Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта кӗмӗл волонтерсен «Кӗмӗл чун» республикӑри виҫҫӗмӗш форумӗ иртрӗ. Унта республикӑри хастар ватӑсене пухрӗҫ.
«Эсир кӗмӗл мар, ылтӑн чунлӑ ҫынсем», — ырласа каларӗ хастар пенсионерсене Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗн председателе Леонид Черкесов. Маттур ватӑсене ытти тӳре-шара та: Олег Николаев Элтепер, ӗҫ министрӗ Алёна Елизарова — самай мухтарӗҫ-ха.
Хастарсенчен пӗри, Элӗк тӑрӑхӗнчи Ехремкасси ялӗнчи Виталий Степанов. Вптӑ ҫын пенсире те ахаль лармасть, ялти ачасене шахмӑт вӑййине выляма хӑнӑхтарать, тӗрлӗ ӑмӑртӑва илсе ҫӳрет. Ҫак ӗҫе вӑл укҫалла тумасть. Чун ыйтнипе. Вӑл — кӗмӗл волонтерсен республикари конкурсӗнче ҫӗнтернисенчен пӗри.
Чӑваш Енре халӑх промыслисен чи лайӑх ӑстисемпе ремесленникӗсене чыслӗҫ. «Чувашия ремесленная» (чӑв. Ремеслаллӑ Чӑваш Ен) конкурса 110 заявка килсе ҫитнӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене 24 номинацире чыслӗҫ.
Конкурса йывӑҫран, хӑваран, ҫӑмран, кӗҫҫерен, хурӑн хуппинчен, тӑмран, батикран тӗрлӗ япала ӑсталакансем, халӑх тумне хатӗрлекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарти Валентина Алексеева «Раҫҫей пики 2024» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: пирӗн республикӑран конкурса икӗ пике хутшӑннӑччӗ. Вӗсем — Валентина Алексеева тата Алла Кадеева.
«Раҫҫей пики» илем конкурсне хутшӑнакансем наци тумне те кӑтартнӑ.
Аса илтерер: унта Чӑваш Енрен Алла Кадеева тата Валентина Алексеева хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивӗҫлӗ пулнӑ.
Конкурса хутшӑнакан пикесем валли тума чӑваш эрешне тата тӗсне тӗпе хурса хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, илем конкурсне паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пӗтӗмлетмелле.
Шупашкарти 9 ҫулти Лена Еремеева «Ача-пӑча ҫӗнӗ хумӗ» сумлӑ конкурсӑн ҫурмафиналне лекнӗ. Вӑл унта Чӑваш Енрен - пӗртен-пӗр ача.
Лена 5 ҫулта «Голос. Дети» кӑларӑмӑн ТОП-80 списока лекнӗ, паллӑ ҫынсемпе - Александ Реввӑпа, Владимир Пресняковпа, Наталья Подольскаяпа - пӗр сцена ҫинче пулса курнӑ. Вӑл юрӑсем ҫырать, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине те кӑларма хатӗрленет.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. ЧР Цифра министерстви ҫавна май конкурс ирттерет.
Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж пулмалла. Документсене паянтан пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс чӳкӗн 8-мӗшӗнче иртӗ.
Аса илтерер: унччен телерадиокомпание Алексей Гурьянов ертсе пынӑ, вӑл ҫу уйӑхӗнче цифра министрӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Чӑваш Енри икӗ хӗр илем конкурсне хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ «Раҫҫей пики» сайтра онлайн сасӑлав пуҫланнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫесшӗн ӑмӑртакан 50 пике хушшинче Чӑваш Енри икӗ хӗр – Валентина Алексеева тата Алла Кадеева.
Пикесемшӗн кашни ҫын талӑкра пӗр хутчен сасӑлама пулать.
Нумай сасӑ пухнӑ 10 хӗр финалисткӑсен топ-20 списокне лекӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра хӳтӗлени пирки пӗлтернӗччӗ.
Вӑл конкурсра чи лайӑх 20 педагог йышне кӗреймен. «Хисеплӗ 21-мӗш вырӑна йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ Артем Максимов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл ҫак конкурса хутшӑнса ҫӗршыври чылай вӗрентекенпе паллашнине, опыт пухнине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: конкурс финалне 90 вӗрентекен хутшӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинчи М.В. Силантьев герой ячӗллӗ 1 номерлӗ шкулта «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» — «Живи, наш Сеспель!» ятлӑ поэзи уявӗ иртӗ.
«Вӗрентекенсене, библиотека ӗҫченӗсене, кӑмӑл тата вӑхӑт тупакансене пурне те уява йыхравлаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра.
Мероприятие Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Лидия Филиппова, Василий Захаров, Любовь Петрова, Николай Ишентей, Георгий Хавал, Ортем Гали, Роза Беляева, Геронтий Никифоров хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре чи хастар кӗмӗл волонтерсене палӑртнӑ. Конкурса пӗтӗмпе 32 хастар ватӑ хутшӑннӑ. Вӗсене 4 номинацире хакланӑ.
«Ҫӗнтерӳ волонтерӗ» номинацире Етӗрне тӑрӑхӗнчи Мария Кольцова «Хӑвӑн ӑшшуна ыттисене парнеле» программӑпа палӑрнӑ.
«Волонтер-наставник» номинацире Элӗк тӑрӑхӗнчи Виталий Ефимов «Шахмат — ӑнӑҫу ҫулӗн шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗ» практикӑпа мала тухнӑ. Шупашкарти Ирина Александрова — чи лайӑх «Эко-волонтёр». «Социаллӑ экспресс» номинацире те Шупашкарти кинемей ҫӗнтернӗ¸ вӑл — Алевтина Степанова. Ватӑ ҫын «Ретрогварди» театр студине ҫӳрет.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтерсен республикари форумӗнче чыслӗҫ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 11 сехетре Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |