Нумаях пулмасть Канашра суд тенкелӗ ҫине ҫав хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ ларнӑ. Халӑх тарҫи шутланаканскер хӑйӗн суйлавҫисемшӗн чупса ҫӳренипе айӑпа кӗнӗн туйӑнать пулӗ те, анчах урӑхларах кӑлтӑк туса хунӑ вӑл.
Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 41 ҫулти арҫын паллакан хӗрарӑм телефонпа кампа юмах янине пӗлесшӗн ӑнтӑлнӑ. Пӗлес тенипех ҫакскер хӗрарӑмӑн смартфонне ярса илнӗ, унти счетсен детализацийӗпе кӑсӑкланнӑ. Компьютер технологийӗнче ӑна-кӑна аван тӗшмӗртекен паллаканӗсем урлӑ хӗрарӑм иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫав уйӑх ҫурриччен кампа калаҫнипе интересленнӗ. Лешсем паллаканне хирӗҫлемен — вӑл ыйтнине кура пулӑшма ӑнтӑлнӑ.
Ҫыннӑн ҫыру ҫӳретни, ытти ҫавӑн йышши хыпар вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци шутланать те, нумай пӗлесшӗн ҫуннӑ арҫынна суд пуҫиле майпа айӑпласа 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова шкулсен тата ача пахчисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.
Тӳрех палӑртмалла: нумаях пулмасть Новосибирск хулинче канашлу иртнӗ. Ӑна вӗренӳпе ӑслӑлӑха халалланӑ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Чылай регионта шкулсем ҫитменни палӑрнӑ. Чӑваш Енре те ҫакнашкал лару-тӑру. Пирӗн шкулсем 13 процент ытларах тулнӑ. Лару-тӑру ҫитес вӑхӑтра улшӑнмасть-тӗк ку кӑтарту 25–30 процентпа танлашма пултарать.
Тӗлпулура Алена Аршинова кӗҫех ҫӗнӗ шкулсем хута каясси пирки каланӑ. Анчах кадрсем ҫитменни — ҫивӗч ыйту. Вӗрентекенсем ансат сӗнӳ панӑ — ӗҫ укҫине ӳстермелле. Мӗншӗн тесен шкулсемпе ача пахчисене ҫамрӑксем ӗҫлеме килесшӗн мар.
Вӗренӳ тытӑмне бюрократизацилес ыйтӑва та хускатнӑ. Новосибирскра Дмитрий Медведев вӗрентекенсен отчечӗсене сахаллатма сӗннӗ.
Алена Аршинова кунашкал тӗлпулусем малашне те иртессине пӗлтернӗ. Вӗрентекенсен сӗнӗвӗсене вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене калама шантарнӑ.
«Ӑшӑ вырӑн» пушӑ пулмасть тетчӗҫ-и-ха ҫав? Ҫаплах пуль ҫав. Депутат мандатне ӑшӑ тесе калаймӑпӑр та, ҫапах та вӑл пукана хапсӑнакансем ҫук мар.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Дмитрий Евсеев партирен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫрӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче коммунист-депутат мандатне паянхи сессире Игорь Нарышкина панӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ҫӗртмен 11-мӗшӗнче ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, уява унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑннӑ. Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та ҫитессе кӗтеҫҫӗ тенӗччӗ.
Республикӑн спикерӗ кайнипе кайманнине пӗлместпӗр те, анчах конгресс ертӳҫи Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче пулнӑ. Унсӑр пуҫне Акатуя РФ Патшалӑх Думин экономика политики, инноваци аталанӑвӗ тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев ҫитнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем. Апла пулин те унти чӑвашсем кӑна мар, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Морозов та хӑнасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни сасса тӗрӗслесшӗн.
Нумаях пулмасть иртнӗ сессире «халӑх тарҫисем» республикӑн парламентне депутатсем суйлассипе ҫыхӑннӑ саккуна йышӑнас умӗн пӗр-пӗринпе хытах тавлашнӑ. Пӗр партирисем хӑйсен пайташӗсемпе куҫкӳрет чӗрре кӗрсе тӑман-ха. Оппозици теме хӑнӑхнисем вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хытах тавлашнӑ.
Депутат мандачӗллисенчен 33-шӗ кӗркуннехи суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас текеннисем тата парламент мар парти пайташӗсем хӑйсемшӗн алӑ пухнисене питӗ тӗплӗн, кашни сасса, тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла туни «вӑрӑ вӑрра шанмасть» тенипе ҫыхӑнман имӗш, демократи приниципӗсемпе килӗшсе тӑрать-мӗн. Пиллӗккӗшӗ кун пек саккуна йышӑнтарасшӑн мар хирӗҫлени кӑлӑхах пулнӑ. Йышлисем сахал йышлисене ҫӗнтересси каламасӑрах паллӑ.
Кашни ялӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки, кун-ҫулӗ. Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑванта Хураҫтӳ уявӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркеленӗ.
Ял ҫыннисене вырӑнти тӳре-шара кӑна мар, районтисем те саламлама пынӑ. Тӳре-шара кӑна-и, депутачӗсем те: районтисемпе республика шайӗнчисем - персе ҫитнӗ. Ял халӑхне вӗсем уяв ирттернӗшӗн мухтаса та ырласа хавхалантарнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Павлов, ав, ӑшӑ сӑмахпа кӗҫӗн тӑвансене кӑна мар, районта пурӑнакансене пурне те савӑнтарнӑ. Вӗсене депутат ӗҫчен халӑх тесе те хакланӑ, лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлаҫҫӗ те ырланӑ.
Районти пуҫлӑхсем ялти хастарсем валли Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем те хатӗрлесе хунӑ, уявра ҫавсемпе чысланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑран ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан компанисенчен пӗри миллион тенкӗ ыйтса квитанци ярса панӑ.
Цифрӑна курсан кинеми сехӗрленсех ӳкнӗ. Хутра «1 160 000,00» тенкӗ тӳлемелле тенӗ-ҫке.
Пӑтӑрмахӗ республикӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районта пурӑнакан иккӗмӗш ушкӑн инваличӗпе сиксе тухнӑ.
Аптӑранӑ ватӑ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев патне йышӑнӑва кайнӑ.
Халӑх тарҫи Фейсбукри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, кинемей: «Ывӑлӑм, мӗншӗн? Мӗншӗн манӑн миллион тӳлемелле? Ӗмӗрӗпех ҫӗршывшӑн ӗҫлерӗм, вӗсем манран миллион тенкӗ ыйтаҫҫӗ», — тесе куҫҫуль витӗр каланӑ.
Сусӑра кӑна мар, вӑйпиттине те ним мар чӗресӗр тӑвакан цифра Шупашкарти «Водоканал» предприятирен ҫитнӗ пулать. Хайхи шывшӑн тата канализацишӗн ҫавӑн чухлӗ сумма ыйтать-мӗн.
Кун пек пӑтӑрмах пирки депутат яваплӑ органсене ҫырупа тухнине пӗлтернӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ.
Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ.
Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев).
Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов.
Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче.
Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |