Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекен уйрӑмах пултаруллӑ ҫынсене патшалӑх премийӗпе чысланӑ. «Сирӗн кун-ҫулӑр хисепе тивӗҫ. Суйланӑ ҫула чунтан парӑнни сӗре пӗрлештерет», — тенӗ республика ертӳҫи унта пуҫтарӑннисене. Ҫавсен шутӗнче Хӗветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова (Романова) та пулнӑ. Ӑна чылай литератор пысӑка хурса хаклать. «Ун пек вӑйлӑ куҫаруҫӑсем хальхи вӑхӑтра ҫук та», — теҫҫӗ ӑна-кӑна чухлакансем.
«Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — тенӗ юратса пирӗн халӑх. Вырӑс ҫыннисем пирӗн чӗлхен ҫепӗҫҫине илтчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлет Зоя Васильевна», — ырланӑ 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ тӑлмача Михаил Игнатьев.
Аса илтерер, Зоя Романова кандидатурине преми илме Чӑваш Республикинчи профессилле писательсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.