РФ Патшалӑх Думин Финанс комитечӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗ комитет ертӳҫине Анатолий Аксакова Наци финанс канашне кӗртме сӗннӗ. Унтисем Чӑвашран депутата суйланнӑскере Патшалӑх Думин представителӗ евӗр ярасшӑн. Кун пирки Анатолий Аксаковӑн официаллӑ страницинче паян пӗлтернӗ.
Сӗннӗ кандидатсем хушшинче ҫавӑн пекех экономика политики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Жигарев тата хысна тата налук енӗпе ӗҫлекеннин ертӳҫи Андрей Макаров пур.
Наци финанс канашӗ Раҫҫей банкӗн коллегилле органӗ шутланать. Халӗ ӑна Раҫҫей финанс министрӗ Антон Силуанов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ — Раҫҫей банкӗн ертӳҫи Эльвира Набиуллина. Канашра ҫавӑн пекех РФ Президент Администрацийӗн, правительствин тата парламентӑн икӗ палатин пайташӗсем пур.
Валерий Раштав поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ пӗр шухӑшлӑ пулса ноутбук парнеленӗ.
Студент чухнех сарӑмсӑрланса юлнине пула унтанпах вырӑнпах выртакан Валерий Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртне лекнӗ. Шӑпа унта ҫитернӗ пулин те поэт чунлӑскерен аллинчен хутпа ручка каймасть. Пӗлтӗр чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ Валерий Самойлов-Раштавӑн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххипе, ӑна «Телей кайӑкӗ» ят панӑ, пуянланнӑччӗ. Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ.
Поэт патӗнче юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Юрий Попов тата Валерий Раштав сӑввисемпе кӗвве хывнӑ самай юрра шӑрантаракан Фарида пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне вӗсем ноутбук парнеленӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӗнер Ҫурҫӗр электричество сечӗн ертӳҫисемпе курнӑҫса Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсен ҫутӑ ыйтӑвне хускатнӑ.
Район центрӗ пачах ҫутӑсӑр лармасть-ха. Анчах хӑш-пӗр урамра ку енпе ыйтусем самай. Колхоз урамӗнче пурӑнакансем, акӑ, напряжени пӗчӗккипе аптӑраҫҫӗ. «Иволга» (чӑв. Саркайӑк), «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) пахча юлташлӑхӗсене ҫутӑ кӗртмен.
Депутатпа Ҫурҫӗр электричество сечӗсен ертӳҫисем калаҫни сая кайман. Чӑвашэнерго юпасене, трансформаторсене хӑй шучӗпе вырнаҫтарӗ.
Колхоз урамӗнчи ҫутӑ линине юсама май килменни ӑна Кӳкеҫ поселокӗн балансӗ ҫине регистрацилеменнипе ҫыхӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Шкул тата Карл Маркс урамӗсенчи линисем те шутра тӑманни палӑрнӑ.
Юпан 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташне Михаил Игнатьев Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе регион ертӳҫи тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ тесе ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ҫырнӑ. Ҫав шутра «Тракторные заводы» (чӑв. Трактор савучӗсем) концернӑн шӑпине те сӳтсе явнӑ. Анатолий Аксаков йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ предприятие РФ Правительствипе, банксемпе, инвесторсемпе пӗрле пулӑшассине асӑнса хӑварнӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин малтанхи пухӑвӗнче экономика комитетне ертсе пынӑ Анатолий Аксакова хальхинче финанс рынокӗпе ӗҫлекеннине шаннине, сӑмах май каласан, маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн тӳре-шари унччен те хоккейла вылятчӗ. Республикӑн правительствинче ӗҫлекенсем Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе пӑр ҫинче тӗл пулатчӗҫ. Иртнӗ уйӑхра чӑваш парламентне депутатсене ҫӗнӗрен суйланӑ хыҫҫӑн та хоккей выляма пӑрахман. Ӗнер пуҫласа клюшка тата шайба йӑтса пӑр ҫине тухнӑ.
Юлташла матча Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн экс-ертӳҫи, халӗ депутачӗ Юрий Попов та унчченхиллех тухнӑ. Депутатсемпе тӳре-шара командисем Чӑваш Енӗн Спорт министерствин «Чебоксары Арена» (чӑв. Шупашкар Арена) пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер шучӗпе Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йышӗ спортпа тата туслӑрах. Спорт вара пӗрлештерет, сывлӑхлӑ пулма пулӑшать, талпӑнма хистет, вӑй-хал парать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра Раҫҫей шайӗнче чи лайӑх шкулсен йышне кӗнисене чыслас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне кӗнисене грантпа хавхалантарма сӗннӗ. Ку шухӑш — Шупашкарти 5-мӗш гимназин директорӗн Инна Исаевӑн. Вӑлах — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Инна Исаева гранта 1 миллион тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Михаил Игнатьев ку шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, маттур шкулсем ку хавхаланӑва тивӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Финанс министерствине ку сӗнӗве пӑхса тухма, йышӑну тума хушнӑ.
Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине пирӗн республикӑран пилӗк ҫын лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пӗр мандатлӑ округсемпе «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Анатолий Аксаков тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Леонид Черкесов суйланнӑччӗ. Парти списокӗсемпе Патшалӑх Думине пирӗн республикӑран Валентин Шурчанов коммунист, Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) тата Алена Аршинова («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗ) кайрӗҫ.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн ҫиччӗмӗш созыври парламенчӗ комитетсене тата вӗсен йышне палӑртнӑ. 26 комитетра Чӑвашран суйланнисем валли те вырӑн тупӑннӑ.
Малтанхи созывра экономика комитетне ертсе пынӑ Анатолий Аксакова хальхинче финанс рынокӗпе ӗҫлекеннине шаннӑ. Валентин Шурчанова хысна тата налук енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ комитета Олег Николаева та кӗртнӗ. Леонид Черкесов — федераци йӗркелӗвӗ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ, Алена Аршинова — вӗренӳ енӗпе ӗҫлекеннин йышӗнче. Аса илтерер, маларах Алена Аршинова ҫав комитет ертӳҫин ҫумӗ пулса пурӑннӑччӗ.
Чӑваш Енри пӗр депутата ӗҫрен кайтарнӑ. Ку – прокурор ыйтнипе. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
58 ҫулти арҫын Пӑрачкав районӗн депутачӗ. Вӑлах – ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ.
Унччен ку арҫынна судпа айӑпласа 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Ҫак тапхӑрта унӑн хӑй тӳрленнине кӑтартмалла.
Саккунпа килӗшӳллӗн, депутатӑн постран суд хыҫҫӑнах каймалла пулнӑ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе кайман. Прокурор ыйтнипе ҫеҫ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Пиллӗкмӗш канал корреспонденчӗсем Шупашкарти депутатсенчен газонсем ҫине машина лартни пирки ыйтса пӗлнӗ. Депутатсем каланӑ тӑрӑх, газонсем ҫине машина лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни Шупашкара чи хӑтлӑ хуласен йышне кӗртме май панӑ.
«Шупашкар — Раҫҫейри чи хӑтлӑ хуласенчен пӗри. Ку ята тивӗҫес тесе чылай ӗҫ тунӑ. Куншӑн чи малтанах халӑх хӑй тӑрӑшнӑ. Ку норма пурнӑҫланма тытӑнсанах ҫынсем картишсене чечексемпе илемлетме тӑрӑшакансен ӗҫне хаклама пуҫларӗҫ. Паллах, ку штрафсемпе ҫыхӑннӑ. Анчах пирӗн картишсем машина кӗтӗвне ҫаврӑннине кам ырлатӑр?» — тенӗ Дмитрий Никоноров.
Никоноров хулара пушӑ гараж кооперативӗсем нумаййине те палӑртнӑ. Ҫуртсен айӗнчи гаражсем те пушах. Анчах ҫынсем темшӗн машинисене подъездсен умне лартма кӑмӑлланине каланӑ вӑл.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче машинӑна газон ҫине лартнӑ водительсенчен 25 миллион тенкӗ штраф пухнӑ. Ку укҫапа ҫӗнӗ парковкӑсем тунӑ, хулана хӑтлӑх кӗртнӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |