Шупашкарти Оксана (Ксения) Фёдорова Пӗтӗм Раҫҫейри «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш эрешӗ) конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ. Ырӑ хыпара халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Геннадий Иванов-Орков искусствовед пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Талпӑнуллӑ ал ӑсти хӑйӗн ӗҫне чунтан юратса пурнӑҫлать.
Канаш округӗнчи участковӑй Сергей Ипатьев республика шайӗнчи «Халӑх участковӑйӗ» конкурсра ҫӗнтерсе Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ. Вӑл 954 сасӑ пухса 47-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑна Белгород облаҫӗнчи Сергей Наумов участковӑй тухнӑ.
Сергей Ипатьева вара, республика шайӗнче 4 хут ҫӗнтернӗскере, кӗҫех ҫӗнӗ служба машини – «Нива Тревел» – парӗҫ.
«Россеть Атӑл» – «Чӑвашэнерго» 35 кВ-ран пысӑкранх подстанцисен ӗҫне тишкернӗ. Предприятин Кӑнтӑр производство уйрӑмӗн Тӑвайри подстанцийӗ мала тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Первомайская» тата Улатарти подстанцисем йышӑннӑ.
Тӑвайри подстанци 4,3 пине яхӑн ҫынна ҫутӑпа тивӗҫтерсе тӑрать.
Регионсен хушшинчи «Танцы с ДЕТKIDS» ача-пӑча конкурс фестивалӗнче Етӗрнери «Жемчужинка» ушкӑн 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем хӑйсен ӳсӗм категорийӗнче ҫӗнтернӗ.
Пирӗн ентешсем «Халӑх ташши» номинацире тупӑшнӑ, куракансене «Раҫҫей – Ҫӗр-аннемӗр» номерпе паллаштарнӑ. Палӑртмалла: ушкӑн ертӳҫи – Ирина Богданова. Ушкӑн 10 ҫул ытла каялла Етӗрнери ача-пӑча пултарулӑхӗн ҫуртӗнче йӗркеленнӗ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева Мексикӑра иртекен илем конкурсне хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян ирхине кӑтартусем паллӑ пулнӑ.
Пирӗн ентеш малтан топ-30 йыша кӗнӗ, унтан - топ-12 йыша. Анчах топ-5 йыша Валентина лекеймен. Унта Чили, Перу, Венесуэла, Дани тата Пуэрто Рико пикисем кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Дани хӗрӗ Виктория Кьер тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: конкурса тӗнчери 130 пике хутшӑннӑ.
«Раҫҫей мисӗ», Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Валентина Алексеева, хальхи вӑхӑтра Мексикӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлет.
Шупашкарта ҫуралнӑ хӗр Мексикӑна 6 чӑматан парне илсе кайнӑ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене толстовка парнеленӗ. Ун ҫинче – чӑваш эрешӗллӗ вырӑс матрюшки. Ун ҫинчех Анне палӑкӗ курӑнать.
Илем конкурсне хутшӑнӑкансем Валентинӑн парнисене хаваспах йышӑннӑ.
Чӑваш Ен хӗрӗ Мексикӑра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Аса илтерер: Шупашкарти Валентина Алексеева тӗнчери илем конкурсне хутшӑннӑ. «Мисс Вселенная» (чӑв. Тӗнче мисӗ) конкурсра хӑйӗн тумӗпе тӗлӗнтернӗ.
Питӗрти дизайнер хатӗрлесе панӑ платье ҫав каҫ хичӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки хӗр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Песни Родины» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн юррисем) конкурс ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — хор дирижирӗн тата халӑх юррин кафедри.
Соло, вокалпа ансамбль тата хор юррин Пӗтӗм Раҫҫейри X конкурсне хутшӑнакансем «академи юрри» тата «халӑх юрри» номинацисемпе хутшӑнма пултарӗҫ.
Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш романӗ» иккӗмӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи паллӑ. Кун пирки кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ ҫулталӑка яхӑн пына. Ӗҫсене 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Ххальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарас тӗллевпе ирттерекен конкурсра Ангелина Павловская паллӑ ҫыравҫӑн «Ҫутӑ ӗмӗт ҫунатлӑ» ал ҫырӑвӗ мала тухнӑ. Апла пулсан вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухӗ.
Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Мускавра вӗренекен Валентина Алексеева «Раҫҫей мисӗ» ята ҫӗнсе илни пирки пӗлтернӗччӗ.
Халӗ Валентина Мексикӑна Раҫҫей чысне «Тӗнче мисӗ» конкурсра хӳтӗлеме кайнӑ.
Конкурс чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртӗ. Унччен, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, наци костюмӗсене кӑтартас енӗпе шоу иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |