Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан Чӑваш Ен хыснинчен 100-шер пин тенкӗ паратчӗҫ. Нумай ачаллисем ҫывӑх вӑхӑтра вӑл укҫана илме пӑрахӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ тӳлеве ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пама пӑрахма йышӑннине Алексей Глухов халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Енчен те ҫемьене ҫӗн кайӑк кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен килсе ӗлкӗрсен укҫа лекӗ. Саккуна йышӑнасси депутатсенчен килет. Комитетсенче вӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Анчах ҫакна та палӑртмалла: сӑнанӑ тӑрӑх, комитетра ырланине сессире те ырлаҫҫӗ.
ЧР парламентӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета депутата суйланиччен республикӑри ачасен хӳтӗлевҫи пулса ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов ертсе пырать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн ваттисен канашӗн пайташне Петр Ивантаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри 75 ҫул тултарнине халалласа ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Юбиляра Михаил Игнатьев Элтепер, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх канашӗн ытти депутачӗсем, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева саламланӑ.
«Мана сирӗн юбилейра пулма пысӑк чыс», — тенӗ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева сума суса. Унтан вӑл юбиляр республика аталанӑвӗшӗн хӑй вӑхӑтӗнче нумай ырӑ ӗҫ тунине, ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче профсоюзра ӗҫленӗ чух та халӑхшӑн нумай тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ.
Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.
ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.
Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.
Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.
ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.
Депутатсем «фанфурикпа» ҫанӑ тавӑрсах кӗрешеҫҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем аптекӑсенче спиртлӑ шӗвеке сутас енӗпе ҫирӗп йышӑнусем тума сӗннӗ. Вӗсем ку ыйтупа РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин патне тухнӑ.
Чылай аптекӑра «фанфурика» ҫӑмӑллӑнах туянма пулать. Ытларах чухне ӑна ватӑ ҫынсем ыйтаҫҫӗ. Пӗрисем сипленеҫҫӗ, теприсем вара сывлӑхне пӗтереҫҫӗ. Ытларах чухне «Асептолин» туянаҫҫӗ. Вӑл хаклах мар, кӗленчи те пысӑкрах. Анчах унта — этил спирчӗ. Кӑҫал 163 ҫын суя эрехпе наркӑмӑшланнӑ.
«Фанфурик» ӗҫекенсем ытларах чухне гепатитпа, панкреатитпа, хырӑм ҫӗрнипе нушаланаҫҫӗ. Анчах палӑртмалла: аптекӑсем спиртлӑ шӗвек сутса саккуна пӑсмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ кунашкал тупӑшран пӑрӑнма хирӗҫ. «Фанфурик» ыйтӑвне татса парас тесен федераци шайӗнче саккун йышӑнмалла. Ҫавӑнпа чӑваш депутачӗсем Мускава каясшӑн, ҫакна татса парасшӑн.
Иртнӗ эрнере федераци шайӗнчи МИХсенче РФ Президенчӗн Администрацийӗ кӗпӗрнаттӑрсене ылмаштармалли регионсен списокне хатӗрлет текен хыпар сарӑлнӑччӗ. Ун пирки REGNUM информаци агентстви те ҫырнӑччӗ.
Иртнӗ эрнере МИХсене калаҫтарнӑ темӑсене тишкернӗ май REGNUMӑн Чӑваш Енри журналисчӗ спикерсем «типпӗн комментарисем» панине асӑрханӑ.
РФ Патшалӑх Думин хысна енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри ертӳҫи Валентин Шурчанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫисем хальхи вӑхӑтри ҫивӗч социаллӑ-экономика ыйтӑвӗсене татса парас вырӑнне «сӗмсӗррӗн администрацилессипе» ытларах ӗҫлеҫҫӗ те «влаҫра нумаях тытӑнса тӑраймӗҫ». Унтан вӑл вӗсем патне виҫӗ кун шӑнкӑравласан та лешсем телефона тытманнине пӗлтернӗ. «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин ертӳҫи Анатолий Аксаков тата кӗскенрех каланӑ: «Халь ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑр пирки е лайӑх калаҫҫӗ, е нимӗн те. Ҫавӑнпа та — нимӗн те», — тенӗ депутат.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хула мэрӗ Ирина Клементьева ертсе пынӑ.
Ларура сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Депутатсем хӑш-пӗр регионта кун тӗлӗшпе йышӑну тунине пӗлтернӗ. Шупашкарта та ку ыйтӑва халӑхпа канашласа татса парасшӑн. Ҫынсен шухӑшне пӗлес тӗллевпе Шупашкар хулин тата депутатсен пухӑвӗн сайчӗсенче сасӑлав ирттерме палӑртнӑ.
Чылайӑшӗ сехет йӗппине куҫармаллине палӑртсан депутатсем ку ыйтупа ЧР Патшалӑх Канашне тухӗҫ. Сӑмах май, сехет йӗппине куҫарас тӗлӗшпе унччен те ыйтӑм ирттернӗ. Анчах ятарласа сасӑ нумай пухнине кура ӑна чарса лартнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн пухӑвӗн депутатне каллех ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ. Хальхинче те вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Пӗрремӗш хутӗнче унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ. Ун чухне ӑна ҪҪХПи ӗҫченӗсем чарнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн штраф кӑна тӳлеттермен, 1,8 ҫуллӑха машинӑпа ҫӳремешкӗн те чарнӑ. Депутат вара йӗркене ҫавах пӑснӑ.
Хальхинче вӑл пакунлисен куҫӗ тӗлне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче лекнӗ. Суд унӑн айӑпне палӑртсан ӑна 200-300 пин тенкӗлӗх штрафлама, 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма е патшалӑхшӑн 480 сехет ӗҫлеттерме пултараҫҫӗ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл — вырӑнти пӗр фирмӑн директорӗ. Хайхискер налук тӳлемен тата ултав ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ.
Депутат декларацие суя кӑтартусем кӗртсе 9 миллион та 900 пин тенкӗ налук тӳлемен. Ҫавӑн пекех вӑл налук службине ытлашши тӳленӗ налука, 2 миллион тенкӗ ытла тенке, тавӑрса пама ыйтнӑ.
Ку пуҫиле ӗҫпе 21 том ӗҫ хатӗрленӗ, 60 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Суд унӑн иномаркине арестленӗ. Ку пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |