Шупашкарти электромеханика колледжӗнче Чӑваш Енри ватӑсен конкурсӗ иртнӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ ҫынсем компьютер умне ларса ҫак техникӑпа усӑ курма епле пӗлнине кӑтартса панӑ.
Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра лайӑх кӑтартупа палӑрнисем Раҫҫей шайӗнче компьютер ӑсталӑхӗ енӗпе иртекен VIII чемпионата хутшӑнӗҫ.
Республикӑри конкурса 18 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ваттисем хутшӑннӑ. Вӗсен компьютер ӑсталӑхне икӗ категорие пайласа палӑртнӑ: «Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» тата «Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан».
Компьютера лайӑх пӗлекенсенчен «Чи лайӑх хӑтлав» номинацире Шупашкар районӗнчи Константин Иванов ҫӗнтернӗ, тинтерех усӑ курма тытӑннисенчен — Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
«Компьютерпа усӑ курма пуҫлакан» категорире 1-мӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Елена Ястребова тухнӑ, 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Шупашкарти Валентина Пронина, 3-мӗш вырӑна – Шупашкарти Калинин районӗнчи Валерий Логинов.
«Компьютерпа пӗлсе усӑ куракан» категорире 1-мӗш вырӑнта — Етӗрнери Елена Аникина, 2-мӗш вырӑнта – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова, 3-мӗш вырӑнта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Венера Федорова.
Паян «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ун вӑхӑтӗнче 2017 ҫулта чи нумай вуланӑ кӗнекесене хакланӑ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
«Проза жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» ята Валериан Муравьевӑн «Ҫылӑхлӑ арҫын» тата Хӗветӗр Агиверӑн «Йӗпхӳри сасӑ» кӗнекисем тивӗҫнӗ.
Ача-пӑча литературине илсен, кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем хушшинче Людмила Смолинан «Натали», аслӑ классем валли ҫырнисенчен Николай Андреевӑн «Шӑрӑх кунсем» кӗнекисене вулакансем юратса йышӑннӑ. «Драматурги жанрӗпе ҫырнӑ чи нумай вуланакан кӗнеке» — Николай Терентьевӑн «Суйласа илнисем. 3-мӗш том».
Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
«Ку мероприяти Наци кӗнекин фестивальне вӗҫлекен паллӑ мероприятисенчен пӗри», — тесе хаклать ӑмӑртӑва ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Фестиваль, сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче иртет.
«Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вулакан кӗнеке» конкурса Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Чӑваш Енри профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ.
Хальхи конкурса 2017 ҫулта пичетленнӗ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ 162 тӗрлӗ кӑларӑм хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли Информаципе консультаци центрӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» хысна вӗренӗвӗн учрежденийӗ Раҫҫейӗн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
Укҫа ҫӗнсе илес текенсем «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Поддержка семей, имеющих детей» (чӑв. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси) проектне хутшӑннӑ.
Шупашкарти учреждени 14,4 миллион тенке яхӑн укҫана тивӗҫӗ. Вӑл тупра пулӑшнипе «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» учрежденире информаципе консультаци центрӗ уҫасшӑн. Вӑл ашшӗ-амӑшне сӗнӳ-канашпа пулӑшса пырӗ. Унта ҫитсе килме те май пулӗ, тӗнче тетелӗ урлӑ та канашлама май туса парӗҫ.
Акан 19-мӗшӗнче республикӑри чи лайӑх вӗрентекене палӑртнӑ. Тӳрех каласа хӑварар: муниципалитет тапхӑрне 700 педагог хутшӑннӑ, вӗсенчен 129-ӗшӗ финала тухнӑ.
Республика конкурсӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» ята Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхин вӗрентекенӗ Ольга Физер тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри воспитатель» вара – Вӑрмар районӗнчи «Родничок» ача пахчин воспитателӗ Антонина Юнатанова. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Ирина Иванова илнӗ.
«Ҫулталӑкри психолог» - Канашри транспортпа энергетика техникумӗн вӗрентекенӗ Дина Мифтахутдинова, «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Шупашкарти 27-мӗш шкулти Наталья Иванова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Ангелина Антонова ҫӗнтернӗ.
Чи лайӑх педагогсем республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫентерӳҫӗсене Элтепер премине параҫҫӗ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа медаль хатӗрлеме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ медалӗн эскизне тӑвакансен конкурсне ирттерме йышӑннӑ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ йӗркеленӗ.
Элтепер Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медаль хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑмалла.
Конкурс материалӗсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Эскизсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-15-18, 64-20-26. Мӗнле электрон адреспа ҫырмаллине те кӑтартнӑ: kadr@cap.ru.
Шупашкар хула администрацийӗнче чи лайӑх воспитательсене тата педагогсене чысланӑ. Вӗсене кубок, диплом тата хаклӑ парнесем панӑ.
Каҫал «Ҫулталӑкри воспитатель» ята Шупашкарти 130-мӗш ача пахчин воспитателӗ Ольга Лихова, 128-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансемпе ӗҫлекен Татьяна Волчкова тата 158-мӗш ача пахчинчи Елена Хураськина тивӗҫнӗ.
«Педагог-профессионал» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ тата призер ячӗсене ҫаксем илнӗ: 106-мӗш ача пахчинчи логопед Екатерина Спиридонова, 25-мӗш ача пахчинчи вӑй-хал культурин инструкторӗ Мария Самотаева, 11-мӗш ача пахчинчи музыка ертӳҫи Светлана Сергеева.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса 105 ҫын хутшӑннӑ.
Чӑваш Енре чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн финалне камсем хутшӑнӗҫ-ха?
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республика шайӗнчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗрентекенсем класс сехечӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Жюри «Уҫӑ дискусси» конкурсӑн финалне хутшӑнма чи лайӑх 7 ҫынна суйланӑ. Вӗсем Раҫҫейри хальхи вӗренӳ тӗнче аталанӑвӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни, электронлӑ шкул малашлӑхӗ пирка калаҫнӑ.
«Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» конкурс лауреачӗсем пиллӗкӗн пулса тӑнӑ: Шупашкарти 1-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Татьяна Ильина, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнчи акӑлчан учителӗ Александр Кузьмин, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти ют чӗлхесен педагогӗ Константин Мартемьянов, Елчӗк шкулӗн акӑлчан чӗлхин вӗренеткенӗ Екатерина Сергеева, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхи учителӗ Ольга Физер.
Вӗсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята илессишӗн тупӑшӗҫ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.
«Чӑваш вӑййисем» номинаци
1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;
2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;
3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци
1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);
2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);
3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).
Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци
1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);
2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);
3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);
3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);
3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).
2013 ҫулта Шупашкар хули «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Кӑҫал та, хӑйӗн юбилейлӑ ҫулталӑкӗнче, тӗп хуламӑрӑн малти вырӑна тухас шанчӑк пысӑк: хальлӗхе вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш.
Шупашкаршӑн 143,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Палӑртмалла: юлашки уйӑхра уншӑн 26,5 пин ҫын сасӑ панӑ.
Хальлӗхе иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток, уншӑн 70,5 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Пенза хули, 59,2 пин сасӑ пухнӑ.
Шупашкаршӑн сасӑлӑр, конкурс вӗҫлениччен вӑхӑт пур-ха. Аса илтерер: вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче старт илнӗ те раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Танлаштарӑма 2012 ҫултанпа тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |