Шупашкарта чи лайӑх парикмахера суйланӑ. Конкурс Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 17 парикмахер хутшӑннӑ.
Парикмахерсем 75 минутра хӗрсене прическа тунӑ. Вӗсен ӗҫне ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствин ӗҫченӗсем, илем салонӗсен ертӳҫисем хакланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: чи лайӑх парикмахер Дария Прокопьева пулнӑ. 2-мӗш вырӑна Виктория Иванова йышӑннӑ, 3-мӗш вырӑна вара — Оксана Иванова.
Конкурсҫӑсене «Професси легендисем» номинацире те палӑртнӑ. Малти вырӑна Инга Чалбаева йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна Нелли Москвичева тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта Нина Ильданова пулнӑ.
Ҫак кунсенче Рязань хулинче «Воспитатель года — 2017» (чӑв. Ҫулталӑк воспитателӗ — 2017) пӗтӗм ҫӗршыври конкурс иртнӗ. Унта шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсем Раҫҫейӗн 75 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. Сумлӑ конкурса Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова та хутшӑннӑ.
Раҫҫейри пултарулӑх ӑмӑртӑвне кайиччен вӑл хулари тата республикӑри конкурссенче хӑйӗн кулленхи тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсемпе пӗр чӗлхе тупма та пӗлмелле, вӗсене аталантарассипе те ҫине тӑмалла. Ҫак енсем хӑйӗнче пуррине вӑл ӑсталӑх сехечӗсен вӑхӑтӗнче туллин кӑтартса панӑ.
Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинче тӑрӑшакан Наталия Машанова ҫӗршыври конкурсра малай тухайман пулин те уншӑн хуҫӑлман. Конкурсра Орлов облаҫӗнчи Дарья Курасова ҫӗнтернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Тутапстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче «Пӑва районӗнчи чӑваш пики — 2017» титулшӑн ӑмӑрту пулса иртнӗ.
Тӳрере культура управленийӗн ертӳҫисем, Пӑва тӑрӑхӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫи Владимир Ильин, Рункӑ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Гордеев, 2017 ҫулхи «Уяв пики» Анастасия Павлова, 2016 ҫулхи «Раҫҫей чӑваш пики» Ксения Романова пулнӑ.
Сцена ҫинче ултӑ хӗр тухнӑ. Спонсорсем хушшинче чӳречепе алӑк кӑларакансем те, ылтӑн сутакансем те, усламҫӑсем те пулнине пӗлтерет «Сувар» хаҫатра Константин Малышев.
Тӗрлӗрен номинацире мала тухнисене ювелир салонӗнче тавар туянмалӑх 5 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ.
Мӑкӑр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплина мала тухнӑ. Екатерина кӑҫал «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗнче» те палӑрнӑ, ҫитес ҫул ҫуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсра Пӑва районӗн чысне хӳтӗлӗ.
«Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӑҫал раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева паян Фейсбукра ҫырнӑ.
«Раҫҫейри чӑваш наци культура автономийӗсене, Чӑваш Республикинчи районсенчи ЧНК уйрӑмӗсене тата «Чӑваш пики» конкурсӑн вырӑнти ҫӗнтерӳҫисене пӗлсе тӑма!», — палӑртса каланӑ ҫав хыпарта.
Аса илтерер, маларах ӑна чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, халӗ ӑна раштав пуҫламӑшне куҫарнӑ. Конкурс Шупашкарти культурӑпа ӳнер искусствисен институтӗнче иртӗ.
«Раҫҫей чӑваш пики» ятшӑн тупӑшас шухӑшлӑ пикесен congress21@mail.ru электрон пуштӑпа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ыйту ҫырмалла е ЧНКна кӗрсе тухма та пулать.
Ыйтса пӗлмелли телефонсем: (8352) 62-35-61, 89199725359, 89278447648.
ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ.
Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future.
Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать.
Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ.
Ханты-Манси автономи округӗнче тӗпленнӗ Якимовсем «Ҫулталӑк ҫемйи — 2017» интернет-конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑнса финала тухнӑ 25 ҫемьерен чи маттурисене унти «Сургутская трибуна» (чӑв. Сургут трибуни) хаҫат сайтӗнче сасӑласа палӑртнӑ.
Якимовсем, Юрийпе Майя, асӑннӑ тӑрӑха 2008 ҫулта тухса кайнӑ. Канаш районӗнче ҫуралнӑскерсем туя тӑван тӑрӑхра чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ирттернӗ. Майя Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче бухгалтера вӗреннӗ, Юрий — Канашри финанспа экономика колледжӗнче экономиста, каярах аслӑ пӗлӳ илнӗ. Пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑскерсем аякра пурӑнаҫҫӗ пулин те вырӑнти чӑвашсен «Туслӑх» наципе культура автономийӗпе ҫирӗп ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
«Пире атте-анне: «Чӑваш ятне ан яр», — тесе вӗрентнӗ», — пӗлтереҫҫӗ Якимовсем.
«Чӑваш Ен НТРК» АУ тата «МТРК Мир» акционерлӑ хупӑ общество радиовещани тумашкӑн конкурс выляса илнӗ. Наци телерадиокомпнаийӗ 95,9 МГц хума, «Мир» 96,5 МГц хума выляса илнӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те Шупашкарта 0,25 кВт хӑватлӑ передатчиксем лартӗҫ.
Вещани концепцийӗ – «ирӗклӗ». 95,9 МГц хум ҫинче Наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. 96,5 МГц хум ҫинче вара «Мир» радиостанци пулӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар-ха. Ӗҫӗ нумай: техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелле, лицензи илмелле, ытти вак-тӗвеке пурнӑҫламалла.
Аса илтерер: халӗ Наци радиовӗ икӗ хум ҫинче ӗҫлет: 72,41 МГц (Йӗпреҫ) тата 105,0 МГц (Ҫӗрпӳ).
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ.
Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви хӑйне пӑхӑнакан учрежденисен ертӳҫисене суйламалли конкурс ирттернӗ. Ҫавсен шутӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗ патшалӑх архивӗ, Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ пур. Вӗсенчен кашни валлиех министерство пуҫлӑхсем шыранӑ, анчах пӗрин валли те палӑртма май килмен.
Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи иккӗшӗ валли пӗрер ҫын ҫеҫ конкурса хутшӑннӑ, культура эткерлӗхне упракан центр ертӳҫине ларма вара пӗр ҫын та ӑнтӑлман.
Рита Кириллова шухӑшӗпе культура отраслӗнчи «зубрсене» (вырӑс чӗлхинче ку сӑмахпа пысӑк шайри специалиста хакланӑ чух усӑ кураҫҫӗ) кӑларса яраҫҫӗ те унта ӑнтӑлакансем пуласси иккӗленӳллӗ. Пысӑк шайри специалистсен хушшинче журналист Николай Муратов (вӑл Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ) тата Наталья Фошина (Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн тата культура керменӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ) ячӗсене асӑннӑ.
Чӑваш Ен пики, 16 ҫулти Елизавета Ащеулова, «Ты супер! Танцы» телекурав проекчӗн суйлав тапхӑрне хутшӑннӑ. Тӳрех палӑртар, ку проекта тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Лиза та тӑлӑх. Вӑл хӑй «ПроГород Чебоксары» журналистне каланӑ тӑрӑх, питӗ ир тӑлӑха юлнӑ. Ӑна, тин ҫуралнӑскере, амӑшӗ ҫуралсанах хӑйӗн ашшӗ патӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Лешӗ ӗҫке ярӑннӑ, ачана пӑхман. Опека органӗн специалисчӗсем пӗчӗкскере кравать айӗнче тупнӑ та ача ҫуртне панӑ.
«Япӑх пурӑнатӑп тесе каламӑп. Анчах ачисене ҫуратса пӑрахса хӑваракансене ӑнланмастӑп. Ма ҫуратаҫҫӗ-ши тульккӑш?» — тенӗ Елизавета Ащеулова «ПроГород Чебоксары» журналистне.
Чӑваш Ен пики бал ташшисемпе кӑсӑкланать, нумай ӑмӑртура мала тухнӑ вӑл. Телекурав проектӗнче вара сцена ҫинче импровизациленӗ, тӳресен виҫӗ сассине тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |