Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх юратакан участковӑя суйланӑ. Вӗсене гитарӑпа вылякан, пулла тата сунара ҫӳреме юратакан, футбол кӑмӑллакан пакунлӑ ҫын килӗшнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса республикӑран хутшӑнакан ҫынна палӑртнӑ. Капла ӑмӑрту саккӑрмӗш хут иртет. Республикӑри он-лайн сасӑлава 28-ӑн хутшӑннӑ. Халӑха килӗштерекен участковӑя палӑртмалли конкурс ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртнӗ.
Унта полицин Шупашкарти 1-мӗш пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Леонид Сазонов ҫӗнтернӗ. Вӑл гитарӑпа выляса юрлама, пулла тата сунара ҫӳреме юратать, футбол кӑмӑллать.
Йӗрке хуралӗнче 13 ҫул ӗҫлекен, ҫав шутран 5 ҫулне участковӑйра тӑрӑшакан полици майорӗ Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑнӗ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ.
Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсем шкул тата професси ҫинчен юрлӗҫ. Чӑвашла та шӑрантарӗҫ.
Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта учительсен хорӗн республикӑри V конкурсӗ иртӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне педагогсем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑнӗҫ.
Вӗрентекенсен пултарулӑх хӑватне, педагогсен хушшинче хор ӳнерне сарас тӗллевлӗ конкурса ЧР Вӗренӳ министерствипе пӗрлех РФ Халӑх вӗрентӗвӗн тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗ йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Зонӑсенчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ 9 коллектив республикӑри ӑмӑртура тупӑшӗ. Вӗсем чӑвашла тата вырӑсла юрлӗҫ. Малтанхи тапхӑра 500 ытла ҫынтан тӑракан 26 хор ушкӑнӗ юрланӑ.
Маттур та хитре пике Полина Яковлева И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗренет. Вӑл «Раҫҫейри студентсен мисӗ» конкурс коронине ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс авӑн уйӑхӗн 24-29-мӗшӗсенче Севастопольте иртнӗ.
Университет сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса юрист профессине алла илекен тепӗр студент та Александр Изоркин хутшӑннӑ. Вӑл та маттур пулнӑ: «Интеллект мистерӗ» номинацире мала тухнӑ. Полина вара коронӑна ҫӗнсе илнисӗр пуҫне «Пултарулӑх мисӗ» ята та тивӗҫнӗ.
Ҫитес ҫул «Студентсен мисӗ тата мистерӗ» конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетечӗ ҫумӗнче иртӗ. Кун пирки финалта пӗлтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче Ӗпхӳре «Ҫулталӑкри мобильлӗ репортер» Пӗтӗм Раҫҫейри преми иртнӗ. Унта хутшӑнакансем 8 номинацире тупӑшнӑ: «Репортаж», «Регионти чи лайӑх выпуск», «Ҫанталӑк блокӗ», «Мобильлӗ репортер», «Позитив», «Селфи-репортаж», «Социаллӑ ыйту», «Оперативлӑ кадр». Палӑртма кӑмӑллӑ: пӗр номинацире пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Андрей Хораськин ҫӗнтернӗ.
Андрей Хораськин япӑх ҫулсем, ҫуртсем тата ытти пӑтӑрмах пирки нумай ролик ярса панӑ. Ҫапла вӑл «Ҫулталӑкри мобильлӗ репортер» номинацире мала тухнӑ.
Андрей сцена ҫине хӑпарсан хӑй Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен пулнине, республикӑра ҫулсемпе лару-тӑру лайӑхах маррине (уйрӑмах – районсен хушшинчи ҫулсем) пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ проект «Russian Event Awards» Наци премийӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен йышне кӗнӗ. Финал Шупашкарта авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче иртнӗ.
«Ачасен чи лайӑх туризм пулӑмӗ» номинацире «Ясна» этнокомплекс «Хӗл мучи патӗнче хӑнара» проектпа ҫӗнтернӗ. Ҫак номинацирех Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн «Бал дошколят» проекчӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чи лайӑх турист MICE пулӑмӗ» номинацире «Экскурсисен тӗнчин» «Экскурсоводсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ» проекчӗ иккӗмӗш пулнӑ.
Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ проекта ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Пӗтӗмпе пирӗн республика пилӗк номинацире сакӑр проект тӑратнӑ. 1-3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ проектсем Раҫҫей шайӗнчи конкурс финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Чулхулара юпан 25-27-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫак кунсенче Питӗр хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри чи лайӑх педагогсене суйлаҫҫӗ. «Учитель года России – 2018» (чӑв. Раҫҫей вӗрентекенӗ — 2018) конкурс пырать. Ҫӗршывӑн 85 регионӗнчен суйланнӑ чи чаплӑ педагогсем, тӗрӗсрех, вырӑнсенчи конкурссенче палӑрнисем, темиҫе тапхӑрпа ӑмӑртӗҫ. Малтан — куҫӑн мар мелпе, кайран — куҫӑн. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш куҫӑн тур Питӗрти 56-мӗш академи гимназийӗнче пулӗ. Абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗ ячӗ юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче палӑрӗ.
Чӑваш Енрен Раҫҫейри конкурса Шупашкарти 12-мӗш шкулта ӗҫлекен Татьяна Андреева хутшӑнать. 33-ри хӗрарӑм конкурс саманчӗсемпе тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллаштарсах тӑрать, сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарать. Питӗр хулине вӑл ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав тӑвать.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи VII конкурсӗ иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ираида Вдовина сассине Чӑваш радиопа пуҫласа 1951 ҫулта янӑратнӑ. Унтанпа аслӑ Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Фольклор пухнӑ мухтавлӑ чӑваш пирӗнпе мар ӗнтӗ. Анчах ячӗ пӗрех асра. Унӑн юррисене паян та илтсе киленме пулать.
Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурсене Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗ Ираида Вдовинӑна асра тытса 2003 ҫулта ирттерме тытӑннӑ. Кӑсалхине 12 районтан тата Шупашкартан 49 солист, Пушкӑртстанпа Тутарстанран 2-шер солист хутшӑнмалла. Хамӑр республикӑри музыка вӗренӳ заведенийӗсенчи 10 студент та сцена ҫине тухӗ.
Шупашкарти пӗр компанин графика дизайнерӗ Мария Франк офис ӗҫченӗсен хушшинче ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсне хутшӑнать. Кунашкалли Чӑваш Енре – пӗрремӗш хут.
Мария ҫурмафинала тухмашкӑн кастинг витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен пикине пулӑшас килет тӗк ҫак сайта кӗрсе уншӑн сасӑлама май пур: www.missoffice.ru. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртӗ. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн, сайта кӗрсен пӗр талӑкра килӗшекен 3 пикене суйлама ирӗк пур.
Ҫак тапхӑр вӗҫленсен 30 пике юлӗ. Вӗсем «Офис мисӗ – 2018» конкурсӑн финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Мускавра раштавӑн 1-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫе корона тата 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурсҫӑсене общество деятелӗ Ирина Хакамада хаклӗ.
2009 ҫултанпа РФ Культура министерстви ӳнер шкулӗсенчи вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Кӑҫал ҫӗршыври 37 регионти 50 преподаватель ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсем те пур.
«Музыка ӳнерӗ» номинацире Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Григорьева тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен музыка шкулӗн педагогӗ Надежда Соловьева ҫӗнтернӗ. «Ӳкерӳ ӳнерӗ» номинацире вара Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Федотова палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ҫул укҫине РФ Культура министерстви тӳленӗ. Мала тухнисене, шел те, укҫан хавхалантармаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |