Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫейӗн ҫӑкӑр карттине хатӗрленӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускаври славянсен ӳнерӗн регионсем хушшинчи XV пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ. «Русское поле» (чӑв. Вырӑс уйӗ) ят панӑскере Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ.
Сцена ҫине халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ тата чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тухнӑ. Халӑх наци йӑли-йӗркин конкурсне вара «Укӑлча» ансамбль хутшӑннӑ.
«Хитре» этнобренд Мускава кайнӑ. Унӑн «Бабушкин сундук» (чӑв. Асанне арчи) коллекцийӗ халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса хатӗрленӗ тумтирӗпе паллаштарнӑ. «Ириски» гастробренд та хӑйӗнпе паллаштарнӑ.
Чи пӗлтерешли вара — Раҫҫейӗн ҫӑкӑр картти. Унӑн тӑрршӗ 7,8 метр, сарлакӑшӗ 4,3 метр. Чӑваш Ен карттӑ валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ.
