Шупашкарта ҫӗкленекен Кадет корпусӗнче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче унта шӑматкунлӑх иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Нимелле ӗҫлессине ыранччен кӗтмен. Паянах унта 100 волонтер ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсемсӗр пуҫне 350 рабочи тимлет. Кадет корпусӗ тавралли территорие хӑтлӑх кӗртме тухнисем хушшинче Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗн студенчӗсем те пур. Вӗсем паян 50 ҫын таран пухӑнса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксем нимене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсемшӗн вӑл — хӑйне евӗр практика. Тепӗр енчен — Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ стройкӑна тӳпе хывни. Чӑваш ялӗсенче мӗн авалтан нимелле ӗҫленӗ. Ырӑ йӑла манӑҫманни паха.
Чаваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Дмитрий Орловпа Виктория Михайлова туя чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттернӗ. Вӗсем хӑйсем валли наци тумӗсем ҫӗлеттернӗ. Ленин районӗн ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра чӑвашла ҫырӑнтарнӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Хут уйӑрттармашкӑн ыйту ҫырма кайсан ҫамрӑксене ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑх йӑлисене сума суса туя чӑвашла йӗркелеме сӗннӗ. Димӑпа Викӑна ку шухӑш питӗ килӗшнӗ. Кун хыҫҫӑнах вӗсем туя ҫине тӑрсах хатӗрленме тытӑннӑ.
Мӑшӑрлантару залӗнче ҫамрӑк мӑшӑра туй ҫӑкӑрӗ сӗннӗ, авалхи йывӑҫ куркаран чӑваш сӑрине астивтернӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем пӗрремӗш ташша та чӑвашла ташланӑ. Тӑванӗсемпе тус-юлташӗ вара вӗсене чӑвашла саламланӑ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ.
Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ.
Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ.
Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакансем чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратнӑ. Ял пуҫланса кайнӑ вырӑнта 2012 ҫулта юпа лартнӑ. Ун ҫине яла пуҫарса янӑ пӗр тӑван Ятман, Яруха, Ярсут тата Ярхун, ҫавӑн пекех Лашман ятсене ҫырса хунӑ.
Юпа лартнӑранпа ял ҫыннисенчен хӑшӗсем Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫинчен таврӑнсан юпа патне каяҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ялти хушматсем те унта куҫса пырса чи малтан тӗпленнӗ ҫынсен хушмачӗсемпе пӗр килеҫҫӗ: Ятманов, Ярухин, Ярзуткин тата Яргунов.
Юпа патӗнче ваттисене асӑнса йӗркелекен йӑлана Владимир Ярухин таврапӗлӳҫӗ ирттерет-мӗн.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Шупашкарта Мӑнкуна хатӗрленнӗ май виҫӗ чиркӳ умне ӑсталаса эрешленӗ ҫӑмарта тата праҫник кроликне лартса хурӗҫ. Кун пирки паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова пӗлтернӗ.
Ҫав пысӑк теттесене Пукравпа Татиана тата Введени соборӗсен, Асапланакансен тата Тӗне ӗненекенсен ячӗпе лартнӑ чиркӳсен умне вырнаҫтарӗҫ.
Каласа хӑвармалла, Мӑнкун эрнинче тӗп хулари культурӑпа кану паркӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ. А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче тата «Амазони» этнокомплексра ака уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Мӑнкун фестивалӗ кӗрлӗ, Шупашкарти ытти паркра ӑсталӑх класӗсем, лармасем, концертсемпе конкурссем йӗркелӗҫ.
Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» (чӑв. Хӗлхемкке) ача пахчи ҫирӗм ҫул ытла ирттерекен «Туслӑх фестивальне» анлӑлатма шут тытнӑ. Кӑҫал вӗсем кашни халӑх культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн — асламӑшӗ-кукамӑшӗсен культурипе ҫыхӑннӑ уявсене йӗркелӗҫ. «Канаш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть чӑваш асанне-кукамайӗсемпе мӑнукӗсем пӗрле улах ларнине кӑтартса панӑ.
Малтан ачасене аслисем чӑвашсен тӗп уявӗсемпе — Сурхурипе, Улах ларнипе, Ҫӑварнипе, Акатуйпа — паллаштарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем, слайдсем кӑтартса, малтан чӑвашла, кайран вырӑсла тунӑ. Ӗлӗк хӗрсем улах мӗнле ларнине Нина Васильевна Левендеевӑпа Людмила Владимировна Трифонова тата Ирина Васильевна Лоханникова питӗ тӗплӗн паллаштарнӑ: тӗрленине те, юрланине те, юмах янине те.
«Искринка» ача пахчинче улаха хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравне те йӗркеленӗ. Шӑпӑрланӗсем те пуш алӑпа пулман — кашни хӑна валли хӑйсен аллипе парне хатӗрленӗ.
Каласа хӑварас пулать, Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» ача пахчи шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци сӗмлӗ воспитани панипе уйрӑлса тӑрать. Ҫирӗм ҫул ытла ҫак шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе чӗлхине вӗрентессипе тимлет.
Кӑҫалхи Ҫӑварни нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланчӗ те нарӑсӑн 18-мӗшӗнче вӗҫленчӗ. Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 7 эрне маларах уявлаканскер вӑл ҫулсерен тӗрлӗ вӑхӑта килет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче кӗҫӗн ҫӑварнине уявлама культура Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ. Унта иртнӗ «Ҫӑварни ҫуни ҫут ҫуни» уява ачасем, ҫамрӑксем, ял-йыш тата ватӑсем хутшӑннӑ.
Уява ачасем пуҫланӑ. Вӗсем тӑвайккине пухӑнса ярӑнма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул «шыв ҫулӗ уҫакан» ача Богдан Ларионов пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӑвайккинчен пӗрремӗш ярӑнса аннӑ. Сӑвӑ каласа Богдан кантӑр вӑррине инҫетелле персе янӑ. Тӑвайккинчен камӑн ҫунашки инҫетерех анать, ҫавӑн тырри ӑнса пулать тесе шухӑшланӑ ӗлӗк чӑвашсем.
Ачасемпе ҫамрӑксем ҫунашкапа тупӑшнӑ, «Сӗнтӗр» халӑх фольклорне ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксемпе ачасем лашапа каттачи чупнӑ. Уявра тӗрлӗ чӑваш вӑййисене вылянӑ: «Икерчӗлле», «Ҫӑпаталла», «Лашалла», «Йытӑлла».
Ҫӑварни уявӗ улӑмран тунӑ ҫӑварни катемпине ҫунтарнипе вӗҫленнӗ. Малтанах катемпи тавра ҫӑварни юрри юрласа ташланӑ, кайран ҫунакан катемпи урлӑ сиксе ырӑ-усалсенчен, чир- чӗртен тасалнӑ.
Хакасири пӗр бригадӑри салтаксене пӗр кун чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.
Ҫар ҫыннисен апатланӑвӗ юрӑ-кӗвӗрен, ташӑран пуҫланнӑ. Капла апат та лайӑх анать вӗт. Салтаксене ҫӑмах яшки ҫитернӗ. Ӗне, чӑх какайӗсене чӑваш йӑлине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче пахча ҫимӗҫ, кавӑн вӑлчи те пулнӑ.
Турпал-Али Гилаев кунашкал апат-ҫимӗҫе пӗрремӗш хут тутаннӑ. Ӑна питӗ килӗшнӗ. Владимир Сидоров вара хӑйне тӑван килне лекнӗ пекех туйнӑ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ – чӑваш, ҫемьере наци йӑли-йӗркине тытса пыраҫҫӗ. «Асанне кӑмакара яшка, пӑтӑ пӗҫерет», - тенӗ вӑл.
Салтаксем ал ӗҫӗсен куравӗпе те паллашнӑ. Ӑна Хакасири чӑваш диаспори хатӗрленӗ. Ҫукунне вара салтаксем хакассен тата тувасен йӑли-йӗркипе паллашӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑxӗсен институчӗн ӑсчахӗсем пухса хатӗрленӗ. Ӗҫ ушкӑнне истори ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ В.П. Иванов тухӑҫлӑ ертсе пынӑ.
Ҫaк паха кӗнекере чӑвашсем ӑҫтан пулса кайни, халӑx йышӗ, наци тумтирӗ, капӑpлӑxӗсемпе апат-ҫимӗҫӗ, ҫeмье тата халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, ӑруран ӑpӑва куҫнӑ пултарулӑхӗпе ӑcталӑxӗ, ӗненӗвӗ, ӳнерӗ тата ытти ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ.
Унсӑр пуҫне кӗнекене терминcен словарьне уйрӑммӑн кӗpтнӗ. Ҫaвӑнпа та вӑл вӗрентекенсемпе студентсемшӗн, аслӑ классенче ӑс пухакан ачасемшӗн тата чӑваш халӑxӗн истoрийӗпе, культурипе кӑcӑкланакансемшӗн усӑллӑ та кирлӗ пулма тивӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |