Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен каллех «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Хальхинче конкурсра Шупашкар округӗнче Карачура лесничествинче ӳсекен Киремет-юман тупӑшать.
Юман — Кӑшавӑш ялӗнчен инҫех мар. Вӑл 300 яхӑн ҫул ӳсет. Ҫӳллӗшӗ – 30 метр. Унӑн пӗлтерӗшӗ те хӑйне евӗр: хӑв вӑхӑтӗнче унта чӑвашсем йӑла-йӗрке туса ирттернӗ, вӑл вӗсемшӗн сӑваплӑ йывӑҫ шутланнӑ.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш юманӗшӗн сасӑлас тесен rosdrevo.ru сайта кӗрсе 73-мӗш номере тупмалла.
Аса илтерер: 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи 327 ҫулти юман ҫӗнтернӗ, уншӑн 21571 ҫын сасӑланӑ.
