Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ.
Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ.
«Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт.
Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт.
Унта тата ӑна репертуар та тӗлӗнтернӗ. «Чӑваш тумне тумланса вырӑс юррине юрлани вӑл вырӑнлӑ-ши?» — пуҫ ватать Чӗмпӗр чӑвашӗ.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.26 21:08 | |
Мĕн пур — çавна тăхăнаççĕ.
Енчен те суйламалăх пухмачра нимех те çук пулсан, питех суйласа тăраймастăн.
Ăна-кăна тавçăрайманнипе мар ку. Лайăх пурнăçран мар. Не от хорошей жизни — çапла калаççĕ кунашкал лару-тăрăва.