Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артистне Николай Григорьева 85 ҫулхи юбилейпа саламланӑ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов Николай Даниловича пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — «Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе чысланӑ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унсӑр пуҫне юбиляра унӑн вӗренекенӗсем те саламларӗҫ, вӗсем хушшинче театрти ҫамрӑк артистсем те, культура тата ӳнерсен институчӗн студенчӗсем саламланӑ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ музейра чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртнӗ.
Унта хутшӑннӑ педагогика наукисен кандидачӗ, профессор, Юлия Дмитриева Александр Васильев композитор Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хур айӗнче» поэми тӑрӑх опера хатӗрлессипе ӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ.
Пысӑк Упакассинчи тата Йӗпреҫри шкул ачисем поэтӑн сӑввисене вуланӑ. Нина Ерилеева тата Раиса Евграфова краеведсем тӑван тӑрӑхӗсенче поэта халалласа ирттерекен мероприятисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Шупашкарти комплекслӑ социаллӑ центрӑн «Надежда» хорӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Юбилярӑн мӑнукӗ Людмила Эльгер пуҫтарӑннисене хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине асра тытнӑшӑн тав туса сӑмах каланӑ.
Ҫак эрнере Шупашкарти 183-мӗш ача пахчинче Зинаида Воронова модельер пӗчӗккисемпе тӗлпулнӑ.
Чӑваш наци тумне тата эрешне хатӗрлекен ӑста тӑван халӑхӑмӑрӑн мӗн тери пуян эткерлӗхӗ ҫинчен ачасене ӑнланмалла ансат чӗлхепе каласа кӑтартнӑ. Наци тумӗ культурӑн пӗр пайӗ пулни пирки палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хӑна ачасене чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ. Пӗчӗкскерсем ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларнӑ, япаласемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Росреестр Чӑваш Енри 100 ҫулти икӗ ҫил арманне шута илнӗ. Иккӗшӗ те Шупашкар округӗнчи Шоркка ялӑ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсем йывӑҫран тунисем.
Ҫак ҫил арманӗсем - Степановсен ҫемйин. Пӗрне 1911 ҫулта ашшӗ хӑпартнӑ, теприне 1926 ҫулта ывӑлӗ туса лартнӑ. Пӗрремӗшӗн шалти механизмӗ лайӑх упранса юлнӑ. Иккӗмӗшӗн вара йывӑҫ каркасӗ хавшанӑ.
Палӑртмалла: ку - Раҫҫейре ял тӑрӑхӗнче харӑсах икӗ арман упранса юлнӑ пӗртен-пӗр тӗслӗх.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӑш-пӗр ҫамрӑк чӑвашла туй ирттерме юратать. Ун пеккисенчен пӗрисем — Виктория тата Денис. Вӗсем туйӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, кӗрленӗ.
Пӗрне-пӗри юратакан икӗ чун хӑйсен туйне чӑвашла ирттерме шухӑш тытнӑ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвне вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те ырланӑ.
«Чӑн-чӑн чӑваш туйӗ час-час пулмасть. Эпир пирӗн пурнӑҫӑмӑрти паллӑ кун чылайлӑха асра юлтӑр, кайран та аса илсе пурӑнмалӑх, ыттисене каласа кӑтартмалӑх пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр», — тесе шухӑшлать ҫамрӑк арӑм.
(Людмила Сачковӑн «Авӑр» историлле романӗ пирки)
Юлашки ҫулсенче чӑваш хӗрӗсем тулли романсемпе самаях савӑнтарчӗҫ. Лайӑх-и, витӗмлӗ-и, тен, аплах та мар-и — маншӑн савӑнса та шухӑшласа вуламалли тупӑнсах пычӗ.
Сиктермесӗр сӑнаса пыракан паллӑ журналист, драматург, редактор, ҫыравҫӑ Людмила Николаевна Сачкова ҫинчен «Тӑван Атӑл» журнал умлӑ-хыҫлах темиҫе хӑтав (статья), хӑйӗн тишкерӗвне, фотоӳкерӗксене тата «Авӑр» романӗн сыпӑкӗсене пичетлесе пычӗ (ТА, 2022, 11, 12; 2023, 1, 2, 11). «Паян манӑн ҫыру сӗткелӗ ҫинче — «Авӑр» историллӗ роман-трилогин иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗш кӗнекине «Сиксе юхать Хула ҫырми» ятпа тухнӑскерне, ӑсчахсемпе вулакансем сӗнӗвӗсене шута илсе чылай улшӑну кӗртрӗм, истори пайне ҫӗнетрӗм, пуянлатрӑм. Тӑван ялӑн историне пикенсех тишкернӗ майӑн истори хӑй ман пата киле пуҫларӗ халь» — ҫырчӗ автор.
Алла кӑранташ тытсах вуласа пытӑм. Хамӑн хытса ларнӑ йӑлапа, шкулти пек ӗнтӗ, тӳрех мӗнле тема, тӗп шухӑшӗ ӑҫта, хӑш вӑхӑт, ырӑ-усал сӑнарсем пулса тухнӑ-и, хирӗҫтӑрусемпе (конфликтсемпе) ӗртӗсем (сюжет йӗрӗсем) пур-и-ха тесе шӑрпӑклантӑм.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта славянсемпе тӗрӗксен тӗнчине явӗҫ. «СЛАВЯНО-ТЮРКСКИЙ МИР: ИСТОРИЯ И СОВРЕМЕННОСТЬ» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тара хальхи вӑхӑт) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.
Мероприятие республикӑн Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, «Пӗлӳ» обществӑн регионти управленийӗ йӗркелӗҫ.
Шупашкарти XVII пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ.
Кинофестивале ӗҫсене «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этнос тата регионти кино» номинацисемпе йышӑннӑ. Йӗркелӳ комитетне Раҫҫейрен тата ют ҫӗршывсенчен (Бангладеш, Иран, Итали, Таджикистан) 300 ытла заявка килни паллӑ.
Комисси Раҫҫей, Европа тата тӗнче шайӗнчи ӗҫсене суйласа илессине пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Тӑван сӑмах – халӑх хӑвачӗ» ят панӑ ӑна.
Конференцие уҫнӑ ҫӗре Культура колледжӗн халӑх инструменчӗсен «Крещендо» ансамблӗ тата Шупашкарти 60-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Культура институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхене упраса хӑварас ыйту тавра ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ.
Кӑҫал пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Мускаври «Раҫҫей» куравра йӗркелӗҫ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, программа ҫапларах:
— Акатуйра тӑван халӑхӑмӑра Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Ҫавал» ансамбль, фольклор ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ.
— «Чӑваш туйӗ», «Симӗс ылтӑн», «Ака-суха ӗҫӗн уявӗ» чӑваш йӑли-йӗркисемпе паллашма пулӗ.
— Республикӑшӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансене тав хучӗсемпе чыслӗҫ.
— Спорт ӑмӑртӑвӗсенче регион чысне хӳтӗлесе малти вырӑнсем илекенсене наградӑсемпе хавхалантарӗҫ.
- «Ҫӑпата ҫыхасси», «Чӑваш тӗррине тӗрлесси» ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлеҫҫӗ.
- Пултарулӑх ҫӑлкуҫне тарӑнлатакансем вара тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вулама пултараҫҫӗ.
- Тӗп хуламӑрӑн юбилейӗн презентацийӗпе паллаштараҫҫӗ.
- Хӑнасене чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтараҫҫӗ.
- Лапамсенче йӗркелӳҫӗсем парнесем выляттарӗҫ.
- Акатуйра наци кӗрешӗвӗсем иртӗҫ.
- Чӑн чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулӗ.
Акатуйра тӗл пуличчен!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |