултаруллӑ пике» - Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ), «Илӗртӳллӗ пике» - Кристина Иванова (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Карина Федотова (Упи вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илнӗ.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен Елизавета Долгова хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗнче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, Елизавета Долгова – педагог, психолог, писатель, тӑлмач.
«Пухӑва ҫыравҫӑсен мастерскойӗ 65 ҫул тултарнине халалланӑ. Узбекистан, Казахстан, Туркменистан, Косово, Македони, Албани, Крым тата Турци ҫыравҫисем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Мероприятие Yakup Omeroglu ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ Елизавета Долгова.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ коллектив сцена ҫине «Акӑ ҫитрӗ ҫуркунне» программӑпа тухнӑ.
Филармонин коллективӗн кашни композицийӗ музыка чӗлхин илемӗпе, ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе, артистсем ӑсталӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе тыткӑнлать.
Репертуарта юрӑсем, ташӑсем, вокалпа хореографи сюитисем пулнӑ. Сӑмахран, «Матушка Россия», «Веселись, народ!», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар» тата ыттисем.
Пуш уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче та Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уявлакан Архив кунне халалланӑ.
Архив службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн историпе культура эткерлӗхӗ епле упраннипе, архив фончӗсенче мӗн пуррипе ачасемпе аслисем, историксемпе краеведсем паллашнӑ. Икӗ кунта Уҫӑ алӑксен кунне 200 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Унта пынисем нумай ҫӗннине пӗлме пултарнӑ.
Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. «Хастар» пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Трак тӑрӑхӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртнӗ.
Сӑмах май каласан, сӑвӑҫӑн амӑшӗ Агафия Николаевна ҫав тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Краеведени музейӗн ертӳҫи Валентина Тихонова пухӑннисене «Поэт амӑшӗн шӑпи» хайлавпа паллаштарнӑ. Шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем вара Ҫеҫпӗл сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ. «Чӑвашкино» студи ӳкернӗ «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильма кӑтартнӑ. Фильм авторӗ — Алексей Енейкин.
А. Пушкин ячӗллӗ вулавӑшра нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗпе Ольга Австрийская тӗлпулу иртнӗ.
«С книгой мир добрей и ярче!» (чӑв. Кӗнекепе тӗнче ырӑрах та ҫутӑрах) чӗрӗ диалога Пӗтӗм тӗнчери писатель кунне халалланӑ.
Ольга Австрийская – писатель, журналист, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри профессионал писательсен союзӗн членӗ, И.Н. Ивник, А.В. Емельянов ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Вулавӑшри тӗлпулӑва Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем пынӑ.
Ольга Автрийская ачасене хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ,
пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн кун ачи» спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна Марина Карягина пьеси тӑрӑх калмӑк режиссӗрӗ Борис Манджиев лартнӑ.
Спектакльте Ҫеҫпӗл Мишши рольне Сергей Никитин тӗлӗнсе каймалла ӗнентерӳллӗ те чунне парса вылярӗ.
Марина Карягина калашле, «паллах, малтан кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен пӗлмелле. Симвӑллӑ сцена чӗлхи хӑйех куракан чун-чӗринче нумай шухӑш-туйӑм ҫуратать».
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» драмӑна Раҫҫейри наци театрӗсен фестивалӗн программине кӗртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче Элистари Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртӗ. Унта Раҫҫейри 6 наци театрӗ хутшӑнӗ.
«Шинель» пластика драмипе чӑваш театрӗ тӗрлӗ фестивале унччен те хутшӑннӑ. Вӑл ӗҫе Мускаври, Иркутскри тата Севастопольти куракансен хаклама ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви муниципалитетсенчи кинозалсен пӗлтӗрхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Канашлу Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.
«2023 ҫулхи нарӑс уйӑхнчен тытӑнса эпир документлӑ тата илемлӗ наци фильмӗсене юсаса ҫӗнетнӗ кинозалсенче кӑтартатпӑр. Кӑҫал та ку ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. Сеанссен расписанине малтанах йӗркелеме тата вӗренӳ учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытма сӗнетпӗр», — тенӗ Светлана Каликова министр.
Иртнӗ ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗмӗрлери кинозалсене халӑх ытларах ҫӳренӗ. Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округсенчи кинозалсенче халӑх сахал пулнӑ. Чи лайӑх кинозалсен ертӳҫисене министерство Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |