Шупашкарти пӗр компанин графика дизайнерӗ Мария Франк офис ӗҫченӗсен хушшинче ирттерекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсне хутшӑнать. Кунашкалли Чӑваш Енре – пӗрремӗш хут.
Мария ҫурмафинала тухмашкӑн кастинг витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Ен пикине пулӑшас килет тӗк ҫак сайта кӗрсе уншӑн сасӑлама май пур: www.missoffice.ru. Тӗнче тетелӗнчи сасӑлав юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен иртӗ. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн, сайта кӗрсен пӗр талӑкра килӗшекен 3 пикене суйлама ирӗк пур.
Ҫак тапхӑр вӗҫленсен 30 пике юлӗ. Вӗсем «Офис мисӗ – 2018» конкурсӑн финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Мускавра раштавӑн 1-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫе корона тата 2 миллион тенкӗ парӗҫ.
Конкурсҫӑсене общество деятелӗ Ирина Хакамада хаклӗ.
2009 ҫултанпа РФ Культура министерстви ӳнер шкулӗсенчи вӗрентекенсен хушшинче конкурс ирттерет. Кӑҫал ҫӗршыври 37 регионти 50 преподаватель ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӗсен йышӗнче Чӑваш Енри вӗрентекенсем те пур.
«Музыка ӳнерӗ» номинацире Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Григорьева тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен музыка шкулӗн педагогӗ Надежда Соловьева ҫӗнтернӗ. «Ӳкерӳ ӳнерӗ» номинацире вара Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Ольга Федотова палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ҫул укҫине РФ Культура министерстви тӳленӗ. Мала тухнисене, шел те, укҫан хавхалантармаҫҫӗ.
«Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ нумаях пулмасть Софья Савнеш. Халӗ сасӑлав вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ.
Сасӑлава пурӗ 711 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «ОБРАЗЫ ГОРОДА» (чӑв. Хула сӑнарӗсем) концепцие ырланӑ. Ӑна «Брендум» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 50,07 проценчӗ ҫав ӗҫшӗн пулнӑ. Паттерн графика элеменчӗсенчен тӑрать. Вӗсем — хулашӑн пӗлтерӗшлӗ персонажсемпе объектсем. Ҫӗнтернӗ символикӑпа усӑ курса парнелӗх продукци хатӗрлӗҫ, хулана капӑрлатӗҫ.
Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, элемре чӑвашлӑх пачах та сисӗнмест.
Шупашкарти 130-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Лев Гренадёрский Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кӑларӑма хутшӑннӑччӗ. Кӑларӑм ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Халӗ 5 ҫулти ача Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра «Гид любитель. До 18 лет» номинацире тупӑшать.
Конкурса Раҫҫейри географи обществи йӗркелет. Унта хутшӑнакансен икӗ минута тӑсӑлакан ролик-видеоэкскурси ӳкерсе ярса памалла. Лев хутшӑнакан номинацие 600 ытла заявка панӑ.
5 ҫулти ача видеора Шупашкарти паллӑ вырӑнсем пирки сӑвӑласа каласа кӑтартать. Ӑна вӗсем амӑшӗпе ҫырнӑ. Лев Гренадёрские ҫӗнтерме пулӑшас килет-и? Youtube-канала кӗрсе курӑр. Жюри ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ чухне ролике миҫе ҫын пӑхнине, мӗнле хак панине шута илӗ.
Нумаях пулмасть Киров облаҫӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑха искусствӑллӑ майпа пӗтӗлентерекен операторсен тата зоотехник-селекционерсем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ иртнӗ. Вӑл ӑмӑрту — йӑлана кӗнӗскер. Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме унта Шупашкар районӗнчи «Атлашевский» кооперативӑн тата Тӑвай районӗнчи «Акконд-Агро» фирмӑн ӗҫченӗсем Елена Николаева тата Галина Павлова тухса кайнӑ.
Елена Николаева Вера Шумилова журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра кӗтмен-туман ҫӗртен аякри чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. «Эпӗ чӑвашла калаҫнине илтсе ман пата Удмурт, Саха Якути республикисенчен, Самар облаҫӗнчен килнӗ чӑвашсем пычӗҫ. Эх, калаҫрӑмӑр вара тӑван чӗлхепе! Юрларӑмӑр та, йӗрсе те илтӗмӗр», — ӑнлантарнӑ хӗрарӑм хаҫатҫӑна.
Чӑваш Енри тӳре-шарана вырӑсла вӗрентме шухӑш тытнӑ. Ҫакӑн валли хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Нумаях мар-ха. 48,4 пин тенкӗ. Патшалӑх служащийӗсене хушма пӗлӳ парас кӑмӑллисене суйламашкӑн конкурс ирттерме йышӑннӑ.
«Современный русский язык» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри вырӑс чӗлхи) программӑпа вӗрентекене палӑртмалли уҫӑ конкурс пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Администрацийӗ йӗркеленӗ. Тӳре-шарана вырӑсла вӗрентес кӑмӑллисен заявкисене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ.
Чӗлхе пӗлӗвӗн шайне ҫӑпла майпа ҫывӑх вӑхӑтра 20 ҫын аталантарайӗ. Курса уҫӑмлӑ майпа йӗркелӗҫ. Вӑл кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен иртмелле. Чӗлхе пӗлӗвне тӳре-шара 18 сехет хушши ӑша хывӗ.
Нумаях пулмасть Питӗрте «Мисс и миссис великая Русь-2018» (чӑв. Руҫӗн илемлӗ хӗрӗ тата хӗрарӑмӗ-2018) илемпе пултарулӑх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Мурманскра пурӑнакан 40 ҫулти Светлана Кулага (Васильева) «Королева Великой Руси-2018» (чӑв. Аслӑ Руҫӗн королеви-2018) ята тивӗҫнӗ.
Светлана уйӑхра чухнех тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Малтан вӗсен ҫемйи (ашшӗ — ҫыр ҫынни) Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнче пурӑннӑ, кайран — Мурманскра.
Светлана — виҫӗ ача амӑшӗ. 10-ри тата 11-ти ывӑлӗсем хоккей секцине ҫӳреҫҫӗ. Анна хӗрӗ Питӗрте драма актерне вӗренет. Офицер мӑшӑрӗ суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен пӗр организацире ертӳҫӗре тӑрӑшать. Илем конкурсне вӑл ҫичӗ ҫул каялла пуҫласа хутшӑнса пӑхнӑ.
«Ҫемье маншӑн чи пӗлтерӗшли», — терӗ ҫак йӗркесен авторне телейлӗ амӑшӗ тата мӑшӑр.
Чӑваш Енӗн НТРК «Тӑван радио» (100.3 FM) уҫӑлнӑранпа 5 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван Юрӑ» музыка премийӗ» конкурс ирттерессине пӗлтерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Опытлисен те, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тӑракансен те. Юлашкинчен каланисене «Ҫӗнӗ ят» номинацире палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх юрӑҫсене, чӑвашла юрӑсем валли сӑвӑ ҫыракансене, музыкантсене, ушкӑнсене, дуэтсене 10 номинацире чыслӗҫ.
Музыка премийӗшӗн иртекен конкурса хутшӑнмалли композицисене кӑҫал ҫырнине шута илӗҫ. Профессилле аранжировка тата сӑмахӗсем хитре пулни те пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫсене «Тӑван радио» (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) редакцине ҫитермелле е tavanradio@mail.ru электрон пуштӑпа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӑсатмалла.
www.hupar.ru Фото cap.ru
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннӑ. Ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе палӑртнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ.
Конкурса Раҫҫейӗн 85 суъектӗнчен 329 заявка ҫитнӗ. Шупашкарти Львовсем палӑрнӑ «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинаципе 74 заявка пуҫтарӑннӑ. «Ҫамрӑк ҫемье» ята тивӗҫме 69-ӑн ӗмӗтленнӗ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацие – 70-ӗн, «Ялти ҫемье» пулма 68-ӑн ҫунатланнӑ. «Раҫҫейӗн ылтӑн ҫемйи» номинацие 48 пухӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Львовсем тӑхӑр ача ӳстереҫҫӗ. Ҫав шутран виҫҫӗшӗ — хӑйсем ҫуратнисем, тепӗр улттӑшне вӗсем усрава илнӗ. Маларах ҫемье республикӑри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Шупашкарти пике Тӗнче шайӗнчи илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Александра Николаева Крымра иртнӗ «Хура тинӗс ахахӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Кунашкалли юлашки 22 ҫулта пӗрремӗш хут пулнӑ.
Чи хитре пикене утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче суйланӑ. Александра Николаева модель республика чысне Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи конкурссенче пӗрре мар хӳтӗленӗ. Александра ҫитӗнӗвӗ пирки «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче те ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл унта кунашкал ҫӗнтерӳ 22 ҫул пулманни пирки те хыпарланӑ.
«Конкурс йӗркелӳҫисене пухнӑ опытшӑн тав тӑвас килет: ҫӗнӗ паллашусемшӗн, Хура тинӗс хӗрринче ирттернӗ пӗр эрнешӗн, асран тухми лайӑх кӑмӑлшӑн. Тавах», - ҫырнӑ модель.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |