
Куславккари Аксинья Кудряшова, 7-мӗш класра вӗренекенскер, Раҫҫей ШӖМӗ йӗркеленӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унӑн ӗҫӗ 12-14 ҫулсенчи ачасен хушшинче палӑрнӑ.
Аксинья ашшӗ-амӑшне ӳкернӗ. Унӑн амӑшӗ Светлана Николаевна – полици капитанӗ. Ашшӗ Владимир Николаевич – отставкӑри майор. Вӗсем службӑра паллашнӑ. Халӗ 3 ача ӳстереҫҫӗ: Катя, Аксинья тата Андрей. Аппӑшӗ те хитре ӳкерет, вӑл та ку конкурса икӗ хут хутшӑннӑ.

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Михаил Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑк ертӳҫӗсен «Ял лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ.
Унта ҫӗршывран пӗтӗмпе 16 пин ытла заявка килнӗ. Чӑваш Енрен иккӗн финала тухнӑ: Михаил Николаев тата Канаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Медведева.
Конкурсра виҫӗ тапхӑр пулнӑ. Михаил Николаев кашни задание ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа мала тухнӑ.

Шупашкарти 201-мӗш ача пахчин аслӑ воспитателӗ Ирина Дергунова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри воспитательсем» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ.
Пирӗн ентеш «Шкул умӗнхи инклюзивлӑ вӗренӗве пурнӑҫланин чи лайӑх практики» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Дергуновӑн практики ача пахчине хӑтлӑ тума, унти шӑпӑрлансене аталанма пулӑшать.
Сӑмах май, конкурса ҫӗршыври 500 ытла воспитатель хутшӑннӑ.

«Новочебоксарский» теплица комплексӗнчи Екатерина Аввакумова пахчаҫӑ-агроном «Лучший по профессии» (чӑв. Профессире чи лайӑххи) конкурсра «Пахчаҫӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Наградӑпа ӑна ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут чысланӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑшӑн 1 миллион тенкӗ преми панӑ.
Екатерина Аввакумова унччен республикӑри ҫавӑн пек конкурсра ҫӗнтернӗ, кайран вӑл федераци шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ.

«Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерстви шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине хӑй тӗллӗн илемлӗ текст хайласа пӗлес кӑмӑлне ырлас тата аталантарас тӗллевпе пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 9–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсемпе чӑвашла хайлавсен конкурсне ирттерет», — тесе пӗлтерет республикӑн Вӗренӳ институчӗ.
Йӗркелӳ комитечӗ конкурс валли ҫак темӑсем палӑртнӑ:
«Эп – чӑваш ачи, саватӑп хамӑрӑн Чӑваш ҫӗрне»;
«Илемлӗ чӑваш тӗрри те тӗрлеме пӗлсен кӑна»;
«Тӑван ҫӗр-шывран хакли нимӗн те ҫук».
Конкурса виҫӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ. Муниципалитет тапхӑрӗ — юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен, республикӑн кӗретсӗр тапхӑрӗ – чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен.
Виҫҫӗмӗш тапхӑра Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ирттерӗҫ.

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов РФ Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ «МедиаПоле» наци премийӗн ҫӗнтерӳҫи пулса 1 млн тенке тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: финала 79 регионтан пурӗ 1500 ытла заявка килнӗ. Кирилл Степанов тусӗпе Максим Соколовпа пуҫарнӑ «Айда по деревням» туризм маршручӗ жюри пайташӗсене тыткӑнланӑ. Ҫӗнсе илнӗ 1 млн тенкӗпе вӗсем туристсене ҫӗр каҫмалли условисем туса парасшӑн.
«Айда по деревням» проект питӗ интереслӗ. Вӑл хӑнасене чӑваш ялӗсемпе паллаштарма пулӑшать. Унта хутшӑнакансем фермӑсене кайса кураҫҫӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхаҫҫӗ.

Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан Илья Федулов Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӑйне евӗр талантсем» конкурса хутшӑннӑ. Жюри пайташӗсем унӑн ӗҫне палӑртнӑ.
Илья ҫак ялти интернатра пурӑнать. Вӑл пултаруллӑ — ӳкерме кӑмӑллать.
Ҫак конкурса Ильян «Пейзаж» ятлӑ ӗҫне ярса панӑ. Сӑмах май, унта Раҫҫейри тата Беларуҫри 4 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ильян ӗҫӗ вара 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл II степень лауреачӗ пулса тӑнӑ.

Чӑваш академи драма театрӗнче шкул театрӗсен «АСАМ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртма йӗркелӳ комитечӗ пуҫтарӑннӑ. Кун пек фестиваль пирӗн республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртет.
Тӳресем асӑрханӑ тӑрӑх, театр ӳнерӗпе кӑсӑкланакансен йышӗ кӑҫал самай ӳснӗ. Фестивале хутшӑнакансем репертуара та тӗплӗнрех суйласа илнӗ, спектакльте вылякансене те.
Кӑҫалхи фестивале 309 вӗрену учрежденийӗ 310 ӗҫпе хутшӑннӑ. Сцена ҫине 4031 ача тухнӑ.
Кӗҫех кам ҫӗнтерни паллӑ пулӗ.

«Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ «Дом культуры. Новый формат» (чӑв. Культура ҫурчӗ. Ҫӗнӗ формат) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ.
Культура ҫурчӗ «Клуб йышши регион шайӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗ пурнӑҫа кӗртнӗ проект» номинацире «Тӗрленӗ Раҫҫей» пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль ирттернипе палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра, Раҫҫейӗн Культура министерствин Пысӑк кинозалӗнче, чысланӑ.
Конкурса 72 регионтан 150 проектпа хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӑххӑрӑшне суйласа илсе чысланӑ.

Чӑваш Енре чи лайӑх муниципалитет служащине палӑртнӑ. Ку ята Шупашкар хулин администрацийӗн финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Куликова тивӗҫнӗ.
Надежда Глебовна конкурса «Современные формы представления проекта местного бюджета для граждан» проектпа хутшӑннӑ. «Ҫынсем валли хысна» проект Шупашкарта пурнӑҫа кӗме тытӑннӑ иккен. Хулари тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл ҫынсене финанс енчен тавҫӑруллӑрах пулма май парать тата влаҫа халӑхпа уҫҫӑнрах ӗҫлеме хистет.
