Кӑҫал пирӗн ҫӗршыври пултаруллӑ ҫемьесем хӑйсен юрлас ӑсталӑхне кӑтартса пӗр миллион тенке тивӗҫме пултарӗҫ. Конкурса музыкантсемлӗ, юрӑҫсемлӗ, пултаруллӑ ҫынсемлӗ династисем хутшӑнма пултарӗҫ. Чи пултаруллӑ ҫемьене 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
«Вместе. Музыкальная семья года по версии «Родников» конкурса «Родники» проект пуҫаруҫи тата илемлӗх ертӳҫи, Раҫей халӑх артисчӗ Олег Газманов ҫинчен каласа кӑтартакан мини-фильм уҫнӑ.
Конкурсантсен хӑсйен ҫемйипе паллаштаракан мини-фильм хатӗрлемелле. Унта вӗсем юрлани е хӑйсем хайланӑ музыка произведенийӗн сыпӑкӗ те пулмалла.
Фильмӑн стилӗ, жанр тата формачӗ ирӗклӗ. Ку вӑл илемлӗ е документлӑ фильм, хроника, киноэссе тата фильм-дневник, фильм-интервью, анимаци фильмӗ пулма пултарать. Ӗҫсене проефссилле камерӑпа е телефонпа ӳкерсен те йышӑнӗҫ. Вӗсен тӑршшӗ 7 минутран вӑрӑм пулмалла мар.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Республикӑра чи лайӑх старостӑна суйланӑ. Ҫак ята Красноармейски округӗнчи Андрей Кондратьев тивӗҫнӗ.
Виҫӗ ҫул каялла ӑна халӑх тӳрех 3 ял старости пулма суйланӑ: Шупуҫ, Вӑрманкас тата Туканаш. Ҫак ялсем пысӑках мар, хӗл каҫакан сахал. Ҫулла вара дачниксем самай килеҫҫӗ. Ҫынни нумай мар пулсан та татса памалли ыйтусем тупӑнсах тӑраҫҫӗ: ҫул тасатасси, ҫӳп-ҫап илсе тухасси, урамсенче ҫутӑ тӑвасси... Андрей Кондратьев пур ҫӗре те ӗлкӗрме, хастар пулма тӑрӑшать.
Палӑртмалла: конкурса республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла староста хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсенчен тӑваттӑшне конкурса хутшӑнма суйласа илнӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗнчи Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗ, полиграфи музейӗ. Авторӗ — «Хыпар» издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ Сергей Журавлёв. Ӗҫе издательствӑпа полиграфи комплексӗ тӑратнӑ.
Кӗске метрлӑ «Мальчик из Шоршел» илемлӗ фильма Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ. Автор — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ Елена Еделеева. Ӗҫе конкурса «Химик» культура ҫурчӗ тӑратнӑ.
Чӑваш халӑхӗн менталитетне тӗпченине халалланӑ спектакльсен «Моя Чувашия» трилогийӗн авторӗ — Алексей Болдырев. Вӑл — Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче актёр ӑсталӑхӗн тата режиссура кафедрин доценчӗ. Ӗҫе конкурса ҫав институт тӑратнӑ.
Е. Иванова-Блинован «Сурский рубеж» оперине Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ сӗннӗ.
Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк пулнӑ май чи лайӑх эколога суйлӗҫ. Вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи лайӑххи пулӗ.
Унта экологи сферинче ӗҫлекенсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ӗҫ опычӗ 3 ҫултан кая мар пулмалла.
Пӗрремӗш турта заявка памалла, хӑйсен ӗҫӗпе паллаштармалла. Иккӗмӗш тапхӑрта дистанци мелӗпе 40 ыйтӑва хуравламалла. Ҫу уйӑхӗнче конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен «НИИ экологии» АУра йышӑнаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Чӑваш паташлӑх академи драма тетарӗнче театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» XXIV республикӑри конкурсне пӗтӗмлетӗҫ. Савӑнӑҫлӑ пуху 14 сехетре пуҫланӗ.
Конкурса Чӑваш Енри мӗнпур патшалӑх театрӗ хутшӑнать. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче жюри фестиваль спектаклӗсене кӑтартма пуҫлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль»; «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль»; «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ»; «Чи лайӑх арҫын ролӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль»; «Музыка енчен чи лайӑх илемлетнӗ спектакль».
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнчи Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫейри «Сырӑш-2024» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тӑрӑшать.
Арҫын 5 ҫул ӗнтӗ йывӑҫран тӗрлӗ хатӗрсем, эрешсем касса кӑларать. «Ку ӑсталӑх ӑна юнпа куҫнӑ темелле. Аслашшӗпе асламӑшӗ хӑва хуллинчен хуҫалӑхра кирлӗ тӗрлӗ япала ҫыхнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
«Ӑста кулленхи пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем ӑсталать, ытларах чухне – савӑт-сапа. Кашни япалана хӑйне майлӑ тума тӑрӑшать», — хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ.
Иркутск облаҫӗнчи чӑваш хастарӗ Надежда Фидикова «О Родине с любовью говорим» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ҫинчен юратса калаҫатпӑр) сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсӗнче палӑрса пӗрремӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Надежда Фидикова — чӑвашсен «Юлташ» общество организацийӗн хастарӗ.
Конкурса Зима районӗнчи Самар ялӗнче йӗркеленӗ. Унта тава тивӗҫлӗ канурисем хутшӑннӑ.
Республикӑра «Земство вӗрентекенӗсем» валли вакансисем пур. Пӗтӗмпе - 15.
Вӗсене конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Унта республикӑри тата ытти регионти педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мала тухнӑ 15 вӗрентекене 1-ер миллион тенкӗ парӗҫ, 50 пин ҫынран сахалрах пурӑнакан яла ӗҫлеме ярӗҫ. Эрнере 18 сехетрен кая мар ӗҫлеме тивӗ. «Земство вӗрентекенӗн» ялта сахалтан та 5 ҫул вӑй хумалла.
Конкурса ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫӗртмен 20-мӗшӗччен шутлама вӑхӑт парӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пурӑнмалли вырӑна ҫитсе условисемпе паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗ «Старые Чебоксары» (чӑв. Авалхи Шупашкар) конкурс ирттерет. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хулине пуҫарса янӑранпа 555 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса хутшӑнакансем хула архитектури епле улшӑннипе, хулари урапмсемпе ҫуртсем ылмашса пынине кӑтартса памалла. Конкурса 14 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт-йӗр, урамсен, кварталсен, территорисен макетне кӑтартмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |