
Красноармейски тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн пабликӗнче хыпарланӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, «уява ял ҫыннисем кӑна мар, хулара тӗпленнисем те, кӳршӗ ялсенче пурӑнакансем те йышлӑ пухӑннӑ».
Пӑрӑнтӑксене саламлама тӳре-шара, депутат тавраш пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов, Красноармейски районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Валерий Петров пулнӑ.
Ял кунне хатӗрленсе вырӑнти хастарсем урамсене илемлетсе капӑрлатнӑ. Сӑн ӳкерӗнмелли вырӑнсем те тунӑ. Ҫатан карта тытса ҫавӑрнӑ, ачасем валли каруҫҫел ӑсталанӑ, чуччу ҫакнӑ.
Ял уявӗнче пӑрӑнтӑксем туй йӑли-йӗркине тата салтака ӑсатнине кӑтартнӑ. Уява вӗҫлес умӗн вӑйӑ картине тӑнӑ.

Тинех тесе хакламалла пулӗ ку хыпар пирки. Чӑваш Енре сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне епле хатӗрлемелли пирки меслетлӗх кӑларӑмӗ хатӗрленӗ.
Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тумтирӗнче вак-тӗвек ҫук. Унта кашни тӗрӗ-эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ.
Тум ҫӗлекен ӑстасем, ҫав шутра художник-модельерсем, паян нумайланса кайрӗҫ. Анчах пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӗлсе ҫитереҫҫӗ-и-ха?
Чӑваш Ен Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе сцена тумӗ епле пулмалли пирки сӗнӳсен пуххине йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрлеме Культура министерствин тата Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Сӗнӗве вокалпа хор, юрӑ, ташӑ, фольклор тата театр коллективӗсем, ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗсем валли хатӗрленӗ.

Йӗпреҫри уҫӑ пӗлӗт айӗнчи этнографи музейӗнче «Сарӑ пике» фестиваль иртнӗ. Унта Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле округӗсенчи хастар хӗрарӑмсем пуҫтарӑннӑ. Мускавпа Тутарстанри хӑнасем те пырса ҫитнӗ. Хисеплӗ хӑнасем хушшинче Йӗпреҫ тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Семёнов тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Роман Алексеев та пырса ҫитнӗ.
«Сарӑ пике» фестиваль ят панӑ улах каҫӗ тӑван халӑх йӑх-несӗл историйӗпе кӑсӑкланакан, ӑна упраса хӑварассишӗн тӑрӑшакан пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пухать. Мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.
Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ.
Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать.
Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ.
Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ.
Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ.
Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх ӳнер музейӗнче «Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав уҫӑлнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейри хӗрарӑмсем канашӗн председателӗ тата телеведущи Мария Ситтель тата Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталия Николаева, ытти хӑна хушӑннӑ.
«Пирӗн республикӑра 120 ытла наци ҫынни пурӑнать, пирӗн тивӗҫӗмӗр вара чӑваш культурине, унӑн пуянлӑхне упраса хӑварасси», — тесе палӑртса хӑварнӑ Элтепер курав уҫнӑ чухне сӑмах каланӑ май.
«Про обряды и наряды / Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен» курав авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Шупашкарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче «Ача пахчинчи Акатуй» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кун пирки МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Уява шӑпӑрлансем чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑнса пынӑ. «Хамӑрӑн тӑван халӑха хисеплени, юратни, унӑн йӑли-йӗркине, эткерлӗхне, юрри-ташшине сума суни тӳрех палӑрать. Ҫакӑ та вӗсене пӗрлештерет ӗнтӗ», — пӗлтернӗ Татьяна Филимонова репортажӗнче.
Пултаруллӑ чӑваш ачисене саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров та пырса ҫитнӗ.
Элтепер ачасене «малалла та ҫавӑн пекех хамӑр йӑласене пӗлсе, хамӑр пурнӑҫра усӑ курса хастаррӑн утма» сӗнсе каланӑ.
«Ача пахчинчи Акатуй» конкурсра Гран-прие Шупашкарти 7-мӗш ача тивӗҫнӗ.

Палӑртма питӗ кӑмӑллӑ: республикӑри шкул ачисем чӑваш йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ.
Сӑмах – Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнчи шӑпӑрлансем пирки. Вӗсем ҫуллахи каникула усӑллӑ ирттереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче кӗмӗл волонтер Эльвира Николаева ялти ачасем валли ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ. Шӑпӑрлансем наци тумне тӑхӑнса курнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ. Кунсӑр пуҫне вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене юрланӑ.
Чӑваш ачисене чӑваш йӑли-йӗркипе паллаштарни питӗ аван. Ку – питӗ лайӑх тӗслӗх. Ыттисем те Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кайри Шӗнерпуҫ ялӗнче пурӑнакансенчен тӗслӗх илсен тем пекехчӗ.

Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Чи кӑмӑлли — ку мероприятие пӗр хут ирттернипех лӑпланманни.
Чӑваш культурипе ачасене тата ҫамрӑксене паллаштарас тӗллевпе шухӑшласа кӑларнӑ проекта уйӑхӗпех пурнӑҫа кӗртӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗчченех пырӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе ачасемпе яш-кӗрӗме тата хӗр-упраҫа вӑйӑ тата ташӑ урлӑ паллаштарасшӑн. Проекта клубсемпе культура ҫурчӗсенче пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тӗп мероприяти вара утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Фольклорӑн пӗрлехи кунӗнче, иртӗ. Ун чухне «Сик! Тух!» ятпа этновӑйӑ йӗркелеме палӑртса хунӑ.

Муркаш районӗнче регионсен хушшинчи «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль иртнӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Фестивале Йӳҫкасси таврашӗнчи «Хуртан вар» вӑрман уҫланкинче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Анчах регионсен хушшинче ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Унччен асӑннӑ уҫланкӑра Акатуя пуҫтарӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти «Ударник» хуҫалӑха Платон Давыдов ертсе пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗн, Александр Давыдовӑн (вӑл Депутатсен пухӑвӗн председателӗ) пуҫарӑвӗпе халӑх пултарулӑхӗн фестивальне ирттерме пуҫлас тенӗ.
Александр Платонович каланӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра унӑн, унӑн ашшӗ-амӑшӗн тата Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ачалӑхӗ иртнӗ. Апла пулсан ырӑ йӑла-йӗркене тытса пымалла. Вӑл иртнине хальхипе пӗрлештерекен кӗпер пулмалла.
