Чӑваш Ене хӑна ҫитнӗ. Ахаль килмен вӑл. Вӑл кунта пысӑк ӗҫ туса ирттересшӗн.
Раҫҫей этнографи музейӗн Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи этнографи халӑхӗсен пай ӗҫченӗ Наталья Кашпар Чӑваш Республикинчи ялсем тӑрӑх этнографи экспедицине ирттересшӗн. Вӑл районсенче «Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ ӗненӗвӗ» тӗпчев ирттересшӗн.
Наталья Юрьевна Чӑваш наци музейӗн фондне Раҫҫей этнографи музейӗн 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ кӗнеке альбом тата «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен йӑла пукани» диск парнеленӗ. Вӗсем фондра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн сайтӗнче Виталий Станьял хӑйсен енче Питрава мӗнле уявлани пирки пӗлтерет. Ҫав кунпа ҫамрӑксем ҫимӗк хаваслӑхне, уяв вӑййисене ӑсатса ярать.
Виталий Станьял хӑйсен енче, Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, Ҫимӗке Хравути поххи ятлӑ акатуйпа пуҫланине ҫырать. Кӑҫал вӑл Станьял ялӗ патӗнчи Чемен паттӑр картинче районти акатуйпа питӗ чаплӑ иртнӗ-мӗн. Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин акатуй тӗлне тӑватӑ пашнеллӗ, 16 «яллӑ» хулаш хӳми картарнӑ.
Ҫимӗк эрнисем Питравкка уявӗпе вӗҫленеҫҫӗ. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ чӑвашсен авалхи Питравкки вырӑс Петровкипе пӗрлешнӗ. «Питравкка тени «пӗтрекке» (кӑтра) тенинчен тухса кайнӑ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун кашни ӑратне е кил-йыш Ҫут тӗнчене тав туса пӗтрекке така пусса чӳкленӗ. Пирӗн Ишлей-Шарпаш ушкӑнне кӗрекен 20 ял халӑхӗ Питравккана ӗмӗртенпех Салапай-Вӑрманкас тавринчи уҫланкӑсенче ирттернӗ. Кӑҫал ӑна Вӑрманкас ҫыннисем хӑйсен ялӗнчи авалхи вырӑна — Хуралту сӑрчӗ ҫине тавӑрчӗҫ», — ҫапла ҫырать Виталий Станьял.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Автозавод районӗнчи Ҫамрӑксен канупа культура центрӗнче чӑваш Акатуйӗ иртнӗ. Уява «Чулхулан чӑваш наци культура вырӑнти автономийӗ» общество организацийӗ Чулхула хула Думин депутачӗ Владимир Амельченко пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Уявра ЧНК Президиумӗн пайташӗ, «Чӑваш xӗpapӑмӗ» комитет ертӳҫи Нина Петрова, «Иран чӗлхиллӗ халӑхсен конгресӗ» Чулхулари халӑх организацийӗн ертӳҫи Эрадж Боев тата вырӑнти обществӑлла хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫи Вера Белякова саламланӑ.
«Кӑҫалхи аслӑ Акатуйӑн тӗллевӗ Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗркипе мешехине упраса хӑварасси тата тӗрлӗ халӑх хутшӑнавӗсене пуянлатса аталантарасси пулчӗ», — тенӗ иккен Чулхулари чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева. Кун пирки ЧНК сайтӗнче конгрес Президиумӗн тата вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров пӗлтерет.
Тутарстанри Нурлатра чӑвашсем наци «Уявне» паллӑ тунӑ. Унта чиновниксемпе паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Кун пирки Татар-информ сайтра хыпарлаҫҫӗ.
Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприяти программи питӗ пуян пулнӑ. Уявра чӑваш картишне туса кӑтартнӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, алӗҫӗсене куравӗпе киленме май пулнӑ.
Тутар Республикин президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ. Вӑл йӑла-йӗрке шкулта та, килте те упранасса шанса калаҫнӑ. Кунашкал уявсем ҫулсерен иртессе, вӗсен шайӗ пысӑк пуласса шаннӑ.
Уяв ҫӗре шалча ҫапнипе пуҫланнӑ. Ку лайӑх ӗҫ пуҫламӑшне кӑтартать. Унтан вӑйӑ картине тӑнӑ.
Уява Тутарстанри, Чӑваш енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Свердловск облаҫӗнчи, Мускаври, Питӗрти 100 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ.
Сӑнсем (18)
Хальхи тӗнчери этнос культури. Ҫак ятпа ӗнер Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри куҫӑн тата куҫӑнсӑр ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Конференцие «Раҫҫей культури» федерацин тӗллевлӗ программипе илме май килнӗ тӗллевлӗ укҫапа ирттернӗ.
Конференцин пленарлӑ пайне тӳре-шарасенчен республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ.
«Халӑх йӑли-йӗрки тата культура глобализацийӗ» темӑпа Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Михаил Кондратьев профессор доклад тунӑ. Тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫакансем тата пулнӑ-ха.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ.
Сӑнсем (9)

Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ.
Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ.
Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Сӑнсем (17)
Ачасем каникулта. Анчах ӑна нумайӑшӗ усӑллӑ ирттересшӗн, урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупасшӑн мар. Ав Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗн вӗренекенӗсем Хусана экскурсие ҫитсе килнӗ. Вӗсем икӗ культурӑна пӗрлештерекен Кремле кӗрсе курнӑ.
Экскурсие ертсе пыраканни Хусан пирки халап, вӑл 16-мӗш ӗмӗрте ҫӗкленни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унтан ачасем мӑсӑльмансен йӑли-йӗркипе паллашнӑ.
Шӑпӑрлансем Хусанти илемлӗ вырӑнсене ҫитсе курнӑ. Бауман урамӗпе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем метропа ярӑннӑ. Кайран Океанариума ҫитнӗ, тӗрлӗ пулӑпа паллашнӑ, акӑшсене тӑрантарнӑ. Крокодила 5 сантиметртан курма пултарнӑ.
Алтышево ачисем экскурсирен лайӑх кӑмӑлпа таврӑннӑ. Вӑл вӗсен тавракурӑмне пуянлатма пулӑшнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 5–12-мӗшӗсенче «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче чӑваш чӗлхин «Хавал» уйлӑхӗ улттӑмӗш хут иртӗ. Унта хутшӑнакансем чӑваш чӗлхине вӗренӗҫ, халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллашӗҫ.
Уроксене опытлӑ вӗрентекенсем ертсе пырӗҫ. 7–12 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа ӗҫлӗ. Ҫавӑн пекех наци тӗрри, чӑваш юрри, ташши тӗлӗшпе занятисем иртӗҫ. Спортпа туслисем футболла, волейболла вылӗҫ, шыва кӗрӗҫ. Ку кӑна мар. Чылай мероприяти иртӗ «Хавалта».
Уйлӑха тӳлевлӗ хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тӳленисем йӗркелӳшӗн 500 тенкӗ ҫеҫ панӑ. Ҫӗртмен 25-мӗшӗччен ӗлкӗрнисем 700 тенкӗ тӳлӗҫ. Вырӑна ҫитсен ҫеҫ тӳлесен 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Пурӑннӑшӑн, апатланнӑшӑн та тӳлемелле.
5 ҫул тултарман ачасем тӳлевсӗрех хутшӑнаҫҫӗ. 5–12 ҫулсенчисене вара 20 процент сахалрах тӳлеттереҫҫӗ.
«Хавал» пирки тӗплӗнрех тӗп йӗркелӳҫӗрен Александр Блиновран (Алпарух) ыйтса пӗлме пулать: 8(8352) 68-50-51.
Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлеп ялӗнче ҫамрӑксене чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти клубра унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Унта ҫара кайма хатӗрленекенсем чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ, салтак юррисене юрлама, ташлама вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сцена ҫинче салтака ӑсатнине евӗрлесе кӑтартаҫҫӗ. Халӗ вӗсем районти Акатуя хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Шел те, халӗ чылай йӑла-йӗрке ӗлӗкхинчен уйрӑлса тӑрать. Салтака та халӗ унчченхи пек ӑсатмаҫҫӗ. Ӗлӗк салтак ялти кашни ҫурта кӗрсе тухнӑ, ӑна шурӑ алшӑлли ҫакса янӑ. Мӗн чухлӗ нумайрах вӑл — ҫавӑн чулӗ ҫӑмӑлрах пулӗ салтакра. Юлашкинчен салтак килӗнче сӗтел хушшине пухӑннӑ. Вӑрнарсем халӗ те салтак ӑсатнӑ чухне салтак пӑтти пӗҫереҫҫӗ иккен. Ҫав кун тӗлне сӑра та вӗретеҫҫӗ.
Ӗлӗк салтак ҫула пуҫтарӑнсан килтен ҫурӑмпа тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем сӗтел хушшинче ларса юлнӑ. Ку — салтака кӗтсе илнине пӗлтернӗ. Салтак ялтан тухсан е каҫӑ урлӑ каҫсан тимӗр укҫасем пенӗ.
Сӑнсем (11)
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче пӗтӗм тӗнчери чӑваш культурин III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш наци культурин автономийӗ йӗркеленӗ.
Фестивале наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас, чӑвашсем пурӑнакан регионсемпе ытларах туслашас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗ те хутшӑннӑ.
Пенза облаҫӗнче Неверкино районӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Пенза облаҫӗнче 7 пин яхӑн чӑваш тӗпленнӗ. Вӗсенчен 5 пинӗшӗ вара Неверкино тӑрӑхӗнче пурӑнать. Районти 10 ялта чӑвашсем кун кунлаҫҫӗ.
«Илем» фольклор ансамблӗ юрланине халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Фестивале Самар, Саратов, Чӗмпӗр, тӑрӑхӗсенчен те килнӗ.
Малтанах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ.
Пенза чӑвашӗсем пирӗн ентешсемпе сывпуллашасшӑн та пулман. Уявра чӑваш композиторӗсен юррисем нумай янӑранӑ. Концерта «Илем» ушкӑн вӗҫленӗ. Чӑваш ташши вара урамра чылайччен лӑпланман.
Сӑнсем (56)
