Вулавӑшсен, культура ҫурчӗсен наци йали-йӗркине, чӑваш чӗлхине упрама тарӑшасси — тӗп тивӗҫсенчен пӗри.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫак енӗпе ӗҫлет. Кунта ачасене халӑх культурипе ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе «Алӗҫ ӑсти» пӗрлешӳ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет. Ертӳҫи — Е.Г.Федорова.
Хӗрачасем занятисенче ҫӑм арлама вӗренеҫҫӗ, асаттесемпе асаннесен юррисене юрлаҫҫӗ. Кӑшавӑш вулавӑшӗн заведующийӗ Г.В.Иванова ачасене ӗлӗкхи тӗрӗ эрешӗсемпе паллаштарать, вӗсем пирки каласа кӑтартать.
Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассине Мускаври Михаил Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Опарин этнологпа килсе ҫитнӗ. Вӗсем «Йӑлтӑм» тата «Фольклор» ушкӑнӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланнӑ. «Йӑлтӑм» хӑнасене туй юррисем шӑрантарса панӑ, вырӑнти такмаксене. «Шӑнкӑрма» вӑййа тухнине тата ача-пӑча вӑййи-куллине кӑтартса панӑ.
Хӑнасем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗрки, пурнӑҫӗ тата наци ҫи-пуҫӗпе те кӑмӑлтан паллашнӑ. Кӗлӗмкассисемпе вӗсем ӑш пиллӗн кӗтсе илнишӗн тав туса сыв пуллашнӑ.
Ҫапла, ҫак кунсенче пирӗн тӑрӑхра «Культура» ВГТРК ӳкерӳҫисен ушкӑнӗ ҫитнӗ, вӗсем республикӑра «Россия, любовь моя!» программа валли материалсем ӳкересшӗн. Паян ҫак ушкӑн культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата информаци политикипе массӑллӑ комуникаци министрӗн ҫумӗпе Любовь Шемаринӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Россия, любовь моя!» (чӑв. Ман кӑмӑла тивӗҫтерекен Раҫҫей) программӑна иккен РФ Президенчӗн «Об обеспечении межнационального согласия» (чӑв. Халӑхсен хушшинчи ҫураҫулӑха тивӗҫтересси ҫинчен) Хушӑвне пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хатӗрлеҫҫӗ. Программа ертӳҫи — Пьер-Кристиан Броше.
Ӳкерекенсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑт тӗлне пирӗн халӑхӑн тӗпелӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ иккен — вӗсене шӳрпепе хуран куклине епле хатӗрленине каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, чӑваш тумӗн уйрӑмлӑхӗсене пӗлнӗ. Малалли планра вара — «Кӗр сӑрипе» «Чӳклеме» йӑли-йӗркисене ӳкересси.
Пьер-Кристиан Броше шухӑшӗпе вырӑнти туризма аталантарас тесен культурӑна чи малти вырӑна лартмалла.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Урезеево ялӗнче чӑн чӑвашла туй ирттернӗ. Кунта чуна чи савӑнтараканни чӑн чӑвашла туй йӗркелени кӑна та мар — авалхи йӑласем манӑҫаҫҫӗ пулин те, Турра шӗкӗр, чӑвашла туй аваллӑхах юлайман-ха. Хӑпартлантараканни — унти чӑвашсен чӑвашла туйне РЕН ТВ канал хӗлле телевизорпа кӑтартасси.
Телевиденире ӗҫлекенсем наци йӑли-йӗркине кӑтартакан проекта хута янӑ пулинех теме те пулать пек. Пур-ши ун пекки ҫав каналӑн е ҫук-ши — калаймӑпӑр. Аксу районӗнчи Надежда Пименовӑпа Петр Ваструков телекамера умне каналӑн «Тӑватӑ туй» проектне хутшӑннӑ май лекнӗ. Тупӑшас ӗмӗтне палӑртса малтанласа Надя анкета шӑрҫаланӑ. Кӗҫех вӑл Мускав, Питӗр тата Пенза пикисемпе пӗрле проекта лекнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пикесен хӑйсемпе тупӑшӑва тухнисен туйӗсене хакламалла. Питӗрпе Пензӑра туй иртнӗ те иккен, каярах Мускав хӗрӗн туйне ӳкерӗҫ.
Чӑваш туйне тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе ирттернӗ. Мӗнпур саманчӗ пирки кӗске информацире тӗплӗн каласа параймӑпӑр. Пӗрне вара асӑнар — каччӑ килне ҫитсен хӗре тухья хывтарса хушпу тӑхӑнтартнӑ.
Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри киосксенче чӑваш тумӗпе паллаштаракан журнал сутӑнма пуҫланӑ. Ӑна De Agostini издательство ҫурчӗ (Итали) кӑларнӑ иккен. Журналпа пӗрле туянакана фарфортан тунӑ пукане те лекет.
Ку кӑларӑмра (шучӗпе 27-мӗш) вулакан чӑваш тумӗпе ҫеҫ мар, пирӗн халӑх йӑли-йӗркипе те паллашма пултарать — тӗн, вӑйӑсем, тӗпелӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Журнал чӑвашсен кун-ҫулне ҫутатса панипе уҫӑлать.
De Agostini издательство ҫуртне 1901 ҫулта никӗсленӗ, Раҫҫейре вӗсем 2004 ҫултанпа ӗҫлеҫҫӗ. «Куклы в народных костюмах» (чӑв. «Халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесем») журнала Раҫҫейсӗр пуҫне Ураинӑра, Белоруссинче тата Казахстанра сутаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Строганова Валентина Кирилловна, библиотекарь, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |