Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательстви Хуначи Кашкӑрӑн (Г.Н. Волков) «Юманпа хӗвел» очерксемпе юмахсен пуххине иккӗмӗш кӑларӑмпа пичетлесе кӑларчӗ. Кӗнекене алла илсен хӗрӗх ҫул каялла пулни куҫ умне тухса тӑчӗ.
1975 ҫулта Шупашкарта вӗренекен студентсем хушшинче тӗлӗнмелле хыпар ҫиҫӗм пек хӑвӑрт сарӑлчӗ: «Геннадий Волков профессорӑн «Юманпа хӗвел» кӗнекине пуҫтарса илеҫҫӗ». Эпир «Студентсен хулинчен» инҫе мар вырнаҫнӑ кӗнеке лавккине чупрӑмӑр. Пире хирӗҫ Веня Павлов студент, Элӗк ачи, ҫиҫсе килет, хул хушшине кӗрен хуплашкаллӑ 5-6 кӗнеке хӗстернӗ хӑй. «Юлашкисене илсе ӗлкӗртӗм, эсир Ленин площадьне е «Политкнига» магазина васкӑр», — сӗнчӗ вӑл. Хыпкаланса ҫӳрени харама каймарӗ, ҫав кун пӗрер кӗнеке тупса таврӑнтӑмӑр.
Ун чухне ҫӗнӗ кӗнекесене «йӑнӑш» тупса пуҫтарса илесси йӑлараччӗ. Тепӗртакран Хӑветӗр Уярӑн «Писательпе паллашни» кӗнеки тухнӑ хыҫҫӑн шӑв-шав ҫӗкленчӗ, эпир каллех кӗнеке лавккине чупрӑмӑр.
«Чарнӑ» кӗнекесене эпир пӗр-пӗрне парса вулаттараттӑмӑр, унти «политика йӑнӑшӗсене» тарласа шыраттӑмӑр, тупсан вӗсем мӗне пӗлтерни пирки сиксе тавлашаттӑмӑр.
Атӑлҫи, Мускав, Минск тӑрӑхӗсенчи ӳнерҫӗсем черетлӗ хут Кокель плэнерне пухӑннӑ. Каҫалхипе плэнера 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Яланхи пекех вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче иртет.
Плэнер икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ.
Вырӑнти шкул ачисем паллӑ ӳнерҫӗсенчен вӗренме пултараҫҫӗ. Турхан ялӗ чӑн-чӑн живопиҫ центрне ҫаврӑннӑ. Ӳнерҫӗсем илемлӗ вырӑнта алӑ хӑйех илемлӗ картина ҫырнине палӑртаҫҫӗ.
Кӑҫал ӳнерҫӗсем чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне уҫса паракан постановка ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ. Акӑ Рамиль Мигранов картининче хӗр станок умӗнче ларать. Беларуҫ ӳнерҫи Владимир Чернышов Кокель плэнерне иккӗмӗш хут килнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ӳнерҫӗсене плэнера икӗ хутчен ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Ара, унта чылай ӳнерҫӗн пулса курмалла-ҫке-ха.
Плэнера килекенсем Алексей Кокеле халалласа палӑк лартас шухӑшлӑ. Ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑн. Композицие Украинӑри скульптор Катиб Мамедов пурнӑҫланӑ. Йӑлтах — тӳлевсӗр. Композицире Кокель сак ҫинче ларса ӳкерет. Вӑл ялан ҫапла ӗҫленӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ.
Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ.
Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.
Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.
Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.
Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.
Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.
Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.
Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.
Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Каркалар ялӗнчи Николай Краснов композитора халалласа уяв ирттернӗ. Районта пурӑнакансем ӑна чи малтанах такмак ӑсти пулнипе пӗлеҫҫӗ. Куракансем унӑн пултарулӑхне кӑмӑлласа йышӑннӑ. Юрӑсем те ҫырнӑ Николай Иванович. Пӗрремӗш юррине Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ. Купӑспа калама вара шкула кайичченех вӗреннӗ. Хӑй ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырса юрра хывнине, такмак ҫырнине ас туман та Николай Иванович. «Шел пулин те, ытла та ир уйрӑлса кайрӗ пиртен Николай Иванович», — теҫҫӗ вырӑнтисем.
Уяв вӑхӑтӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗнчи «Салампи», Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне тата пуҫтарӑннӑ хӑнасене Николай Красновӑн юррисемпе, такмакӗсемпе савӑнтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май ытти композитор хывнӑ тӗрлӗ юрӑ шӑраннӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче тимӗртен тӗрлӗ кӳлепе шӑратса тӑвасси анлӑ сарӑлса пынине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хут та хыпарланӑччӗ.
Вӗсенчен пӗрне, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине, культура ӗҫченӗсен професси уявне ҫав хулана пухӑнса уявланӑ кун, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, халӑхпа тата тӳре-шарапа уҫнӑччӗ. Палӑка Культурӑна аталантаракан тата библиотекӑн районти центрӗ умӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шӑратса хатӗрленӗ ытти кӳлепене илсен, вӗсем хулари паркра тата ача пахчинче вырӑн тупнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хулари ҫул ҫавринчен инҫех мар вырӑнта вара тимӗртен ӑсталанӑ урам шӑлакан тӑрать. Аллине шӑпӑр тытнӑскер иртен-ҫӳрене тирпейлӗ пулма ыйтать. Хулара Эдуард Успенский ача-пӑча ҫыравҫин хайлавӗнчи Печкин «Нарспи» кӗнекепе тӑнине, сӑмах май каласан, Чӑваш халӑх сайчӗ те хыпарланӑччӗ-ха. Халӗ ӑна «Ҫыхӑнура» автопортал 15 ҫулхине халалласа «Одноэтажная Чувашия» (чӑв. пӗр хутлӑ Чӑваш Ен) фоторепортаж хатӗрлеме ҫула тухнисем асӑрханӑ.
Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат кашни ҫырӑнтару кампанийӗ хыҫҫӑн лотерея ирттерет. Кашнинчех хаҫатҫӑсем хӑйсен вулаканӗсене сумлӑ парне выляса илме май туса параҫҫӗ. Паллах, пӗчӗкрех парнесем те тыттараҫҫӗ-ха, анчах уйрӑмах ӑнӑҫуллисене самай паха япалапах хавхалантараҫҫӗ.
Шупашкар район хаҫачӗ пирки каласан, пӗр пилӗк ҫул каялла унӑн сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑнчӗ. «Чӑваш хаҫачӗсене урӑхла кӑларма май килнине кӑтартас килчӗ манӑн», — тенӗччӗ кун пирки вӑл вӑхӑтра хаҫатра дизайнер-верстальщикра тӑрӑшнӑ Виктор Бычков. Ҫак пултаруллӑ каччӑна Борис Чиндыков тӗп редактор ӗҫе чӗнсе илнӗччӗ. Паян вӗсенчен пӗри те «Тӑван Енре» ҫук. Анчах пултаруллӑ ҫынсем акса хӑварнӑ ырӑ ҫимӗҫе паянхи коллектив Татьяна Вашуркина редактор ертсе пынипе тивӗҫлипе тытса пырать.
Хаҫат ҫырӑнакансем хушшинче ирттернӗ эрнекунхи лотерейӑра Кӳкеҫре пурӑнакан Вера Антонова пӗр урапа вутӑ илме сертификата тивӗҫнӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче поэтсемпе спортсменсем пухӑннӑ. Мероприяти пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче «тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ» тесе пӗлтереҫҫӗ.
Вулавӑшра поэтсемпе спортсменсем курнӑҫнин сӑлтавӗ икӗ Владимир туслӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Пӗр Владимирӗ — Мускаври патшалӑх университечӗн профессорӗ, Раҫҫейӗн Писательсен союзӗн Мускаври организацийӗн пайташӗ Владимир Ежов теннисист. Тепри — Чӑваш Енӗн федерацийӗн вице-президенчӗ, Бокс енӗпе 1983 ҫулта Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ Владимир Ельник. Ӑш пиллӗ курнӑҫӑвӑн тӗп сӑлтавӗ Владимир Ежовӑн «Мне нужна в турнире Муза» ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курни темелле.
Литература каҫне Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн пайташӗсем, поэзие юратакансем, спортсменсем пуҫтарӑннӑ.
Республикӑн Наци вулавӑшне Владимир Ежов хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Чӑваш Енри кӗнеке издательстви Хакас Республикинчи семинара хутшӑннӑ.
Сӑнанӑ тӑрӑх, ку издательство республика тулашӗнчи тӗрлӗ мероприятие вӗҫӗмех хутшӑнать. Аталанас, ӗҫре ҫӗннине мӗн те пулин тупас, ӑна усӑ курас шухӑшлӑ кирек епле организаци те ун пек семинар-канашлусене хаваспах хутшӑнма кӑмӑл туни пирки иккӗленмелле мар ӗнтӗ.
Абаканти семинара хамӑр патри кӗнеке кӑларакансем кӑна мар, чикӗ леш енчисем те пуҫтарӑннӑ. Унта пухӑннисем электрон учебниксем кӑларассине, вӗренӳ литературин пахалӑхне ӳстерессине, стандартсене тата ытти саманта пӑхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Кирек епле ӗҫри ӑнӑҫу та ҫынсенчен килнине кура издательствӑра ӗҫлекенсен квалификаци шайне ӳстересси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |